01 июня 2011 г.
Тăваттăн вĕсем. Иккĕшĕ – пĕр тăвансем. Ытлă-çитлĕ çемьерен. Хырăм тутă, çĕтĕк-çурăк çÿремеççĕ. Анчах та лайăх пурнăç йăлăхтарнă пулас вĕсене, иртĕхес килнĕ, ахăртнех. Çакскерсем çулталăк пуçламăшĕнче каварлашса çын пурлăхне вăрлама килĕшсе татăлнă. Кăрлач, нарăс уйăхĕсенче хăйсен машинисемпе Канаш тата Тăвай районĕсенчи ялсене тухса çÿренĕ. Лавкка е хăйсен çурчĕ умне çĕр каçма лартса хăварнă машинăсене ухтарнă. Ытларах вĕсене аккумуляторсем, тĕкĕрсем, автомагнитолăсем, уçăсен пуххисем интереслентернĕ. Май пулсан бензин та юхтарса илнĕ. Хаклă-и, хаклă мар-и япали – мĕн алла лекнĕ, çавна хăйсем патне туртнă. Кайран вăрланă пурлăха сутса янă. Хăш-пĕр машинăсен хуçисен тимсĕрлĕхĕ вĕсене усал ĕç тума çăмăллатнă çеç. Сăмахран, машинăсен алăкĕсене питĕрмесĕр хăварни, сигнализаци ларттарманни.
Иртĕхсех кайнă çамрăксем çĕнĕ "профессие" хăвăрт алла илнĕ, хăрами те пулнă. Пĕррехинче вĕсем пĕр ялта хапха умĕнче автомобиль ларнине асăрханă. Йытă антăхса вĕрнине пăхмасăрах водитель енчи алăка ватса салона кĕнĕ. Унтан автомагнитола вĕçертсе тухнă. Йытă вĕрнине илтсе машина хуçи тухнă. Вăл таракан каччăсене асăрханă. Арçын çухалса кайман, тăватă ураллă тусне вĕçертсе янă. Овчарка хуса та çитетчĕ пуль вăрăсене, енчен те лешсем машинăна кĕрсе ларса тапранса кайма ĕлкĕреймен пулсан. Çапах та ăслă йытă хуçин пурлăхне çăлса хăварнă: хăраса ÿкнĕ вăрăсем автомагнитолăна юр çине ывăтса хăварнă.
Вĕренĕн вĕçĕ пулатех. Çакланнă вĕсем. Уголовлă ĕç пуçарнă.
В.СНЕЖКОВ.