20 мая 2011 г.
Çу уйăхĕн 17-мĕш кунĕнче Уçырмари культура çуртĕнче районти чи лайăх çемьене палăртрĕç. Конкурс "Çемье çирĕп пулсан Чăваш Ен те çирĕп" девизпа иртрĕ. Унта тăватă мăшăр хутшăнчĕ: Уçырмари Васильевсем, Энтриялĕнчи Сидоровсем, Хучелти Ильинсем тата Шăхасанти Тарасовсем. Вĕсем тăватă ярăмра тупăшрĕç: "Ватти-вĕтти туслă пулсан çемьере юратупа йĕрке хуçа", "Манăн çемье – манăн хуçа", "Килти тухтăр", "Эпир пĕр çемье, апла пулсан..." тата "Пирĕн чи юратнă апат".
Чи нумай балл пуçтарса Андриан Ивановичпа Нонна Юрьевна Сидоровсем мала тухрĕç. Вĕсем район чысне республикăн "Çулталăк çемйи" конкурсĕнче хÿтĕлĕç. Çĕнтерÿçĕне тата конкурса хутшăннисене дипломсемпе чысларĕç тата парнесем парса хавхалантарчĕç.
В.МИХАЙЛОВА.