20 мая 2011 г.
Астрагалтан хатĕрленĕ шĕвексемпе (настойсемпе, отварсемпе) чĕре, пÿре чирĕсем канăçсăрлантарсан усă кураççĕ. Гипертони чухне вĕсем уйрăмах лайăх.
Астрагал витĕмĕпе юн пусăмĕ чакать, чĕре, пуç ыратма, çаврăнма чарăнаççĕ. Шĕвек (настой) хатĕрлеме 2 апат кашăкĕ курăка 500 миллилитр вĕренĕ шыва ямалла, сăрăхтармалла. Савăта хулăн тутăрпа чĕркемелле. 20 минутран эмел хатĕр. Апат умĕн кунне 3 хут 50-шар миллилитр ĕçмелле.
Çĕпĕрте астрагала аритмирен хăтăлма усă кураççĕ. Çак тĕллевпе 1 апат кашăкĕ типĕтнĕ астрагалла вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 20 минутран сăрăхтармалла. Апат умĕн кунне 3-4 хут 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.
Неврозсенчен сипленме çĕрле 1 апат кашăкĕ курăка тата 1 стакан çурă вĕренĕ шыва термоса ямалла, ирхине сăрăхтармалла. Шĕвеке яра куна 3 хут ĕçмелле.
Пÿре чирĕсем аптратсан та астрагал шĕвекĕ (отварĕ) лайăх. Ăна хатĕрлеме ÿсен-тăран тунине вĕтетмелле, 3 апат кашăкĕ чĕр тавара вĕренĕ çур литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10 минут вĕретмелле. Апат вăхăтĕнче кунне 3-4 хут 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Астрагал вăраха кайнă нефрит вăхăтĕнче уйрăмах пулăшать.
Ангина, пародонтоз, стоматит канăçсăрлантарсан çăвара астрагал çулçин чейĕпе чÿхемелле. Çавăн пекех вăл сурана ÿт илме пулăшать.
Пÿрен вăраха кайнă чирĕсем нушалантарсан эмел курăкĕсен пуххине хатĕрлемелле: астрагал курăкĕпе шур чечек (ромашка) – 30-шар грамм, чăрăш тăрри (хвощ полевой), куккурус çÿçи (рыльца), сысна курăкĕ (спорыш) – 10-шар грамм. Курăксене хутăштармалла. 2 апат кашăкĕ чĕр тавара вĕренĕ çур литр шыва термоса 8-10 сехетлĕхе ямалла. Кунне 3-4 хут 50-шар миллилитр ĕçмелле.
Курăксен çакнашкал пуххи юн пусăмне чакарать, чĕре мышцине пулăшать: астрагал – 2 пай, кăтăркас (боярышник) – 3 пай, чĕре курăкĕ (пустырник) – 2 пай. 2 апат кашăкĕ хутăша 200 миллилитр шыва ямалла, кăштах вĕретмелле, çур сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апатчен ĕçмелле.