АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах ырă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ

25 мая 2011 г.

Эпĕ 2005 çултанпа районти тĕп библиотекăна çÿретĕп. Çав тапхăртанпах библиотека çумĕнчи ветерансен "Тимлĕх" клубăн занятийĕсене те хутшăнатăп. Унта эпир тĕл пулусем, конкурссем, кану каçĕсем йĕркелетпĕр. Нумаях пулмасть Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче "А ну ка, дедушки" конкурс питĕ ăнăçлă иртрĕ. Çак мероприятие вăрçă çулĕнчи ачасем: Ю.Андриянов, А.Боголюбов тата М.Николаев хутшăнчĕç, хăйсен пултарулăхне тата ăсталăхне кăтартса пачĕç.

Клуб членĕсем: Н.Мельникова, А.Мышкина, М.Боголюбова вĕсене пулăшса тата хавхалантарса пычĕç. Шăхасан вăтам шкулĕнче ĕçлекен В.Парпалис вĕрентекен уява пуçтарăннисене ташăсем ташласа савăнтарчĕ.

Çакăн йышши мероприятисене библиотека ĕçченĕ Л.Егорова йĕркелесе пырать. Тĕл пулусене яланах интереслĕ те нумай енлĕ ирттерме тăрăшать. Пирĕнпе вăл ăш пиллĕ, кăмăллă калаçать, хăйĕн ĕçне пĕлсе пурнăçлать.

Библиотекăра тăрăшакансем: Л.Михайлова, К.Герасимова, Л.Алексеева, Л.Егорова, М.Иванова тата ыттисем пире яланах ырă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ, кăсăклантаракан ыйтусене туллин тивĕçтереççĕ.

Вулавăшра тăрăшакансене çывхарса килекен библиотека кунĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.

В.ДИМИТРИЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика