27 мая 2011 г.
Кĕçĕн Çавал шывĕн сылтăм çыранĕнче палатăсен хули ÿссе ларчĕ. Икĕ кун вăл ачасен шавĕпе янăраса тăчĕ. Кунта "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисем иртрĕç. Кăçал çамрăк армеецсен 24 команди хăйĕн пултарулăхĕпе вăйне тĕрĕслерĕ.
Икĕ кун ачасем ăс-хакăлтан килекен пултарулăхне, вăй-хал çирĕплĕхне кăтартрĕç. Чи илемлĕ конкурс, паллах, стройпа утасси пулчĕ. Кашни команда çарти евĕр форма тăхăннă. Пакунлă çынсем, района ертсе пыракансем, хăнасем умĕпе чăн-чăн салтаксем пек утса иртме тăрăшрĕç вĕсем.
"Зарница" вăййисенче Чакаç шкулĕнчи çамрăк армеецсен команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене хучелсемпе шелттемсем йышăнчĕç. "Орленок" вăййисенче чи пултаруллисем – Янкăлч шкулĕн команди. Иккĕмĕш вырăнта – шуркассисем, виççĕмĕшĕнче – катексем.
Çĕнтерÿçĕсем район чысне республика шайĕнче хÿтĕлĕç.
А. ВИТАЛЬЕВ.