АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕчĕ аллă çул каялла пурнăçланнă

03 июня 2011 г.

Канаш хулинче те, районта та нумайăшĕ Григорьевсен çемйине аван пĕлеççĕ, уйрăмах Дина Федоровна (ÿкерчĕкре) йĕлтĕрçĕне. Вăл Уçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Д.Григорьева халĕ те, çулĕсем чылай мала кайнă пулсан та, тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнать, йĕлтĕрпе те, çуран та чупать.

Çамрăк чухнех хĕр СССР спорт мастерĕ пулма ĕмĕтленнĕ, кашни кун тенĕ пекех хĕл кунĕсенче вуншар çухрăм чупнă, çулла вара çăмăл атлетикăна килĕштернĕ. 1961 çулхи майăн 19-мĕшĕнче, 50 çул каялла, Динăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă – ăна йĕлтĕрпе чупассипе СССР спорт мастерĕ ятне панă. Унăн кăкăрĕ çинче кĕмĕл значок йăлтăртатма пуçланă. "Эпĕ вăрçă хыççăн хĕрарăмсем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе пĕрремĕш СССР спорт мастерĕ ятне илтĕм, арçынсем хушшинче вара çак ята илме пĕр çул маларах пĕрремĕш хут вăрăм дистанцие чупакан Аркадий Улангин тата шахмат ăсти Владимир Сергеев тивĕçлĕ пулчĕç. Çапла вара эпĕ Канаш районĕнчи СССрăн пĕрремĕш спорт мастерĕ пулса тăтăм", – каласа парать Дина Григорьева.

П.ЕФИМОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика