27 мая 2011 г.
Кăçал тăватă уйăхра ачасем автоинкексенче сусăрланнă тĕслĕхсене шута илмен. Çакă савăнтарать, паллах, анчах та лăпланса лармаллине пĕлтермест. Умра ачасен çуллахи кĕтнĕ канăвĕ çывхарать. Çак тапхăрта вĕсем хăйсене ирĕккĕнрех тытма пуçлаççĕ, яра кун урамра чупнă май çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене те пăсма пултараççĕ: çывăхра иртекен автотранспорт умĕнчен чупса каçаççĕ, пысăк автоçул çине скутерпа е велосипедпа ярăнма тухса çÿреççĕ. Инкек пулассине сирсе ярас тĕллевпе çу уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕччен районта "Асăрхăр – ачасем!" профилактика мероприятийĕ иртет.
Асăннă тапхăрта вĕрентÿ управленийĕн ĕçченĕсем тата ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулусем ирттереççĕ, ачасен сывлăхне упраса хăварас тĕллевпе калаçусем йĕркелеççĕ. Пĕлÿ учрежденийĕсенче тата кану лагерĕсенче воспитательсемпе вожатăйсем ачасене çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисемпе тĕплĕнрех паллаштарĕç. Уяв кунĕсенче, çынсем йышлă пуçтарăнакан вырăнсенче çÿл-йĕр хăрушсăрлăх службин инспекторĕсем патрульсен хушма посчĕсене йĕркелĕç. Профилактика мероприятийĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрни ачасене инкекрен сыхласа хăварма пулăшĕ.
М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.