03 июня 2011 г.
Федерацин "Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн çамрăк çемьесене тата специалистсене, çавăн пекех ялта ĕçлесе пурăнакан граждансене социаллă тÿлев илме свидетельствăсем параççĕ.
Çакăн пек мероприяти район администрацийĕнче иртнĕ. "Паян пирĕн кăмăллă пулăм. Пилĕк çемье пурнăç условийĕсене лайăхлатма патшалăх пулăшăвĕ илет. Социаллă пурнăç ыйтăвĕсем республикăра та, районта та тĕп вырăнсенчен пĕринче тăраççĕ, хамăрăн граждансене май килнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр", – тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов.
С.Тимофеев Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче машинăпа ĕне сăвакан оператор пулса ĕçлет. Свидетельство илме вăл мăшăрĕпе Алинăпа тата ывăлĕпе Даниилпа килнĕ. "Çак документа илме пит кăмăллă. Эпир куншăн савăнатпăр, республикăна тата района ертсе пыракансене çамрăк çемьесен пурнăçне çăмăллатма пулăшнăшăн тав тăватпăр", – тенĕ С.Тимофеев.
Кил-çурт çавăрма укçа уйăрнине çирĕплетекен хута çавăн пекех Киров ячĕллĕ пĕрлĕх доярки Г.Миронова, "Путь Ленина" пĕрлĕх механизаторĕ В.Никитин, тĕрлĕ ĕç тăвакаканĕ Г.Никифорова, Крупская ячĕллĕ пĕрлĕх платникĕ Г.Васильев тивĕç пулнă.
В. АЛЕКСЕЕВ.