25 мая 2011 г.
"Чакаçсем çĕнĕ техника чылай туяннă. Атя, вĕсем уйра мĕнле ĕçленине кайса курар", - терĕ Патшалăх техника тĕрĕслевĕн районти инспекцийĕн пуçлăхĕ Анатолий Петров, мана "Канаш" хуçалăха çитсе килме йыхравласа. Чăнах та, парка кĕтĕмĕр кăна - пилĕк каслă вĕр çĕнĕ икĕ плуг куç умне тухса тăчĕ. Çĕртме сухи тума питĕ кирлĕ вĕсем. Юнашарах - Волгоградра туса кăларнă 90ТГ хăватлă трактор. Кабинăра ирĕк, ăна электроникăпа пуянлатнă. Çакнашкал трактор ытти хуçалăхсенче хальлĕхе çук иккен. Ăна та иккĕ туяннă. Тепринпе Валерий Андреев механизатор пусăсене кăпкалатать. Унсăр пуçне кăçал "Агромашснаб" урлă икĕ çĕнĕ ГАЗ-САЗ 3507 автомашина, икĕ МТЗ-82 трактор, пилĕк тонна тиевлĕ икĕ прицеп, виçĕ сеялка, икĕ культиватор, "Уазик" кÿрсе килнĕ. Кĕçех выльăх апачĕ çулса хатĕрлекен "Дон-680" комбайн килсе çитмелле. Çапла вара техника паркĕ тĕпрен çĕнелет. Шанчăклă техника, паллă ĕнтĕ, уй-хир ĕçĕсене хăвăрт тата пахалăхлă пурнăçлама пулăшать, вăйлă тухăç пухса кĕртес шанăçа ÿстерет.
Эпир пынă кун "Канашра" уя харăсах 7 трактор тухнăччĕ. Акă, Валерий Андреев агрегачĕ, çăра тусан йăсăрлантарса, ана вĕçĕнче чарăнчĕ. Эпир ăна 90ТГ çĕнĕ трактора хак пама ыйтрăмăр.
- Хальчченхи гусеницăллă тракторсенчен чылай хăватлăрах. Тытса пыма та çăмăл. Кабинăна тусан кĕмест. Унпа уйсене йăлтах сÿрелесе тухрăм. Энерги перекетлекен агрегатпа анасене пĕчченех кăпкалатса ĕлкĕретĕп. Çĕнĕ КБМ-8ПС культиватор пĕр ăстрăмра çĕре сакăр метр сарлакăш çемçетет, - тулли кăмăлпа пĕлтерчĕ вăл.
Янкăлч ялĕ çывăхĕнчи уйра Валерий Павлов (ÿкерчĕкре) çурхи тулă акать. Ака-сухара вăтăр çула яхăн тимлет вăл. Пысăк ăсталăх пухнă механизатор ĕçе тĕплĕн тăвать. Ахальтен мар ĕнтĕ хуçалăх ертÿçи Махмут Гулиев ăна ăшă сăмахпа палăртрĕ. Кÿршĕ уйра Леонид Федотов механизаторпа Альберт Константинов сеяльщик (ÿкерчĕкре) урпа акаççĕ. Сеялка ещĕкĕсене вăрлăхпа тултарнă самантпа усă курса ÿкерсе илтĕм вĕсене. Çĕнĕ СЗТ-5,4 сеялка уйра хăвăрттăн куçнине хуçалăх тĕп агрономĕ Александр Алексеев та çĕкленÿллĕ туйăмпа сăнарĕ: çĕнĕ йышши агрегат вăрлăха пилĕк метр ытла сарлакăшне варăнтарнипе пĕрлех çĕре тикĕссĕн пусăрăнтарса пырать. Часах акă çурхи ăшă çумăр хыççăн калчасем харăссăн шăтса тухăç те пусăсем талккишĕпех симĕс тумпа витĕнĕç.
- Çурхи тырăсен лаптăкĕсене 600 гектара çитересшĕн эпир, - палăртрĕ Александр Андреевич. - 150 гектар люцерна акрăмăр, халĕ вĕсем 550 гектар йышăнаççĕ. Икĕ-виçĕ çул хушшинче нумай çул ÿсекен курăксене 800 гектара çитерме шутлатпăр. Кукуруза 200 гектар акса хăваратпăр.
Выльăх-чĕрлĕх йышне пысăклатса, вĕсен продуктивлăхне ÿстерсе пыма çирĕп тĕллев лартнă "Канашра". Çакна пурнăçа кĕртме апат ытлă-çитлĕ хатĕрлемелле. Хуçалăх экономики вара, тĕпрен илсен, фермăсем çинче тытăнса тăрать. Аш-пăш, сĕт-çу нумайрах сутатăн - укçа-тенкĕллĕ пулатăн. Икĕ отрасль йĕкĕрешсем пек пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă-çке ял хуçалăхĕнче. Апла тăк иккĕшне те ÿсĕмлăн аталантарассишĕн хытă тимлемелле. Шăпах çак çутă ĕмĕт-шанăçпа канăçа манса вăй хураççĕ те "Канаш" ООО ĕçченĕсем хĕвел шевлиллĕ çурхи уй-хирте.
А.ВЛАДИМИРОВ.