АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канаш çĕрĕ çинче - хамăрăн банк!

03 июня 2011 г.

АКБ "Чувашкредитпромбанк" акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн Канаш хулинчи хушма офисĕ ĕçлеме пуçланăранпа 5 çул тултарать. Çак хушăра Канаш хулинче тата районта пурăнакан пин çын ытла вкладчик, банк картти хуçи е заемщик пулса тăчĕç. Мĕншĕн тесен вĕсем банк ĕçне кăмăллаççĕ, ăна çирĕп шанаççĕ. Канашри хушма офисра тĕрлĕрен банк операцисене тивĕçлĕн пурнăçласа пыраççĕ. Нумаях пулмасть эпĕ унăн ертÿçипе А.Ивановпа тĕл пулса калаçрăм.

– Анатолий Кузьмич, мĕнпе илĕртет-ши Чувашкредитпромбанк хăйĕн клиенчĕсене;

– Пирĕн учреждени нумай тĕрлĕ енлĕ кредитла пулăшу парать, çав шутра уйрăм çынсене те, бизнесра тăрăшакансене. Пĕрре пирĕн пата килсессĕн, вĕсем урăх банксене каймаççĕ.

Клиентсем хушшинче пурĕ 720 юридициллĕ саккунлă хуçа тата предприниматель, вĕсем хушма офис ĕçĕпе кăмăллă, уйрăмах ыйтăва хăвăрт та тикĕс татса панипе, çынлăхлă пулнипе. Эпир клиентсене килĕштеретпĕр, вĕсене интереслентерекен ыйтусем çине туллин хуравлама тăрăшатпăр.

– Камсем сирĕн хушма офиса ытларах кăмăллаççĕ;

– Пирĕн офиспа "Канашский завод резцов" ОАО, "Промремстрой" ООО, "Канашский завод "Стройтехника", "Арлан", "Водолей" "БТ", Петрова А.А., Петров С.В., Афанасьев Ю.Г., Дмитриев Л.Ю., Дмитриев Ю.С. предпринимательсем нумай çул хушши тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Уçăмлăх, тимлĕх, тĕрĕслĕх пире клиентсемпе туллин ĕçлеме май параççĕ. Чылай чухне пирĕнпе ĕçлеме клиентсем хăйсен партнерĕсене явăçтараççĕ, мĕншĕн тесен тÿлевпе касса тарифĕсем вĕсене тивĕçтереççĕ.

– Мĕнле клиентсем, тĕслĕхрен, сирĕн банкпа усă курса, хăйсен бизнесне аталантарса пыраççĕ;

– Эпир пĕр вырăнта тăмастпăр, малалла утатпăр – клиентсемпе пĕрле. Банк пулăшнипе çынсене хăйсен бизнесне çирĕплетсе пыраççĕ. Вăл пире те, клиентсене те савăнтарать. Пĕр-пĕрне пулăшса ĕçленине мĕн çиттĕр.

Акă, икĕ çул ĕнтĕ Чувашкредитпромбанкпа ООО "Стройсервис (ертÿçи В.Жураев) тачă çыхăну тытса пырать. Кăçал вара эпир нумай вăхăтлăха пĕрле ĕçлеме килĕшÿ турăмăр, асăннă предприятие коммуналлă техника туянма, энергие перекетлемелли технологие пурнăçа кĕртме укçа уйăрса патăмăр. Çак çул предприяти кредит майĕпе çÿп-çап турттармалли пĕр машина тата ковшлă пĕр погрузчик туянчĕ, 1650000 тенкĕпе тулли усă курчĕ.

– Анатолий Кузьмич, кредит тĕлĕшĕнчен мĕнлерех çĕнĕ программăсемпе усă курма пуçларăр;

– Паянхи куна эпир тĕрлĕ 10 кредит уйăрса пама пултаратпăр. Халăх хушшинче уйрăмах "Универсальный", "Пенсионный", "Надежный партнер" кредитсене пахаллаççĕ. Пĕлтĕртенпе вара тĕллевлĕ "Автокредит", "Кредит "Ремонтный", "Кредит на развитие личного подсобного хозяйства", "Кредит на приобретение компьютерной техники", "Кредит на образование" кредитсемпе пулăшатпăр.

– Кредит илес текенĕн мĕн пĕлмелле;

– Кредит илес текен çыннăн Чăваш Республикинче яланхи регистрацинче шутланса тăмалла. Кредита 5 çуллăха, 21 çултан пуçласа 60 çул тултарнă çынсене параççĕ. "Пенсионный" кредита 70 çулхи çын та илме пултарать. Кредит илнĕ чухне уйрăм çын та поручитель пулма пултарать, пурлăха (гараж, ĕç пÿлĕмĕ...), транспорта ытти укçана куçакан пурлăха саклата хума юрать. Пирĕн клиентсем илнĕ кредита маларах та тÿлесе татма пултараççĕ, пĕрремĕш уйăхранах пуçласа (кредитпа усă курма тытăнсан).

2011 çулхи мартăн 18-мĕшĕнчен пуçласа бюджетлă предприятисенче, организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсем, патшалăх предприятийĕсенче, патшалăх муниципаллă служащисем "Универсальный", "Надежный партнер", "Автокредит" кредитсене илнĕ чухне базăлла кредит ставкисене 1 процент чакаратпăр.

– Хулара е ялта пурăнакансем ытларах хальхи вăхăтра еплерех кредитсемпе усă кураççĕ;

– Паянхи куна халăх чылай чухне "Кредит на развитие личного подсобного хозяйства" ятлă кредитпа анлă усă курать. Мĕншĕн; Ку кредитăн ставка проценчĕ пĕчĕк – çулталăкра 14 процент, нумаях мар документсем, вĕсене кĕске хушăра пăхса тухаççĕ, заемщикран вăл хăйĕн пурнăçне страхлани çинчен документа ыйтмаççĕ.

Заемщик илнĕ кредитпа тĕллевлĕ майпа усă курнине пĕлтерекен документ тăратсан, ăна рефинансировани ставки чухлĕ – федераллă тата республика бюджетĕнчен тавăрса параççĕ.

Пирĕн клиентсем "Универсальный" ятлă кредитпа та анлăн усă кураççĕ. Заемщика, çак кредит майĕпе, банк пĕр миллион тенкĕ таран укçа пилĕк çуллăха тĕрлĕ харпăрлăх тĕллевĕсем валли уйăрса пама пултарать, поручительство йĕркипе тата пурлăха саклата хунипе.

Кама та пулсан укçа питĕ васкавлă кирлĕ пулсан, банк вара заемщика, "Надежный партнер" кредит йĕркипе 500000 тенкĕ таран (поручительсемсĕрех, саклатсăрах) уйăрса пама пултарать. Çак кредитсен уйрăмлăхĕсем: заявкăна икĕ ĕç кунĕ хушшинче пăхса тухни, банка тăратма сахал документ хатĕрлени, кредита вăхăт тухичченех саплаштарма штрафсемсĕр тата комиссисемсĕр май пулни.

– Çу вăхăтĕнче, кашни çулах, Чăваш кредитпром банкне çынсем тупăш илес тесе хăйсен укçисене хыватчĕç. Çак йĕрке юлнă-и;

– Кăçал эпир, июнĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа çынсене "Урожай – 2011" меллĕ вкладпа усă курма сĕнетпĕр. Кашни укçа хывакан мĕнле тупăш илессине хăй палăртать, ăна вăл вклад вăхăчĕ вĕçленсен, процентсемпе илет.

– Интервью вĕçленсе пынă май, тата мĕн калăттăр;

– Çыннăн хăйĕн бизнесне малалла аталантарас пулăм пулсан, эпир ăна пулăшма яланах хатĕр. Иртнĕ 5 çул хушшинче Чăваш кредитпром банкĕн хушма офисĕн тикĕс ĕçĕ Канаш хулинче тата Канаш районĕнчи çынсен пурнăç шайне ÿстерме пулăшса пыни – куç умĕнчех. Малалла та пĕрле ĕçлетпĕр.

Туллирех пулăшу илес тесен пирĕн пата çак адреспа пымалла: Канаш хули, Железнодорожная урам, 75-мĕш çурт, тел. 4-11-67. Çавăн пекех тĕрлĕ кредит илмелли заявкăна йĕркелеме wwwĕkred-bankĕru сайтпа усă курма пулать.

Раççей банкĕн генеральнăй лицензийĕ 1280-мĕш ", 10.09.2002 ç.

Петр ЕФИМОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика