АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур ĕмĕр пĕрле

27 мая 2011 г.

Библиотекăра ĕçленĕ май клуб ĕçченĕсемпе пĕрле ватăсен тата сусăрланнă çынсен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмне час-часах концертпа кайса çÿретпĕр. Вĕсем пире хапăл туса йышăнаççĕ. Нумаях пулмасть ыр кăмăллăх эрни уçăлнă ятпа кунта уяв пулчĕ. Районти ытти хăнасемпе пĕрле ветерансене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов та килнĕччĕ. Çавăн чухне унта заведующи пулса ĕçлекен Татьяна Юрьевнăпа калаçма тÿр килчĕ. Вăл мана ашшĕпе амăшĕ пĕрле пурăнма пуçлани кĕçех 50 çул çитесси çинчен пĕлтерчĕ. Эпĕ вара тĕплĕнрех ыйтса пĕлме тăрăшрăм.

Леонтьева Зоя Васильевна (хĕр чухнехи хушамачĕ Яковлева) Малтикас ялĕнче 1942 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Яковлев Василий Яковлевичпа Платонова Татьяна Платоновна çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ ялти шкулта вĕрентекен пулса ĕçленĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен инвалид пулса таврăннă, чире пула 1983 çулта çĕре кĕнĕ. Амăшĕ ĕмĕр тăршшĕпех колхозра вăй хунă, счетоводра тата кладовщицăра ĕçленĕ. Сăмах май, Татьяна Платоновна кĕçех 90 çул тултарать.

Зоя Васильевна çемьере чи асли пулнă, вĕсем çиччĕн пĕр тăван. Шĕкĕрти 7 çул вĕренмелли шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан Канашри медицина училищинче 3 çул ăс пухать вăл. 1958 çулта Анаткасри фельдшер пункчĕн заведующийĕнче ĕçлеме тытăнать. Вăл вăрçă хыççăнхи çулсене лайăх ас тăвать. Ĕçлеме пуçланă çул уйрăмах йывăр пулнă уншăн. Эмелсем çителĕксĕр, кĕçĕ чирĕ сарăлнă вăхăт. Ун чухне автобус çÿремен, эмелсене Шăхасантан çуран илсе килнĕ. Çамрăк специалист хăй патне пулăшу ыйтма килнĕ çынсене пÿлмесĕр тимлĕн итленĕ, вĕсене канăç паман чирсен сăлтавне ăнланса илме тăрăшнă, канашсемпе сĕнÿсем парса пулăшнă, кирлĕ пулсан район больницине ăсатнă. Пуринпе те чуна уçса ăш пиллĕн калаçнă Зоя Васильевна. Çавăнпа çынсем ун патне хытă туртăннă, пÿлĕмĕнчен яланах кăмăллăн тухса кайнă. Хăй те чирлĕ çынсем патне час-часах çитсе килме тăрăшнă. Медицина пулăшăвĕ пама çĕр варринче кайни те пайтах пулнă.

Çапла пĕр вырăнта 41 çул тăрăшать Зоя Васильевна. Чылай çул суйлав комиссийĕн секретарĕ те пулнă. "Ăçта ĕçлен, çавăнта телейне тупан" - теççĕ халăхра. Çапла çамрăк та илемлĕ хĕре Анаткас каччи Леонтьев Юрий Константинович куç хывать. 1961 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче вĕсем пĕр çемьене чăмăртанаççĕ. Унтанпа шăпах çур ĕмĕр иртсе кайрĕ. Юрий Константинович нумай çул хушши колхозра водительте ĕçленĕ, тивĕçлĕ канăва тухас умĕн, эп ас тăвасса, пушар хуралĕн машинипе ĕçлетчĕ. Мăшăрсем иккĕшĕ те тăрăшуллă, ĕçчен. Ахальтен мар вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн, обществăри пултарулăхшăн тĕрлĕ награда нумай, "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята та тивĕçнĕ. Пĕрлехи çур ĕмĕр ахаль иртмен Леонтьевсен. Ялта вĕсем хисеплĕ çынсем. Ачисем те хисепре, пурте çемьеллĕ. Асли, Олег, Мускав хулинчи Бауман ячĕллĕ институтра вĕренсе авиаци инженерĕн специальноçне алла илнĕ, унтах ĕçлет.

Эдуард Ленинградри вăрман техникин академине вĕренсе пĕтернĕ, инженер. Мускавра пурăнать. Татьяна амăшĕн çулĕпе кайма шут тытнă. Шупашкарти медицина училищинче вĕреннĕ, каярахпа Шупашкарти социаллă университетăн Мускаври филиалĕнче пĕлÿ илнĕ. 1996 çултанпа ваттисен çуртĕнче заведующи пулса ĕçлет. Костя Йошкар Олари политехника институтĕнче инженера вĕреннĕ, Шупашкарта ĕçлесе пурăнать.

Алеша Канашри 22 -мĕш номерлĕ училищĕрен водителе вĕренсе тухнă, халĕ Шупашкарта тăрăшать.

Хăй вăхăтĕнче Леонтьевсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă, лаша та тытнă. Халĕ Юрий Константинович 1 ушкăн инваличĕ, Зоя Васильевна та сывлăхĕ хавшанă пирки тухсах çÿреймест. Апла пулсан та вăл ал ĕçĕпе вăхăтне ирттерет, тутлă апат -çимĕç пĕçерме ÿркенмест. Хăйсем патне пынă çынна сĕтел хушшине лартмасăр кăларса ямаççĕ вĕсем, ялти хыпарсемпе интересленсех тăраççĕ. Вулама юратаççĕ, "Хресчен сасси", "Канаш ен", "Вестник ЗОЖ", "Пенсионная среда", "1000 советов" тата ытти хаçат-журналсене çырăнса илеççĕ.

Ачисемпе мăнукĕсем ашшĕ-амăшне пулăшма час-часах килсе çÿреççĕ. Мускав хулинчен те 2-3 уйăхранах килсе тăраççĕ, тĕп хулара пурăнаканнисем - кашни эрнерех. Аллă çулхи юбилей тĕлне те хаклă та чунтан юратакан çывăх çыннисене саламлама тăван килне пуçтарăнчĕç. Зоя Васильевнăпа Юрий Константиновича хăйсене ÿстерсе çын тунăшăн тав турĕç, малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, канлĕ ватлăх сунчĕç.

Г. ШАДРОВА, Çеçпĕлти библиотека заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика