20 мая 2011 г.
Вăрçă синкерĕ кашни киле, кашни урама, кашни ял-хулана кĕрсе тухнă. Пайтах çын куççулĕ, юнĕ, тарĕ юхнă, пин-пин пурнăç вăхăтсăр татăлнă. Шелттем ял тăрăхĕн территорийĕнчи Çĕнĕ Шелттем, Кивĕ Шелттем, Маяк, Воронцовка, Кашкăр-Çырма ялĕсенчен 350 ытла çын фронта тухса кайнă. Вĕсенчен çурри ытла каялла таврăнайман. Вĕсене ентешĕсем нихăçан та манмаççĕ. Ял варрине паттăрсене сума суса палăк лартнă.
Вăрçă ахрăмĕ паянхи кун та кашни çемьере сисĕнет. Вăл пирĕн несĕлсене те пырса тивнĕ. Манăн кукаçисен килĕнчен кăна пилĕк ывăл çапăçу хирне тухса кайнă. Çав кунсене вăл паянхи пек астăвать: "Чи малтан ялтан 1921-мĕш çулта çуралнă 22 йĕкĕт пĕр кунта тухса кайрĕ. Çав кун вĕсем урам сарлакăшпе, урлă-пирлĕ ал шăлли çакнăскерсем, юрласа утрĕç. Шутланă-ши вĕсем, ял урамĕсемпе юлашки хут утнине. Пурте, тăшмана çĕршывран хăвăртрах хăваласа кăларса яратпăр та киле таврăнатпăр, тенĕ пуль. Каялла иккĕн-виççĕн çеç çав тамăкран çаврăнса çитрĕç, вĕсем те аманса пĕтнĕскерсем. Çак ушкăнра пирĕн аттен кĕçĕн шăллĕ Микулай (1921 ç.ç.) та пурччĕ. Вăл хамăр тĕле çитсен юрласа пыракан ушкăнран уйрăлчĕ те киле аннепе сыв пуллашма чупса кĕчĕ. Анне вăл вăхăтра питĕ чирлĕччĕ, сив чирпе нушаланатчĕ. "Инке, эсĕ часрах сывал, эпир çĕнтеретпĕр", - терĕ аннене ыталаса. Пире çÿлелле çĕклесе сыв пуллашрĕ те чупсах тухса кайрĕ. Микулай тетене юлашки хут курса юлтăмăр. Вăрçăран пĕр çыру çеç килчĕ унтан. Связист пулнă вăл, çур çĕр иртни икĕ сехетре татăлнă пралука сыпма тухса кайнă та каялла таврăнайман. Кун çинчен пире фронтри юлташĕсем çырса пĕлтер-чĕç.
Малтанхи кунсенче фронта каякан арçынсене ял халăхĕ уй хапхи патне çитичченех ăсататчĕ, кайран ăсатса ĕлкĕрейми пултăмăр. Çар комиссариачĕн чĕнÿ хучĕсем ирĕн-каçăн килсе тăчĕç. Кашни кун фронта çын тухса каять. Малтан çамрăкраххисене, унтан аслисене те иле пуçларĕç.
Микулай тете хыççăн аттене черет çитрĕ. Атте, Кудряшов Иван Трофимович (1900 ç.ç.), Каçал енче лесникра ĕçленĕ. Пĕтĕм халăх масар енче тырă вырать. Почтальон аттен повесткине аннене парса хăварчĕ. Ăна çар комиссариатне каçхине пыма чĕннĕ.
Анне Лександр тетене, аттен шăллĕне, шыраса тупма йăмăкпа иксĕмĕре тепĕр уя чуптарчĕ. Вăл колхоз председателĕ пулса ĕçлетчĕ ун чухне. Тете аттене чĕнме вăрман урлă лашапа васкарĕ. Часах ăна лартса килчĕ. Килте атте валли апат-çимĕç хатĕрлерĕмĕр, ăна кутамккана тултартăмăр. Канаша леçме анне хăй те кайрĕ. Салтаксене тепĕр кун илсе те каймалла иккен, çул çинче нумай утмалла пулнăран атте аннене çăпата илсе килме каялла янă. Тепĕр кун мана Улюн аппапа пĕрле ăна ăсатма Канаша кайма хушрĕç, татах çимеллисем, тăхăнмаллисем парса ячĕ. Аттепе юлташĕсене илсе тухрĕç, пурте вĕсем салтак тумĕпе, иккĕмĕш Канаша çуран утрĕç. Эпир лашапа вĕсем хыççăн пытăмăр. Çитсен тÿрех вагонсене ларма команда янăрарĕ. Атте пирĕнпе сывпуллашса вагона кĕрсе ларсанах поезд тапранчĕ. Эп йĕрсе хыççăн чупатăп, сăра лакăмне йăтнă. Улюн аппа чупса çитсе каялла çавăрчĕ. Кайран атте çыру çырса ячĕ. "Пирĕн Анюк сывах-ши, поезд айне пулса вилмерĕ-ши тесе халь те шутлатăп", - тесе çырнă вăл унта. Атте вăрçăра тем тĕрлĕ нуша тÿснĕ. Киле 1945-мĕш çулхи кĕркунне таврăнчĕ. Вăл Мускава хÿтĕленĕ, Финлянди чиккине çитнĕ.
Лександр (1909 ç.ç.) тетене те çав çулах хĕл ларас умĕн илсе кайрĕç. Мăшăрĕпе, Агнияпа, пĕрлешни те çулталăк ытларах кăна пулнă, пĕчĕк хĕрĕ Нина февраль уйăхĕнче çеç çуралнă. Тетене ăсатма мана та пĕрле илчĕç. Эпĕ кăкăр ачине Нинăна чĕркуççи çинче тытса пытăм. Агния инке татăлса йĕрет. Лександр тете те поезд çине ларса кайрĕ. Темиçе çыру яма ĕлкĕрчĕ вăл. Ялтан тата камсем вăрçа тухса кайни, колхозри ĕçсем çинчен ыйтса çыратчĕ. Инкене Нинука пăхса ÿстерме пулăшмашкăн ыйтатчĕ. 1942 çул вĕçĕнче хыпарсăр çухални çинчен хут килчĕ. Вăрçă пĕтсен пĕрле çапăçнă юлташĕ, Вăрăмпуç çынни, Лександр тете мĕнле пуçне хуни çинчен каласа панă. Лександр тете утлă çарта çапăçнă, сăн ÿкерчĕк те ярса пама ĕлкĕрнĕччĕ вăл. Нимĕç самолечĕсем бомбăсем пăрахма пуçлаççĕ те тетесем пынă çĕртех ÿксе çурăлаççĕ. Çÿлтен шинель татăккисем çеç вĕçсе аннă. Агния инке вăрçă пĕтсен Яманкассине куçса кайрĕ, çĕре кĕнĕ. Пĕчĕк Нина та кăçал февраль уйăхĕнче 70 тултарчĕ.
Якур тете (1914 ç.ç) вăрçăччен заводра ĕçленĕ, строитель те пулнă. Вăл фронта аттепе пĕр вăхăталларах тухса кайрĕ. Малтан вăл çар заводĕнче ĕçленĕ. Фронтра снайпер пулса çапăçнă. 1942 çулхи çулла пĕр çапăçура контузи пулнипе нимĕçсен аллине лекет. Тыткăнра мĕн-мĕн тÿснине итленĕ чух ÿт-тир тăрăх сивĕ тар чупатчĕ, йĕретчĕ пĕрмай. Хăрушла хĕненĕ, выçă вилес мар тесе çĕр чакаласа курăк тымарĕсене çисе пурăннă, çарран юр çинче те ĕçленĕ. Мĕнле тÿснĕ-ши, мĕнле чĕрĕ юлнă-ши;! 1944 çул вĕçĕнче темле нимĕç патне уя ĕçлеме илсе каяççĕ ăна. Çакăнта кăна пĕр вăхăт чăн-чăн яшка çисе пурăнма май килет. Вăй пулмасан тыткăнри салтаксем уй-хирте ĕçлеме пултараймаççĕ-çке. Кунта вĕсене Хĕрлĕ Çар тыткăнран хăтарать, ирĕке тухнисене сывлăха çирĕплетме каймашкăн сĕнеççĕ. Анчах Якур тете хăйне фронта яма ыйтать, вара вăл мĕн вăрçă пĕтичченех тăшманпа çапăçать. Юлташĕсем Якур тетене киле çыру çырмалли пирки астутараççĕ. "Кам пурăнтăр унта халĕ; Анне вилчĕ пуль, Микулапа Лександр вилчĕç малтанах, Ванюкпа Куçма та таçта выртаççĕ пуль. Ванюк хĕрĕ Анюкка пулсан çеç", - тесе ман ятпа яла çыру çырать. Ĕçрен таврăннă чухне Ваня Зайцев почтальон мана çыру тыттарать. Вулатăп, Якур тетен почеркĕ, вăл çав тери хитре çыратчĕ. Савăнса кайса сиккипе Любак аппăшĕ патне вĕçтертĕм. Иксĕмĕр те йĕретпĕр. Унтан асанне патне чупрăм, "Асанне, Якур тете çыру янă, сывă", - тетĕп. "И-и, пирĕн Якур витĕр халиччен тахçанах курăк та шăтрĕ пуль", - тет. Якур тете вăрçă пĕтсен чылай кайран яла таврăнчĕ.
Куçма тете тĕрлĕ фронтра стрелок пулса çапăçнă, салтаксем валли çăкăр, апат-çимĕç турттарнă. Вăрçă пĕтсен яла таврăннă".
Тылри çынсем - хĕрарăмсем, ватăсем, ачасем, вăрçăран аманса таврăннисем - пурте ырми-канми ĕçленĕ. "Ялти çынсем нушаллă пурăннă вăл вăхăтра, выçă, сивĕ, çавах тăрăшнă, ĕçленĕ. Хĕллехи каçсенче салтаксем валли ăшă çи-пуç, кĕрĕк, çăматă, тăла-çăпата хатĕрленĕ, алсиш-нуски, ăшă шарфсем çыхнă. Çĕрĕ-çĕрĕпе хĕрсем, хĕрарăмсем пĕрле пуçтарăнса тунă çак ĕçсене. Пĕр вăхăтра библиотекарь пулса эпĕ те ĕçлерĕм. Килтен-киле фронта ăсатма япала пуçтараттăмăр. Хăшĕсем çыру çырса чикетчĕç, салтаксене нимĕç фашисчĕсене Тăван çĕршывран хăвăртрах хăваласа кăларса яма çирĕп сывлăх, вăй-хал сунатчĕç. Уй-хирте ĕçленĕ, кăшт канма май килсенех фронтри хыпарсем çинчен вуласа параттăм, салтак арăмĕсем çырусем çыртаратчĕç. Сивве пăхмасăр авăн çапаттăмăр. Халăх хăй выçă пулсан та мĕн пур тырра фронта ăсатнă, салтаксем тăшмана хăвăртрах çапса салатчăр тенĕ", - каласа парать анне. "Аттепе пĕр тăван Мардари пичче ачисем - Марки, Иван, Лекçей те вăрçăра паттăррăн çапăçнă. Лекçей пичче вăрçăччен пирĕн Микулай тетепе Канаша пĕрле вĕренме çÿренĕ. Микулай тете - финанс техникумĕнче, Лекçей тете - фельдшера. Иккĕшĕ те пĕр кунта тухса кайрĕç вăрçа. Лекçей тете таврăнаймарĕ, питĕ патварччĕ вĕсем, çамрăклах пурнăçĕсем татăлчĕç. 1942-мĕш çулта хыпарсăр çухални çинчен хут килнине астăватăп. Урăх сас-хура пулмарĕ. Ăçта-ши вил тăприйĕ;
Марки тете вăрçăра кĕçĕн сержант пулнă. Паттăррăн çапăçнăшăн иккĕ-мĕш тата виççĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденĕсене, "Паттăрлăхшăн", "Германие çĕнтернĕшĕн" медальсене тивĕçнĕ. Икĕ хут ураран, пĕр хут алăран йывăр аманнă. Орел тата Курск пĕкки патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă.
Ивана 1943 çул вĕçĕнче илсе кайрĕç. Самолетсене вĕçеве хатĕрлесе тăнă вĕсен батальонĕ. Марки тетепе Иван сывах таврăнчĕç".
Аннен иккĕмĕш сыпăкри куккăшĕ Степанов Александр 17-рех хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара кайнă, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн паттăррăн кĕрешнĕ. Нимĕç фашистчĕсене хирĕç пынă çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Степанов Александр полковника икĕ хутчен Хĕрлĕ Ялав, Аслă вăрçă орденĕпе, виçĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, медальсемпе наградăланă.
Пирĕн атте Иванов Василий Иванович (1926 ç.ç.) 1943 çулхи ноябрь уйăхĕнче вăрçа кайнă. Темиçе хут аманса госпитальсенче сывалма тивнĕ. Атте пурнăçран питĕ ир уйрăлнă. Çапах та эпĕ вăл юлашки хут мĕнле аманни çинчен каласа панине пит лайăх астăватăп. "Пĕр çырмара вăйлă çапăçу пулчĕ, çак лаптăка пĕрре пирĕннисем тепре нимĕçсем туртса илеççĕ. Пирĕн салтаксем те, фашистсем те нумаййăн пĕтрĕç. Çак çапăçура мана хытă амантрĕç. Пирĕннисем чакса кайсан нимĕçсем аманнă салтаксене "тĕплесе" çÿреççĕ, тепĕр хут переççĕ е штыкпа чикеççĕ. Эпĕ икĕ пĕç тĕлĕнчен аманнă, пĕтĕм юн выртатăп. Ман тĕле çитсен нимĕç мана "капут" тесе аттипе тапса хăварчĕ, вилнĕ терĕ ĕнтĕ. Вилме тÿр килмен пуль çав, çĕрле пулсан пирĕн санитарсем хырăмпа шуса чĕррисене шыраççĕ. Мана та санчаçе сĕтерсе кайнă вара. Нумай вăхăт сипленмелле пулчĕ".
Аттен пиччĕшĕ, аслă лейтенант Александр Иванович Гришин, вăрçă хирĕнче хăюллăн та паттăррăн çапăçнă. Вăрçăччен вăл шкулта ачасене вĕрентнĕ. Ăна виçĕ орденпа тата медальсемпе наградăланă. Çĕнтерÿ хыççăн Пĕршенер ялĕнче нумай çул кĕçĕн классене вĕрентнĕ.
Иртнĕ çул Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине анлăн палăртрăмăр. Вăрçă хирĕнче паттăррăн кĕрешнĕ, тылра хастар ĕçленĕ ветерансене "Аслă Çĕнтерÿ - 65 çул" медальпе чысларĕç. Çак чыса пирĕн анне Анна Ивановна Иванова, аттен шăллĕ Михаил Иванович Семенов, аппăшĕ Степанида Ивановна Иванова, аннен иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ Александр Мардарьевич Кудряшов, кукамайпа пĕр тăван хĕрĕ Н.Д Васильева та тивĕçрĕç. Аслă Çĕнтерĕве çывхартма вĕсем те пысăк тÿпе хывнă. Хамăрăн çывăх тăвансемпе эпир тивĕçлипех мухтанатпăр. Вĕсен ырă ячĕсем пирĕн ачасенче, мăнуксенче нумай-нумай çул упранĕç.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсем çинчен Çĕнĕ Шелттем ял библиотекинче тата шкулта çамрăк кĕнекеçĕсем пулăшнипе материалсем пухассине йĕркеленĕ. Паттăр ентешсен ячĕсем ĕмĕрех халăх асĕнче пурăнĕç.
Т.ИВАНОВА.