27 мая 2011 г.
Ачча ялне Раççей Федерацийĕн Федераллă хăрушсăрлăх службин Саратов тата Самар облаçĕсемпе ĕçлекен чикĕ управленийĕн кадрсен пайĕн пуçлăхĕ В.Васильев полковник, "Атăлçи" чикĕ тĕрĕслев отрячĕн воспитани парас енĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ О.Бишаев подполковник, "Шупашкар-аэропорт" чикĕ тĕрĕслев посчĕн пуçлăхĕ Р.Кортелайнен аслă лейтенант килчĕç. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, хула пуçлăхĕ В.Вишневский, Вăрнар районĕнчи саппасри пограничниксем, Калининори кадетсен отрячĕ, Канашри 10-мĕш номерлĕ вăтам шкулăн çамрăк армеецĕсем, Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан М.Порфирьева, ял çыннисем кĕтсе илчĕç.
Хăнасене Чăваш патшалăх педагогика университечĕн аспиранчĕ Л.Желудкина шкула кĕме чĕнчĕ. Людмила Николаевна вĕсене Дагестан Республикинче çар тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă пиччĕшĕ Руслан çинчен хатĕрленĕ кĕтеспе паллаштарчĕ. Кунта Руслан Николаевич шкулта, пограничниксен институтĕнче, Федераллă хăрушсăрлăх службин академийĕнче вĕреннĕ, Дагестанра службăра тăнă çулсенче тунă сăн ÿкерчĕксем, тĕрлĕ грамота, çар наградисем пур. Юнашарах – Русланăн ашшĕпе амăшĕ Николай Васильевичпа Александра Константиновна, çывăх тăванĕсем. Иртнĕ çулхи çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче 33 çулти подполковникăн пурнăçĕ бандитсен аллинчен вăхăтсăр, сарăмсăр татăлнă. Шкул директорĕ Я.Трофимов шкул мĕнле пуçланса кайни, кунтан вĕренсе тухнă Совет Союзĕн Геройĕ А.П.Петров генерал-майор тата ытти паллă çынсем çинчен каласа пачĕ.
Малалла çул ял масарне выртрĕ. Александр атте ертсе пынипе кĕл турĕç, турă юррисем юрларĕç. Кĕлĕ вĕçленсен паттăр ентешĕн вил тăприйĕ çине чечексем хучĕç, çар тумĕ тăхăннисем чыс пачĕç. Культура çурчĕн ешĕл курăкпа витĕннĕ картишĕнче хăнасене чăвашсен авалхи йăлипе çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Канашри 10-мĕш номерлĕ вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен С.Рассадникова чуна тивекен сăвă вуласа митинг уçăлни çинчен пĕлтерчĕ. Митингра В.Васильев полковник, Федераллă хăрушсăрлăх службин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн кадрсен пайĕн пуçлăхĕ В.Королев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Р.Желудкина асăнса палăк лартассине пуçарса пурнăçа кĕртнĕ саппасри пограничник О.Никитин Руслан çинчен нумай ырă сăмах каларĕç.
Раççей Федерацийĕн Федераллă хăрушсăрлăх службин Саратов тата Самар облаçĕсемпе ĕçлекен чикĕ управленийĕн кадрсен пайĕн пуçлăхĕ В.Васильев палăк çинчи шурă пĕркенчĕке сирчĕ. Раççей Федерацийĕн чикĕ юпи, унпа юнашар ларакан гранит çине "Желудкин Руслан Николаевич. Патшалăх чиккин хуралĕнче пуçне хунă. Нихăçан манар мар", – тесе çырнă. Канашри чиркÿ настоятелĕ Александр атте палăка сăваплă шыв сапса çутатрĕ. Вăрнар районĕнчен килнĕ кадетсем палăк умне чĕркуçленсе, беречĕсене хывса, пуçĕсене усса пирĕн Руслана чыс турĕç. Кадетсемпе çамрăк армеецсен отрячĕсем стройпа утса палăк умĕпе иртрĕç. Руслан Николаевича тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă Ачча çыннисене асăнса лартнă палăксем умне чечек çыххисем хучĕç. Кадетсем Р.Желудкина халалланă сăвва вуласа пачĕç, ун пекех хăюллă пулма, Тăван çĕршыва юратма, хÿтĕлеме тупа турĕç.
Акă пăлхануллă самант çитрĕ. Раççей Федерацийĕн Федераллă хăрушсăрлăх службин Саратов тата Самар облаçĕсемпе ĕçлекен чикĕ управленийĕн кадрсен пайĕн пуçлăхĕ В.Васильев полковник Раççей Федерацийĕн Правительстви ячĕпе Р.Желудкин тивĕçнĕ Паттăрлăх орденне ашшĕпе амăшне яланлăхах упрама пачĕ, çакăн пек хăюллă, çирĕп чунлă ывăл, Тăван çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçине пăхса ÿстернĕшĕн ăшă тав сăмахĕсем каларĕ. Николай Васильевичпа Александра Константиновна ывăлне хисеплесе килнĕ-шĕн, ăна манманшăн, патшалăх наградине панăшăн, тимлĕх уйăрнăшăн куççуль витĕр тав турĕç. Пысăк хуйхăпа пусăрăннă хĕрарăм: "Каçар, ывăлăм. Упраймарăмăр сана", – тесен чăтăмлă арçынсен те чунĕсем çемçелчĕç, куççулĕсене тытса чараймарĕç. Хĕрарăмсенчен хăшĕсем вара ĕсĕклесех ячĕç.
Нумай-нумай ырă сăмах янăрарĕ паттăр ентешĕмĕр пирки, ун ячĕпе мухтав тата паттăрлăх юррисем шăранчĕç.
Руслан ячĕпе палăк уçнă кун унăн ашшĕ-амăшĕпе, çывăх тăванĕсемпе, Ачча çыннисемпе пĕрле çанталăкĕ те йĕчĕ, аслатийĕ те пуçне хунă ентешĕмĕрĕн ятне пĕтĕм тĕнчене пĕлтерчĕ тейĕн, сарă хĕвелĕ те паттăр офицерпа мухтанса йăл кулчĕ, тăварлă куççульпе йĕпеннĕ питсене ăшшипе типĕтрĕ.
Виталий АЧЧА, Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ.