27 мая 2011 г.
Ĕне сĕтлĕ пуласси çилĕрен те килет. Тĕрĕсрех, вăл сыввинчен. Сума лариччен çилле ăшă шывпа çуса шăлса типĕтмелле, унтан массаж тумалла. Çакă юн çаврăнăшне тата сĕт пуçтарăнассине лайăхлатать. Массаж мĕн пур сĕте суса илме (ахальлĕн çилĕ чирĕсем аталанас хăрушлăх пур) пулăшать тата вăл çуллăрах пулать.
Ĕçе сылтăм енчен пуçăнмалла. Сылтăм алла çилĕн малти чĕрĕк пайĕ çине хумалла, сулахаййине – кайри çине. Пуç пÿрнесем пĕр-пĕрин енне пăхчăр. Çилле кăштах çĕклемелле, унтан антармалла, аял енчен кăштах ачашламалла. Сунă чухнехилле пăчăртаса чĕчĕсене те çепĕççĕн пусмалла. Унтан çилĕн сулахай енне массаж тумалла, хальхинче пуç пÿрнесем ик еннелле пăхĕç.
Ĕнене чышкăпа пусăрăнтарса типĕ алăпа (вазелин е çу сĕрмелле мар) сумалла. Çак меслет ĕçе хăвăрт пурнăçлама пулăшать тата çилле ыраттармĕ. Пуç тата шĕвĕр пÿрнесемпе чĕчче май килнĕ таран çÿлтерехрен тытмалла, кайран варринчи пÿрнепе пусмалла – ятсăррипе, кайран – качапа. Сĕтĕн малтанхи таса мар темиçе пĕрхĕмне уйрăм савăта илмелле.
Ĕнене ларса сусан лайăхрах. Хÿрине кайри ури патне çыхмалла. Ĕçе хуллентерех пуçламалла та кайран вăйлатмалла, унтан пĕр пек хăвăртлăхпа пурнăçламалла.
Малти-кайри чĕчче темиçе хут та черетлентерсе туртмалла. Йăлтах суса пĕтермелле, мĕншĕн тесен кайранхи пĕрхĕмĕпе тумламĕ уйрăмах çуллă. Тĕплĕ туртсан ĕне сĕте лайăхрах антаракан пулать.
Вăтам тухăçлă ĕнене талăкра икĕ хут сăваççĕ, тин çеç пăруланисемпе нумай параканнисене – 3-4 хут. Кашни кунах пĕр вăхăтра тата апат умĕн сумалла.
Суса пĕтерес умĕн тепĕр хут массаж тумалла. Хальхинче çиллĕн сылтăм енчи икĕ чĕрĕк пайне пĕр-пĕрин енне кăштах пусăрăнтармалла тата кăштах çÿле çĕклесе илмелле. Çапла 3-4 хут тунă хыççăн икĕ чĕчче тепĕр хут суса илеççĕ. Çавăн евĕрлех çилĕн сулахай çуррине массаж кирлĕ. Ун хыççăн – кашни чĕрĕк пайне уйрăмшар. Чи пирвай – малти пайне, кайран – хыçалтине. Пĕр алла çиеле хураççĕ, теприне – чĕрĕк пайсен варрине. Алăпа пусăрăнтарса кашни пайне çемĕçтернĕ хыççăн тепре сумалла. Виççĕмĕш хут массаж тунă чух малти тата кайри чĕчĕсене чышкăпа пусăрăнтарса çилле çĕклеççĕ. 3-4 хут йăтса илнĕ хыççăн тепĕр хут суса илеççĕ.
Массаж хыççăн çилле типĕ татăкпа шăлмалла, чĕчĕсене вазелин е ĕне çăвĕ сĕрмелле. Çилĕ е чĕчĕ çуркалансан, шыçсан выльăх тухтăрĕпе канашламалла.