03 июня 2011 г.
Ытлари кун ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Олег Макаров Индири "Эдвансд Трейдинг" компанин генеральнăй директорĕпе Раджеш Шармăпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Калаçăва сывлăх сыхлавĕн тата экономика аталанăвĕн министрĕсем Венера Муллинăпа Иван Моторин та хутшăннă.
Тĕл пулура Чăваш Ен ют çĕршыв компанийĕпе алла-аллăн тытăнса ĕçлессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă, индуссем республика территорийĕнче фармацевтика продукцийĕ кăларакан завод тăвасшăн.
Олег Макаров республикăри социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне сăнланă, Чăваш Енре çынсем тĕп ресурс пулнине палăртнă. Медицина енĕпе специалистсем хатĕрлекен вĕренÿ учрежденийĕсем пурри те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Премьер-министр завод строительствине ура хуракан чăрмавсем пулмассине çирĕплетнĕ.
Венера Муллина республикăри сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ, малашлăхĕ çинчен каласа панă. Инди енĕ завод строительстви валли кирлĕ çĕр лаптăкĕпе çыхăннă требованисене палăртнă, ку енĕпе малалла калаçусем ирттерĕç.
К.ЩЕРБИГИН.