25 мая 2011 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн 1996 çулхи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Анат Сурăмра та çынсем çĕр пайĕпе харпăрлăхра усă курма ирĕк паракан свидетельствăллă пулчĕç. Ку тĕлелле чылай çĕрте колхоз-совхоз хавшарĕ. "Правда" хуçалăх та тепĕр 5 çул тĕрлĕ ятпа тытăнкаласа тăчĕ пулин те – техника веçех юхăнсан арканчĕ.
Çынсем ĕçсĕр тăрса юлчĕç. Кутамкка çакса пысăк хуласене кайма тытăнчĕç. Район центрне çÿреме çул укçи хаклă. Çăмăл автомобиль пурин те çук. Канашра та шалу пысăк мар.
Чĕлĕм сĕрĕмĕ çапса лартнă хурал пÿрчĕ аса килет. Ун чухне çынпа курса калаçма, пĕр-пĕрне шухăш-кăмăл пĕлтерме май пурччĕ. Кил-çурт, тумтир начар пулсан та хаваслăччĕ эпир. Чунпа пуян пулнă. Халĕ çынна сайра тĕл пулатăн, кăмăлăма уçма та çук.
Эпир ача чухне, уйрăмах çуллахи вăхăтра, çитĕннисемпе танах вăй хунă. Пилĕк авса хамăр вăйпах шкул тумĕ, атă-пушмак туяннă. Атте-анне хĕпĕртенĕ уншăн.
"Правда" колхоза 17 çул ытла ертсе пынă Геннадий Степанова тав тăвас килет. Геннадий Петрович çамрăксем ялта тĕпленччĕр тесе кил-çурт чылай çавăрма пулăшнă. Кăшнаруйĕнчи микрорайон халĕ куçа илĕртет, кăмăла çĕклет.
Ун чухне никам та ĕçсĕр ларман. Ыранхи куна шанчăклă пăхнă.
Анат Сурăмра бригадирта нумай çул ĕçленĕ Нарспи Смирнова пирки те ăшă сăмах калас килет. Нарспи Гурьевна пире мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма, аслисене хисеплеме, пур çĕрте те яваплăха туйма вĕрентрĕ.
Паянхи кун хурал пÿрчĕ çук. Тырă сортламалли йĕтем тăрри ретĕн-ретĕн йăтăнса аннă.
Мана ял малашлăхĕ, çĕр ыйтăвĕ шухăшлаттарать. Кăçал çĕр кĕнеки пирки шăв-шав çĕкленчĕ. Пайсене халĕччен темиçе çын кăна илнĕ. Лаптăксем çум курăк айне пулнă. Сухаламанни вунă çул ытла та пулĕ.
Пĕр гектар çурăна яхăн лаптăка пăхса тăма вăй питти çынна та йывăр. Ватă çынсем пирки калама та кирлĕ мар. Кĕреçепе, сенĕкпе кăна нимĕн те тăваймăн.
Иртнĕ ĕмĕрте юратса тата ăспа вăй хуракана ĕмĕрлĕхех çĕртен пистернĕ, "кулак" тесе айăпланă. Пысăк колхозсем йĕркеленине ырламастăп. Фермер хуçалăхĕсем пурри лайăх, анчах вĕсем ытла та сахал. Çĕкленме, çирĕпленме малтанхи вăхăтра патшалăхран пулăшу кирлех пулĕ. Ют çĕршывсенче дотаци нумай уйăрни халĕ никамшăн та вăрттăнлăх мар. Пирĕн çĕршывра вăл – çителĕксĕр.
Ял çыннине, уйрăмах нумай ачаллă çемьесене, çĕрпе тивĕçтерни савăнтаракан пулăм. Çынсене тăван кĕтеспе çывăхлатма пулăшĕ.
Ĕлĕк кашни утăм çĕршĕн çапăçнă, пĕр-пĕрне хирĕç сенĕкпе, çавапа тухнă, вăрçăра юн юхтарнă. "Çĕр ыйтăвне ытла васкавлăн, хăвăрт пуçларĕç, шухăшлама вăхăт сахал уйăрчĕç", – текен те пур ялта. 15 çула яхăн вăхăт пулнă-çке. Мĕншĕн шухăшламан; Хальхи лару-тăру маншăн тапранман пăр евĕр туйăнать. Ĕлĕкхи те манăçмасть, малалла ямасть, çĕнни те çĕнеймест.
Апат-çимĕç ыйтăвĕ яланах çивĕч тăнă. Апла пулсан кирек мĕнле çанталăкра та тыр-пулпа пахча çимĕçе çителĕклĕ туса илмелле, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелле. Çут çанталăк "кÿрентерсен" те чунпа хуçăлмалла мар, çирĕп кăмăллă, талпăнуллă пулмалла. Йывăрлăха вара йышпа кăна çĕнтерме пулать. Патшалăх çĕр ĕçченне хуйхăпа куçа-куçăн хăварманни, пулăшма майсем тупни – пархатарлă. Хавхалантарсах тăмалла хресчене, тупăшлă аталанас тесе тăрăштăр.
Китайпа Японие илер-ха акă. Халăхĕ мĕн тери йышлă, çĕрĕ хĕсĕк. Пирĕн вăл енĕпе йывăрлăх çук. Савăнмалла çеç уншăн. Пĕр лаптăк çĕре те сухаламасăр хăварас марччĕ, тĕллевлĕн усă курасчĕ. Вара ют çĕршыв куçĕнчен пăхмăпăр. Ял хуçалăх продукцине чикĕ леш енчен туянма мар, тен, сутма та тытăнăпăр. Тем пекехчĕ.
К.ВАСИЛЬЕВ.