АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашра çĕнĕ завод пулать

01 июня 2011 г.

Хулан хĕвел тухăç микрорайонĕнче халĕччен "Канашский" совхоз уйĕ сарăлса выртнă. Хуçалăх салансан кунта тыр-пул çитĕнтерекен тупăнман. Пушă выртакан лаптăка "Аурат-СВ" общество ертÿçисем асăрханă. Часах çак общество тата "Канашгаздорсервис-1" ООО унта хими пĕрлешĕвĕсен япалисем туса кăларакан завод çĕклеме тĕллев тытнă. Çак производство республикăна питĕ кирлĕ. Вăл ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерме май парĕ.

Эрне кун ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Олег Макаров пулас предприяти никĕсне пĕрремĕш кирпĕч хунă çĕре хутшăнчĕ. Завод ТЭЦсене, котельнăйсене, "Водоканал" пĕрлешĕвĕсен ытти тытăмне ĕçмелли шыва тасатмалли реагентпа тивĕçтерсе тăрĕ. Премьер-министр проекта пурнăçлама тытăннисен ĕç-хĕлĕпе кăсăкланчĕ.

– Çĕнĕ производство пуласлăхĕ çутă пултăр, – терĕ вăл. – Канашпа районта пурăнакансене çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса патăр.

Предприяти хута кайсан кунта 150 рабочи вăй хумалла. Çулталăкра 50 пин тонна продукци туса кăлармалла.

Олег Макаров Канашри "Локомотив" физкультурăпа спорт комплексĕнче пулса курчĕ. Республикăри шкул ачисен хушшинче иртекен Чăваш Республикин Президенчĕн спорт вăййисене хутшăнма Канашран, Шупашкартан, Çĕнĕ Шупашкартан килнĕ çамрăк спортсменсене саламларĕ. 22-мĕш профтехучилищĕре иртнĕ конференцире промышленноç валли кадрсем вĕрентсе хатĕрлессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма хутшăнчĕ.

Г.КУЗНЕЦОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика