АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тен, Ильина пекех пулĕ

01 июня 2011 г.

Тĕнче класлă спорт мастерĕн Надежда Ильинан парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ çăмăл атлетсен кросĕнче 1996-1997 çулсенче çуралнă хĕрачасем хушшинче чи лайăх кăтарту Лена Архипован. Вăл Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕнче вĕреннĕ. Сергей Яковлев физрук хĕр пĕрчине спортпа туслаштарнă. Районти ăмăртусенчен пĕринче Ленăн пултарулăхне Шупашкарти олимп резервĕсен училищин тренер-преподавателĕ С.Егоров асăрханă. Иртнĕ çулхи вĕренÿ çулне Лена çак училищĕре пуçланă. Станислав Иванович Надежда Ильинан чупас ăсталăхне туптаса пысăк ăмăртусенче пьедесталăн çÿлти картлашкине улăхма пулăшнă. Пултаруллă тренер тĕнче чемпионкин çитĕнĕвĕсене Вăтакас Кипеч хĕрĕ малалла тăсасса шанать. Ентешĕсем те унпа пĕр шухăшлă. Сăмах май, Лена республика ăмăртăвĕнче хăйĕн çулĕсенчи атлетсен ушкăнĕнче 1000 метра чупса пĕрремĕш вырăн йышăннă.

В.АЧЧА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика