27 мая 2011 г.
Укçине кăларса илнĕ
Круглов (хушаматне улăштарнă) кăрлач уйăхĕнче автобуссем чарăнакан вырăнта ларакан киоск умĕнче тăракан Бурлаков (хушаматне улăштарнă) шăлаварăн сылтăм кĕсйине укçа енчĕкĕ чикнине асăрханă. Кругловăн пуçне самантрах усал шухăш пырса çапнă. Арçын хыççăн кайнă вăл. Çурт подъездне кĕрсен вăл Бурлакова укçа кăларса пама ыйтнă. Анчах та лешĕ килĕшмен. Тарăхса кайнă Круглов ăна хыçалтан ярса илнĕ. Бурлаков пулăшу ыйтса кăшкăрма тытăннă. Хурах ăна мăйĕнчен пăвма тытăннă. Кăшкăрма чарайманнипе Бурлаковăн çăварне сылтăм аллин пÿрнисене чикнĕ. Сывлăш пÿлĕннипе лешĕ хирĕç тăрайми пулса ларнă. Çакăнпа усă курса Круглов укçа енчĕкне туртса кăларнă. Унта 950 тенкĕ пулнă. Хурах укçана пĕтĕрсе чикнĕ те тухса шунă.
Круглов унччен те судпа айăпланнă. Паллах, çакна шута илнĕ. Çын сывлăхне хăрушлăха кĕртсе ÿкернĕшĕн тата пурлăхне хапсăннăшăн ăна 4 çула ирĕкрен хăтарнă тата 5 пин тенкĕ штраф панă.
Шăкăртатса юхнă
дизтопливо
Рябов (хушаматне улăштарнă) тепловоз машинисчĕ пулса ĕçленĕ. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче çакскер хăйне шанса панă техника бакĕнчен 50 литр дизель топливи юхтарса илнĕ. Ăна вăл литрне 12 тенкĕлле Павлова (хушаматне улăштарнă) сутнă. Çапла майпа унăн кĕсйине 600 тенкĕ кăштăрт кĕрсе выртнă. Ямăт укçа тупасси Рябова килĕшнĕ курăнать. Темиçе кунтанах тата тепĕр 50 литр çав çыннах ярăнтарнă. Тем вăхăт иртсен тата икĕ хутчен 60-шар литр дизтопливо Павловăн пулса тăнă. Çапла майпа Рябов хăй ĕçлекен предприятие 4084 тенкĕ те 40 пуслăх сиен кÿнĕ.
Судра Рябов хăй тунă усал ĕçшĕн ÿкĕнни çинчен пĕлтернĕ. Ăна 10 пин тенкĕ штраф тÿлеме йышăну кăларнă.
Ахăртнех, шуйттанĕ вĕскĕртнĕ
Пуçа хаяр шĕвекпе минретсен руль умне лармалла мар та çав... Чылайăшĕ ун пек чух мĕн пуласси пирки пачах шутламасть, халăхра калашле, шуйттанĕ вĕскĕртнĕ. Михайловпа та (хушаматне улăштарнă) çаплах пулса тухнă курăнать. Çул начаррине пăхмасăр вăл хăйĕн машинине хăваланă та хăваланă. Руль вылянса кайнипе çакскер çул хĕррипе пыракан Леонтьева (хушаматне улăштарнă) çине кĕсре кайнă. Хĕрарăма, йывăр суранланнăскере, больницăна леçнĕ. Михайлов пирки уголовлă ĕç пуçарнă.
Суд Михайлов айăпне ĕнентернĕ. Ăна 2 çул та 6 уйăха колони-поселение ямалла тунă. Кунсăр пуçне унăн 3 çул руль умне ларма юрамасть.
Сывлăш çитменнипе
Макаров (хушаматне улăштарнă) хăйĕнпе пĕрле пурăнакан хĕрарăмпа Жирновăпа тата унăн амăшĕпе Савельевăпа (вĕсен хушамачĕсене те урăхлатнă) тем амакне пулах хытах хирĕлсе кайнă. Хĕрарăм чĕлхи çивĕч те вăрăм. Сăмахпа çĕнтерме çуккипе эрех ĕçсе лартнă арçын ватă хĕрарăма хĕнеме тытăннă. 50 яхăн вăл тапса, çапса суранлатнă. Вĕсенчен чи хăрушши кăкăрта пулнă. Сывлăш çитменнипе Савельева кĕске вăхăт хушши асапланнă хыççăн яланлăхах шăпланнă.
Макарова 9 çула ирĕк прависĕр хăварнă. Çак вăхăта вăл çирĕп режимлă колонире ирттерĕ.
Çыпăçуллă, килĕшÿллĕ
туман
Тихонов суда Юдин предпринимательтен (иккĕшĕн хушаматне те улăштарнă) суту-илÿ килĕшĕвне пăрахăçлама тата килĕшĕве пурнăçламаншăн тÿлемелли штрафа, мораль енчен сиен кÿнине саплаштармалли суммăна шыраса илме тавăç тăратнă. Иртнĕ çулхи çĕртме уйăхĕнче вăл явап тытакан çын магазинне 18 пин тенкĕлĕх сĕтел-пукан тума саккас панă. Тÿленĕ хыççăн тепĕр кунне ун патне хатĕр тавара кÿрсе килнĕ. Унăн пахалăхĕ хуçине тивĕçтермен. Ун çинче ăна ăçта, кам тунине кăтартакан этикетка пулман. Сĕтел-пукана фабрикăра мар, килти условисенче янтăланă. Комплектра мĕн кирли çук. Тĕрĕсрех каласан, пÿлĕм кĕтессине лартмалли шкап пулман. Фурнитура çитмен. Пĕр шкапĕн тумтир çакмаллисем ансăр пулнипе алăкĕсем хупăнман.
Тихоновран сĕтел-пукан хакне (18000 тенкĕ), неустойкăна (10000 тенкĕ), мораль енчен сиен кÿнĕшĕн 2500 тенкĕ шыраса илнĕ. Юдин предпринимателе 15250 тенкĕ штраф панă тата патшалăх пошлинине (1240 тенкĕ) тÿлеттернĕ.
В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.