АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă йăла каялла таврăнчĕ

01 июня 2011 г.

Районта дояркăсен конкурсне юлашки хут хăçан ирттернине тĕрĕс хурав паракан çук та пуль. Нумай шыв юхрĕ унтанпа. Иртнĕ эрнен юлашки ĕçлĕ кунĕнче район администрацийĕн агропромышленность комплексĕн организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕ пуçарнипе ырă йăлана çĕнĕрен çул пачĕç. Программăна ял хуçалăх выльăхĕсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техниксен конкурсне те кĕртнĕ.

Ĕнесене машинăпа сăвакансен конкурсне Е.Ефремовăпа Г.Павлова ("Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕх), Н.Алексеевăпа Г.Миронова (Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ) тата хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçи Ю.Михайлов, осеменаторсен тупăшăвне М.Константинова ("Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕх), Е.Клементьева (районăн выльăх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕ), Р.Михайловăпа О.Тихонова (Киров ячĕллĕ ЯХПК) хутшăнчĕç. Тÿресен ĕçтешлĕхĕн йышĕнче – район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров, тĕп эксперт специалисчĕ С.Васильев, районăн выльăх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕн пуçлăхĕ А.Степанов, выльăх тухтăрĕ С.Валетова тата зонăри ветеринари лабораторийĕн директорĕ А.Нестеров.

Конкурса С.Васильев эксперт специалист уçрĕ, професси ăсталăхĕн тупăшăвĕн программипе паллаштарчĕ. Конкурса хутшăнакансене "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ М.Гулиев, районăн тĕп ветврачĕ А.Степанов ăнăçу сунчĕç. АПК организацийĕсемпе ĕçлекен пайăн пуçлăхĕ В.Никоноров салам сăмахĕсем каланă хыççăн районта сĕт суса, аш-какай туса илесси мĕнле пынипе паллаштарчĕ, тума палăртнă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ.

Конкурса ĕнесене машинăпа сăвакансем пуçларĕç. Ĕçпе çыхăннă ыйтусене хут çине çырса хуравлама тиврĕ вĕсен. Темшĕн-çке умра выртакан хутсем çине тĕмсĕлнĕ çынсем çине пăхсан куç умне экзамен тытакан шкул ачи ÿкерĕнчĕ. Тĕплĕн шухăшласа, тимлĕ пулса ыйтусен тупсăмĕсене шырарĕç. Конкурсăн иккĕмĕш заданийĕ чи интересли пулчĕ. Дояркăсем, вĕсенчен пĕрне дояр темелле пуль, аппаратпа ĕне сăвас ăсталăха кăтартрĕç. Ĕне çиллисене икĕ хутчен çурĕç, таса пир татăкĕпе шăлса типĕтрĕç, аппарата ĕçлеттерсе ячĕç. Ю.Михайлов ĕне сума хĕрарăмсенчен пĕртте кая маррине пултарулăхĕпе çирĕплетрĕ. Виççĕмĕш задани ĕне сумалли аппарата салатса пуçтарасси пулчĕ. Пайĕсем нумай, вĕсене пĕр-пĕрин хыççăн черетпе хурса пымалла. Йăнăшас мар тесен питĕ тимлĕ пулмалла, çав хушăрах хăвăртлăха та ÿстермелле, мĕншĕн тесен çеккунчĕсем темшĕн-çке таçта мура васкаççĕ.

Выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техниксен конкурсĕ те хĕрÿ тупăшура иртрĕ. Вĕсем тĕп ĕçĕпе çыхăннă ыйтусене хуравларĕç, выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерес процеса каласа пачĕç.

Акă конкурса пĕтĕмлетме те вăхăт çитрĕ. Тÿресем чылайччен канашларĕç. Лайăххисене, кăлтăксене, кашни вак-тĕвеке шута илсе çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне тухрĕç. Ĕнесене машинăпа сăвакансем хушшинче пуринчен те ăстараххи "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхре ĕçлекен Е.Ефремова пулчĕ. Елена Алексеевна ку енĕпе республикăра йĕркеленĕ конкурса пĕрре мар хутшăннă. Унта пухнă опыт куç кĕретех. Унăн ĕçтешĕ Г.Павлова кăшт сахалрах балл пуçтарса иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн дояркин Г.Миронован кăтартăвĕ виççĕмĕш.

Осеменаторсем хушшинче Киров ячĕллĕ хуçалăхран килнĕ, нумай çул ĕçлесе пуян опыт пухнă Р.Михайлова çĕнтерчĕ. Ветеринари станцийĕн врачĕ Е.Клементьева иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, виççĕмĕшне – "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕх специалисчĕ М.Константинова. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене район администрацийĕн пуçлăхĕ алă пуснă грамотăсемпе, асăнмалăх парнесемпе хавхалантарчĕç. Ыттисене те кăмăлсăр хăвармарĕç, вĕсем те район администрацийĕн агропромышленность комплексĕн организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕнчен В.Никоноровран парнесем илчĕç. Е.Ефремовăпа Р.Михайлова район чысне Комсомольски районĕнчи "Восток" ял хуçалăх кооперативĕнче иртекен республика конкурсĕнче хÿтĕлĕç. Унта та вĕсем ăсталăхĕпе палăрасса шансах тăратпăр.

Райадминистраци конкурса ирттерме финанс енчен пулăшнăшăн "Сĕт картишĕ" тулли мар яваплă пĕрлĕхе (гендиректорĕ А.Казаков), ĕç хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕшĕн "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхе (М.Гулиев), йĕркелÿ ĕçне активлă хутшăннăшăн агропромышленность комплексĕн ĕçченĕсен районти профсоюз комитечĕн председательне Н.Кочкинăна, Киров ячĕллĕ ЯХПК тĕп ветврачне З.Мироновăна тата "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн тĕп зоотехникне В.Егоровăна тав тăвать.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика