АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никотин серепинчен хăтăлма

25 мая 2011 г.

Çын мĕн чухлĕ ытларах туртать – пирусран уйрăлмашкăн çавăн чухлĕ йывăртарах. Çапах сиенлĕ йăларан халăх мелĕсемпе усă курса та хăтăлма май пур. Чи малтанах кăмăл çирĕплĕхне пиçĕхтермелле, туртма пăрахмашкăн пĕлтерĕшлĕ сăлтав тупмалла. Килте пирус çинчен аса илтерекен е унпа çыхăннă япаласене пуçтарса хумалла. Тепĕр меслет: пируссен кулленхи шутне майĕпен чакарса пымалла. Эрех-сăра, кофе, тĕтĕмленĕ, тăварланă апат сахалрах çимелле. Сиенлĕ тĕтĕме мăкăрлантариччен аир тымарне чăмламалла е çăвара курăк шĕвекĕпе (2 чей кашăкĕ типĕтнĕ пĕтнĕк курăкне 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ аир тымарĕпе хутăштармалла, унтан термоса куçармалла та 1 стакан вĕренĕ шыв ямалла, сехет лартнă хыççăн сăрăхтармалла) чÿхемелле.

Никотин серепинчен хăтăлмашкăн çакăн пек меслет те пулăшать: урпа, сĕлĕ, ыраш тата вир кĕрписене 100-шер грамм илсе хутăштармалла, 1 литр шыв ярса 10 минут вĕретмелле. Хутăша талăка яхăн термосра тытнă хыççăн сăрăхтармалла. Шĕвеке кунне 3-5 хут çуршар стакан ĕçмелле.

Темиçе кун пирус туртман çын тарăхма, пăшăрханма пуçлать, нерв тытăмĕ хавшать. Кун пек чухне сиплĕ шĕвек ĕçмелле. Каçхине 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ сĕлĕ кĕрпине 2 стакан вĕренĕ ăшă шывпа хутăштармалла, çĕр каçармалла, ирхине 5-10 минут вĕретмелле те чей вырăнне ĕçмелле.

Сиенлĕ йăларан сивĕнмешкĕн кавăн тĕшши витĕмлĕ: пирус туртас туртăм вăйлансан вăл алă айĕнче пултăр.

Тасатман сĕлĕ кĕрпине вĕтетсе шывпа хутăштармалла, пăспа пĕçермелле те чей вырăнне кашни 2-3 сехетрен ĕçмелле. Çак меслетпе усă курнă чухнех консервланă ананас çимелле. Çăвара пирус хыпас шухăш пăчланĕ.

Витĕмлĕ тепĕр меслет: 200 миллилитр шывра 1 апат кашăкĕ апат соди ирĕлтермелле, çăвара çак шĕвекпе куллен чÿхемелле. Пирус туртма пăрахас килсен типĕтнĕ ананас татăкне пылпа çимелле. Ан пăшăрханăр: кирек епле меслете суйласа илсен те усси пулатех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика