АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр лаптăкĕ уйăрса панă

01 июня 2011 г.

Кăçал ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче "Чăваш Енри нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ уйăрса парасси çинчен" хамăр республикăра ятарлă Саккун йышăнни çинчен вулакан илтнĕ паллах. Çав саккунпа килĕшÿллĕн нумаях пулмасть Шăхасан ял тăрăхĕнче пурăнакан Александровсен (вĕсен çемйинче тăватă ача çитĕнет) тата Волковсен (вĕсен – пилĕк ача) çемйисене çĕр лаптăкĕсем илмешкĕн сертификатсем пачĕç. Çак документпа савăнăçлă лару-тăрура вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров тата Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Егоров тивĕçтерчĕç.

Çĕр лаптăкĕсем кашни 1175 тăваткал метр йышăнаççĕ, вĕсем Шăхасан ял тăрăхĕн муниципалитет харпăрлăхĕнче тăраççĕ. 70 тата 72 "-лĕ çĕр лаптăкĕсем Шăхасан салинчи Михайлов Генерал урамĕнче вырнаçнă. Нумай ачаллă çемьесем хăйсене çакăн пек пулăшу кÿнĕшĕн тав сăмахĕ каланă. Çитес вăхăтра пирĕн районти тепĕр икĕ çемье çĕр лаптăкĕ илмелли сертификата алла илĕ.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика