АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кукаçи Гагарина курнă

20 мая 2011 г.

Кăçал эпир космонавтика çулталăкне паллă тăватпăр. Шкулта космос пирки тĕрлĕрен интереслĕ мероприятисем иртеççĕ. Ака уйăхĕнче Юрий Гагаринпа Андриян Николаев çинчен каласа пачĕç, презентаци кăтартрĕç. Эпир космонавтсем çинчен нумай пĕлтĕмĕр. Ял библиотекинче те тĕрлĕ вăйă йĕркелеççĕ, унта вара тăтăшах хутшăнма тăрăшатпăр. Вулавăшра "Русский космос" ятлă диск пур, ун тăрăх космоспа çыхăннă тĕрлĕрен вăйă выляма пулать. Çавăнтах космонавтсем тата космос карапĕ çинчен те нумай çырса кăтартнă.

Манăн кукаçи Василий Петрович Андриян Николаевпа тĕл пулнă, унпа юнашар тăрса сăн ÿкерĕннĕ. Кукаçи пулас космонавт салтакра пулнă çар чаçĕнче службăра тăнă. А.Николаев вĕçеврен таврăнсан çав чаçе тепĕр хут пырса курас тенĕ. Шăпах çавăнта пулса иртнĕ те пĕрремĕш тĕл пулу.

Каярах Андриян Григорьевич кукаçисен кÿршĕ ялне килнĕ, унта вăл пирĕн çывăх тăванăмăра тÿрех палласа илнĕ. Вĕсем çывăх юлташсем пекех калаçнă. Кукаçи çав самантсене ырăпа аса илет, пире те тăтăшах каласа кăтартать.

Манăн кукаçи мăшăрĕпе Вăрнар районĕнче пурăнать. Ăна шкула тĕл пулусене час-часах чĕнеççĕ, космонавт çинчен каласа пама ыйтаççĕ.

Василий Петров Юрий Алексеевич Гагарина та аякран курма пултарнă. Пĕрремĕш космонавт тĕнче уçлăхĕнчен таврăнсан вĕсене ятарласа курма илсе кайнă. Кукаçин космонавтсене курма май килнишĕн эпĕ питĕ савăнатăп, вăл каласа панисене итлеме кăмăллатăп.

Мăнукĕ Таня.

Шуркасси.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика