25 мая 2011 г.
Нумаях пулмасть районти ЗАГС пайĕ Çемьесен кунне ирттерчĕ. Унта нумай çул килĕштерсе пурăнакан çемьесем йышлăн пуçтарăнчĕç. Çак уява Шăхасанти культура çурчĕн ĕçченĕсем икĕ çемье илсе килчĕç. Скворцовсем пĕрлешнĕренпе 55 çул иртнĕ, Степановсем вара нумаях пулмасть "ылтăн" туйне паллă турĕç. Палăртнă кун уява килнĕ кашни çемьенех "Районти хисеплĕ çемьесем" кĕнекене кĕртрĕç.
Михаил Ильичпа Роза Петровна Скворцовсем Шăхасан салинче пурăнаççĕ. Вĕсен çемйине таврари ялсенче пĕлмен çын çук та пулĕ. Иккĕшĕ те районти ветеринари службинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Çăмăл пулман вĕсене çак ĕçре. Çапах та туслă мăшăр хастар ĕçлеме те, ачисене тĕрĕс-тĕкел ÿстерме те пултарнă.
Михаил Ильич ĕçре ялан çунса-вĕресе тăнă. Халĕ те, канăçсăр кун-çулăн тумхахлă сукмакĕпе ырмасăр утса 80 теçеткене çитрĕ пулин те, хастарлăхĕ пĕртте хавшаман унăн. Вăл тирпей-илем кÿме, Шăхасан салинчи чиркÿре юсав ĕçĕсене пурнăçлама хастар хутшăнать.
М.Скворцов Вăрнар районĕнчи Малти Кăкшăм ялĕнче çуралнă. Ветеринари фельдшерĕн ăсталăхне Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕренсе алла илнĕ. Çамрăк специалист диплом илнĕ хыççăн тÿрех юратнă ĕçне пуçăннă. Ăна пирĕн района ĕçлеме янă. Çакăнтах вăл пулас мăшăрĕпе – Чăрăшкасси хĕрĕпе Роза Петровнăпа паллашнă.
Роза Михаила 1951 çулта çара ăсатнă. Вĕсем пĕр-пĕрин патне юратуллă çырусем çÿретнĕ. М.Скворцов Горькинче присяга тытнă. Чăваш Енрен 12 йĕкĕте Германие куçарнă. Вĕсенчен иккĕшĕ Вăрнар каччисем пулнă. Михаил Ильич А.В. Емельянов çыравçăпа пĕрле çар службинче тăнă. Тăван тăрăха вăл запасри офицер – аслă лейтенант пулса таврăннă. 1955 çулхи нарăс уйăхĕнче Михаилпа Роза çемье çавăрнă.
1959 çулта Скворцовсен çемйи Шăхасан салине куçса килнĕ, унти ветеринари участокĕнче ĕçлеме пуçланă. Ачисем ашшĕ-амăшне пур енĕпе те савăнăç кÿреççĕ. Вячеслав Шăхасан салинчех пурăнать, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче автомеханикре вăй хурать. Надя Шупашкарта тĕп-леннĕ.
Ĕçне кура – хисепĕ, теççĕ. Чăнах та, Михаил Ильичпа Роза Петровна тăрăшуллă пулнишĕн чылай хисеп грамоти, районти "Чи лайăх ветеринар" ята илме тивĕçлĕ пулнă. Вĕсен сăнĕсене районти "Хисеп хăми" çине вырнаçтарнă. М.Скворцова 15 çула яхăн халăх заседательне суйланă. Вăл Шăхасанти ял Совечĕн депутачĕ те пулнă.
Депутатсен ял хуçалăхĕ енĕпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ пулнă май Михаил Ильич Киров ячĕллĕ хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерес тесе чылай тăрăшнă. Таврари ялсенче, колхозсенче иртекен пухусенче тухса калаçнă. Шăхасанта вĕсене пурте хисеплеççĕ, юнашар çакăн пек хастар, пултаруллă çынсем пурришĕн савăнаççĕ.
Çак кунсенче Михаил Ильич 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ăна тăванĕсем тата пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем пĕтĕм чун-чĕререн саламларĕç.
Эпир те Скворцовсене çирĕп сывлăх тата вăрăм кун-çул сунатпăр. Сирĕн вăй-хал малашне те иксĕлми çăл куç пек тапса тăтăр, утас çулăр ялан такăр пултăр!
И.ПЕТРОВА, Шăхасанти культура çурчĕн методисчĕ.