25 мая 2011 г.
Улăхра курăк кунран-кун ÿссе вăй илсе пырать. Выçăллă-тутăллă хĕл хыççăн çаран çине тухнă выльăх-чĕрлĕх сĕтеклĕ апата çисе савăнать. Выльăх ан кÿпĕнтĕр тесен кĕтĕве çуллахи тапхăра куçарассине тĕрĕс йĕркелемелле. "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхре çак яваплă ĕç еплерех пулса пынипе районти тĕп ветврач А.Степанов, район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен эксперт специалист С.Васильев тата Канашри ветстанцин ветврачĕ С.Валетова вырăна тухса паллашрĕç.
Районтан килнĕ представительсем хуçалăхăн тĕп зоотехникĕпе В.Егоровăпа, ферма заведующийĕпе Т.Сергеевăпа тата Чакаçри ветучасток заведующийĕпе Г.Илларионовăпа пĕрле кĕтÿ çÿрекен уйра пулчĕç. Кĕтÿçсемпе тĕл пулсан районти тĕп ветврач А.Степанов тимпани чирĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ, выльăх-чĕрлĕх кÿпĕнессинчен сыхланмаллине, çумра аптăранă ĕнене пĕрремĕш пулăшу памалли хатĕрсем пулмаллине пĕлтерчĕ. Мĕншĕн тесен çакăн йышши инкекпе çуллахи тапхăрта пĕрре кăна мар тĕл пулатпăр.
"Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕх мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетессипе районта ăнăçлă ĕçлесе пырать. Унта вĕсем 500 пуç, çак йышран 150-шĕ – ĕнесем. Хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх ерекен тĕрлĕрен чир-чĕртен таса, профилактика мероприятийĕсене вăхăтра туса ирттернĕ.
Кĕтĕве çаран çине илсе тухнă хыççăн витесене юсама тытăннă. Хальхи вăхăт тĕлне 200 пуç вырнаçмалăх ĕне витине юсаса йĕркене кĕртнĕ, кĕçех шуратма тытăнĕç. Фермăра санитарипе норма ыйтăвĕсене çирĕп пăхăнса пыраççĕ, уйăхсерен санитари кунĕсене ирттереççĕ.
Пăрусен вар-хырăм ĕçĕ ан пăсăлтăр тесе пĕчĕкскерсене ятарлă курăк шывĕсем хатĕрлесе ĕçтереççĕ.
Выльăх ăратлăхне сыхласа хăварас тĕллевпе ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентереççĕ. Талăкра канашсем 3 тонна яхăн сĕт суса илеççĕ, пĕр ĕне пуçне çакă вăтамран 19,8 кг танлашать. Сивĕтнĕ сĕте "Молочный двор – Канаш" предприятие ăса-таççĕ. Сĕт-çу ферминче сĕте сивĕтме ют патшалăхра туса кăларнă 4 тонна каякан ятарлă сивĕтмĕшпе усă кураççĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле канашсем ĕнесен йышне 200 пуçа çитерме палăртаççĕ.
А.МЯСНИКОВ.