01 июня 2011 г.
Çуллахи каникул пуçланчĕ. Чылайăшĕ ăна чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Ахăртнех, хăшĕ-пĕри виçĕ уйăха еплерех ирттерессине те палăртнă. Пирĕн вулакансен йышĕнче çул çÿреве, инçете çитсе курма ĕмĕтленекенсем те пурах пулĕ. Хальхинче ют тăрăхра ăнсăртран çухалса кайсан мĕн тумаллипе паллаштарăпăр. Пирĕн сĕнÿсем инкеке сирессе шанатпăр.
Аслисенчен юлнине ăнлантăн-и; Эсĕ, пĕрремĕшĕнчен, аçу-аннÿ ятласран хăратăн. Иккĕмĕшĕнчен, мĕн тумаллине пĕлместĕн. Шикленнĕрен вĕрентнине манни час-часах пулать. Ăçта тăнă – çавăнтах юл. "Кукленсе ларăр та тăвансене хыттăн чĕнĕр". Иртен-çÿрен эсĕ çухалнине ăнланĕ те йĕрке хуралçисене пĕлтерĕ. Ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкне полици ĕçченĕпе, шăл тухтăрĕпе, палламан тете-инкепе хăратмалла мар. Ача вĕсенчен пулăшу ыйтма шикленĕ.
Аçу-аннÿн телефон номерне мансан та лăпкăлăха ан çухат. Сана ют çын хăйпе пĕрле ертсе каясшăн тăк: "Пулăшăр!" – тесе кăшкăр. Пĕлмен çын тăванусене пĕрле шырама сĕнсен те ан килĕш. Усал шухăшлисем эсĕ лекнĕ йывăр лару-тăрупа усă курма пултарĕç. Канфетпа, теттепе илĕртсен те вырăнтан ан хускал. Шăв-шав çĕкле, сана илтчĕр, курччăр.
Ют районта, хулара çухалтăн тăк сыватмăша, лавккана, кинотеатра, аптекăна кĕр. Унта ĕçлекенсене хăв çинчен пĕлтер, аçу-аннÿ патне шăнкăравлама ыйт. Вĕсен телефон номерне палăртнă хут таткине ялан кĕсьере чиксе çÿре. Ача-пăча лапамĕнчи асаннесемпе хĕрарăмсенчен пулăшу ыйт. Вĕсем сана хваттере чĕнсен ан кĕр. Ют автомашинăна ларма ан васка. Водитель сана киле леçсе ярасси иккĕленÿллĕ.
Вăрманта аташса кайрăн тăк сасă кăлар: аçу-аннÿне йыхăр, патакпа йывăç вуллине шакка. Çĕр, чул çине ан лар. Шăнса кÿтĕн. Çав вырăнта пулнине пĕлтермешкĕн паллăсем ту: çĕр çинче туратпа мăкран кăшăл хатĕрле. Уçă çĕре – уçланка тух.
Ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкне ятламалла мар. Хăйне айăплă туяканскере малтанах ыталаса илмелле, çурăмĕнчен лăпкамалла. Инкек сăлтавне лару-тăрура сÿтсе явăр.