20 мая 2011 г.
Раççейри 109 ученăй çапла шухăшлать:
1) Ачасем мĕн пĕчĕкрен ноутбукран уйрăлмĕç. Кашнийĕнех йÿнĕ компьютер пулĕ. Портатив хатĕрĕсем-куçаруçăсем çĕр чăмăрĕн кирек хăш кĕтесĕнче те туссене тупма пулăшĕç. Ача вĕренÿ заведенине çеç мар, вĕрентекене те суйласа илме пултарĕ.
2) Робот-ачасем тата робот-няньăсем пулĕç. Пĕрремĕшсем ватăсен тата ача çуратайманнисен пурнăçне илем кÿрĕç. Робот-няньăсем пĕчĕккисене пăхĕç, ашшĕ-амăшĕ хăйсен пепкипе вылĕ çеç.
3) Ученăйсем йăлана кĕнĕ çемье пулмĕ тесе шухăшласшăн. Хăналăх мăшăрланусем йăл илĕç – хĕрарăмпа арçын вăхăтран вăхăта пĕр-пĕрин патне хăнана çÿрĕç. Пурнăç тăршшĕпе кашнийĕнех 3-4 çемье пулĕ. Çемье икĕ çыннăн интересĕсем пĕр килнĕ чухне сыхланса юлĕ.
4) Уйрăлнă хыççăн ачасем кампа юлĕç; Ашшĕ-амăшĕн прависене саккунпа килĕшÿллĕн пĕр пеклетĕç: çапла вара хĕрарăмсен хăйсен ачисемшĕн кĕрешме тивĕ. Тен, çук та. Арçынсем халĕ те мăшăрланма ăнтăлмаççĕ. Тепĕр енчен, иртнĕ çулта Раççейре пуçласа арçынна ача çурални çинчен свидетельство панă, "амăшĕ" текен йĕркене нимĕн те çырман. Телейлĕ ашшĕ кам пулнине пĕлтермеççĕ, çапах та çакă паллă: Мускавра пурăнакан 50 çулти арçыннăн суррогат амăшĕ пулăшнипе ача çуралнă. Эппин, çитес вăхăтрах пĕччен ашшĕсем пуласса кĕтмелле.
5) Пĕчченлĕх çынсене канăçсăрлантарма пăрахать, сăлтавĕ ансат – вăл "ирĕклĕх" сăмахăн синонимĕ пулса тăрĕ. Çак сăлтавпах çынсем ачаллă пулмашкăн ăнтăлма пăрахĕç. Ку чухнехи çемьесенче тĕпрен илсен пĕрер ача çеç.
6) Малашне те хальхи пекех пулсан ку чухнехи ачасем пĕчĕккисене пăхма хăнăхса ÿсеймĕç, эппин, пуласлăхра вĕсем хăйсен ачисене тивĕçлипе ÿстерме пултараймĕç.
7) Обществăра чапа тухасси малти вырăнта пулĕ. Эппин, 2020 çул тĕлне Раççейре вăй питти халăх йышĕ икĕ хут чакĕ. 2016 çул тĕлнех Раççей çыннисен виççĕмĕш пайĕ урăх вырăнтан куçса килнĕ халăх пулĕ. Йывăр ĕçе таджика е узбека хаваспах шанса парăпăр. Çакнашкал лару-тăру мĕн патне илсе пырассине палăртмашкăн пророк пулма кирлех те мар: нацисен хушшинчи хирĕçÿсенчен пăрăнаймăпăр.
8) 2020 çулта çыннăн пушă вăхăт нумай пулма пултарать. Квалификацие улăштарасси çинчен халех шухăшламасан вăл ĕç тупаймĕ. Чи малтанах журналистсен шухăшламалла. Паянах ĕнтĕ компьютер информацие çынран лайăхрах тупать. Тишкерме те вĕренсен унпа тупăшма май килмĕ.
9) Тата кăштах пĕр-пĕрин шухăшĕсене те вулама вĕренĕпĕр. Шÿтлеместпĕр! Çынсем пĕр-пĕринпе хутшăнма пăрахнипе, компьютер тăрăх çыхăну йĕркеленипе чĕмсĕрленеççĕ. Психологсен халех шухăшламалла – часах вĕсен çынсене пĕр-пĕринпе калаçмашкăн вĕрентме тивĕ.
10) Сутуçă-кассирсем, почтальонсем тата турагентсем ĕçсĕр юлĕç: çынсем Интернет пулăшнипе тавар, путевкăсем туянĕç, почта ярĕç.
("Айболит").