20 мая 2011 г.
Çак хĕр хушамачĕпе те, юрлас ăсталăхĕпе те, спортри пултарулăхĕпе те тантăшĕсенчен уйрăлса тăрать. Сăмах кунта Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Л.Орынко çинчен пырать. Лариса – Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи стипендиачĕ. Çакна вăл спортри çитĕнÿсемшĕн тивĕç пулнă. Çулла тĕрлĕ дистанцисене чупать, хĕлле йĕлтĕр çине тăрать. Унăн юратнă дистанцийĕ – 5 километр. Кăçал Тольяттире, Челябинск облаçĕнче, Тутарстанра ирттернĕ ăмăртусене хутшăнса лайăх кăтартусене тивĕçнĕ. Çăмăл атлетикăра тунă çитĕнÿсем те сахал мар. Нумаях пулмасть тĕнче чемпионкин Надежда Ильинан парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ кросра виççĕмĕш вырăна тухрĕ.
Сассине те панă Ларисăна ашшĕ-амăшĕпе Турри. Çак пултарулăха шкулта музыкăна вĕрентекен Н.Иванова асăрханă. Ун чухне Лариса 5-мĕш класра вĕреннĕ. Çавăнтанпа кашни çулах маттур хĕр районта ирттерекен уяв мероприятийĕсенче çынсене илемлĕ чăваш юррисем шăрантарса лайăх кăмăл парнелет. Пултарулăх фестивалĕсене хутшăнса пĕрре мар лауреат пулса тăнă.
В.АЧЧА