АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преступлени паллисене тупса палăртман

20 мая 2011 г.

Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн дежурнăй чаçне Шупашкарти шалти ĕçсен управленийĕнчен тĕрĕслев материалĕ килсе çитнĕ. Унта Уйкас ялĕнче пурăнакан хĕрача, вăл кăçал кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче çуралнă, Шупашкарти 3-мĕш номерлĕ ача-пăча медицина центрне пуç мими тата ÿпке шыççипе, çавăн пекех ОРВИ диагнозсемпе лекнине пĕлтернĕ.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче çакă палăрнă: 1978 çулта çуралнă хĕрарăм Уйкас ялĕнче пĕр арçын патĕнче пурăннă. Вĕсен кăçал кăрлач уйăхĕнче хĕр çуралнă. Ача амăшĕ унччен маларах тепĕр арçынпа та пурăннă пулнă, анчах та лешĕ тĕрмене çакланнă.

Кăçал ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче арçын тĕрмерен тухнă. Вăл Çăлпуç ялĕнче пурăнакан амăшĕ патне таврăннă. Унта ăна алри ачаллă хĕрарăм та кĕтсе илнĕ. Килтисем мунча хутса хунă, кайран ирĕке тухнине эрех-сăрапа паллă тунă. Хаяр шĕвеклĕ кĕленчене пушатнă хыççăн арçынпа хĕрарăм мунчана кайнă. Вĕсем хыççăн ватă амăшĕ пĕчĕк хĕре те çуса кăларнă.

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче амăшĕ, тĕрмерен таврăннă ывăлĕ тата хĕрарăм алри ачипе Канаш хулине килнĕ. Анчах та çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче хĕрарăм пĕчĕк пепкине йăтса хăйĕн килне, Уйкас ялне, тухса кайнă. Ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнма юратакан арçын каçхине хăйне те, алри ачине те çывăрма канăç паман иккен. Çул çинче ача амăшĕ литр çурă сăра илнĕ. Киле çитсен кăмака хутса янă. Çав вăхăтра хĕрача кравать çинче выртнă. Хĕрарăм сăрана ĕçнĕ те çывăрса кайнă.

Каçхине сакăр сехет çурăра вăл ачи макăрнипе вăранса кайнă. Пепки патне пырса пăхнă та ăна кăвак сăн çапнине асăрханă. Ача амăшĕ васкавлă пулăшу чĕнсе илнĕ, пĕчĕкскере районти тĕп больницăн реанимаци уйрăмне илсе çитернĕ. Çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче ирхине çичĕ сехет çурăра амăшĕпе ачине Шупашкарти 3-мĕш номерлĕ ача-пăча больницине илсе кайнă. Хĕрачана пневмония диагнозпа реанимаци уйрăмне вырнаçтарнă. Хальхи вăхăтра унăн сывлăхĕ пĕчĕккĕн майлашса пырать.

Амăшĕ хĕрача мĕн сăлтава пула чирлесе ÿкнине ăнлантарса пама пултараймасть. Эрех-сăрапа туслă пулин те вăл пепки çине алă çĕклемест, юратса пăхать. Çак факта пĕлĕшĕсен показанийĕсем те çирĕплетеççĕ. Преступлени палли çуккипе хĕрарăм тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарма хирĕçленĕ.

Н.ГРИГОРЬЕВА, çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика