01 июня 2011 г.
Хисеплĕ ĕçтеш, шанчăклă тус, йывăр вăхăтра пурне те яланах пулăшма хатĕр В.Петров çак кунсенче тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Валерий Васильевич – юстици подполковникĕ, вăл районти шалти ĕçсен следстви уйрăмне чылай çул хушши ертсе пычĕ.
В.Петров 1964 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Сив-Çырма ялĕнче çуралнă. Çемьере тăватă ывăл тата икĕ хĕр çитĕннĕ, Валера кĕçĕнни пулнă. Петровсен ашшĕ-амăшĕ халĕ пирĕнпе çук, вĕсем çĕре кĕнĕ. Ашшĕ, Василий Петрович, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, мирлĕ пурнăçра чукун çул çинче ĕçленĕ. Амăшĕ, Мария Анисимовна, Ĕç ветеранĕ, тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван колхозра тăрăшнă. Ял-йыш хисепленĕ вĕсене.
1971 çулта Валерий Васильевич Çĕнĕ Юнтапа шкулне пĕрремĕш класа кайнă. Шкулта лайăх ĕлкĕрсе пынă. 1981 çулта Янкăлч вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче пĕлĕвне малалла ÿстернĕ. Аслă пиччĕшĕсем те çавăнта вĕренсех аслă пĕлÿ илнĕ.
Институт хыççăн 1986 çулта В.Петрова салтака илсе кайнă. Служба Украина çĕрĕ çинче иртнĕ. Хĕсметрен таврăнсан 1987 çулта вăл "Восток" хуçалăхра ĕçлеме пуçланă. Валерий Васильевич иккĕмĕш агрономран тĕп агронома çитнĕ.
1992 çулта çĕршывра пăтăрмахлă лару-тăру пуçланнă. Колхозсемпе предприятисем саланма тытăннă, чылайăшĕ ĕçсĕр тăрса юлнă. В.Петров пек ĕçчен те пултаруллă çынсем йывăрлăхсем умĕнче парăнмаççĕ, вĕсем малалла ăнтăлса пурнăçра хăйсен вырăнне шыраççĕ.
1993 çултан пуçласа 2011 çулхи ака уйăхĕччен Валерий Васильевич Чăваш Республикин шалти ĕçсен органĕсенче тимлерĕ. Унăн служби районти шалти ĕçсен пайĕн следстви уйрăмĕнче следовательтен пуçланнă. 1997 çулта вăл аслă следователе çитнĕ. 1998 çултан пуçласа ертÿçĕ должноçĕсене йышăнса пынă.
2001 çулта, пуш уйăхĕнче, В.Петров пай пуçлăхĕн çумĕ – Йĕпреç районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн следстви уйрăмĕн пуçлăхĕ пулса тăнă. 2003 çулта хамăр районти шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи следстви уйрăмне ертсе пыма пуçланă. Валерий Васильевича шанса панă коллектив чăрмавсемсĕр ĕçленĕ, пур ĕçе те пахалăхлă тĕпченĕ. Çак çулсем хушшинче пĕр следователе те дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарман. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн В.Петрова "Чи лайăх следователь" кăкăр умне çакмалли паллăпа, "За отличную службу в МВД" медальпе тата ытти наградăсемпе чысланă. Валерий Васильевич ĕçтешĕсем хушшинче те пысăк хисепе тивĕçнĕ.
Валерийпе Марина Петровсем икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Аслă ывăлĕ, Александр, кăçал Сызраньти авиаци институтĕнчен вĕренсе тухать. Кĕçĕнни, Андрей, Янкăлч вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренет, кадетсен класĕн командирĕ. Ывăл ача вĕренÿре "пиллĕк" паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать, кăçал Чăваш Республикин Президенчĕн ятарлă стипендине илме тивĕçнĕ.
Петровсен çемйине районта хисеплеççĕ. Вĕсем пысăк хушма хуçалăх тытаççĕ, 8 гектар çĕр çинче ял хуçалăх культурисем çитĕнтереççĕ. Ĕçлеме те, канма та вăхăт тупаççĕ.
Валерий Васильевич обществăлла пурнăçра та хастар, вăл Янкăлч вăтам шкулĕнче ашшĕ-амăшĕн комитетне ертсе пырать. Унăн канашĕсене яланах итлеççĕ.
В.Петровăн хобби те пур, вăл садра ĕçлеме тата чечексем ĕрчетме юратать. Сад-пахчи унăн чăнласах та питĕ илемлĕ. Тивĕçлĕ канура чуна çывăх ĕçпе киленме пушă вăхăт ытларах пулать пулĕ тесе шанатпăр.
Çÿлерех палăртса хăвартăм ĕнтĕ, пултаруллă та ĕçчен çынсем алă усса ларма пултараймаççĕ. Валерий Васильевич хулари банксенчен пĕринче ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ. Çĕнĕ ĕçре ăна çитĕнÿсем сунатпăр.
И.НИКОЛАЕВА, следстви уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕн ĕçĕсене туса пыракан.