20 мая 2011 г.
Юн кун черетлĕ информкун иртрĕ. Хальхинче ачасемпе çамрăксен çуллахи канăвне, вĕсен сывлăхне çирĕплетессине, пушă вăхăтне усăллă ирттерессине йĕркелесси тата пушар хăрушсăрлăхне, тавралăха хÿтĕлессине, вăрмансене çĕнетессине лайăхлатас енĕпе йышăннă мерăсем, "Вăрман кунĕ" акципе килĕшÿллĕн йывăç-тĕм лартма хутшăнасси çинчен калаçрĕç. Шупашкартан килнĕ ушкăна Федераци казначействин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçи И.Клюкова ертсе пычĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх ларусем ирттермелли залра район администрацийĕн структурăллă подразделенийĕсене, районти предприятисемпе организацисене ертсе пыракансенчен йĕркеленĕ информушкăнсен членĕсемпе кÿртĕм инструктаж ирттерчĕç. Темăсене уçса панă çĕре республикăри тата вырăнти фактсемпе усă курма Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталанăвĕн министрĕн çумĕ Л.Рулькова, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, агропромышленность комплексĕн организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Никоноров, гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен сектор заведующийĕ О.Егоров, "Канашри вăрман хуçалăхĕ" патшалăх унитарлă предприятийĕн ертÿçи Д.Юнусов тĕслĕхсем илсе кăтартрĕç, кăткăс самантсене ăнлантарса пачĕç.
Централизациленĕ бухгалтерин ертÿçи В.Филиппова тата пушар хăрушсăрлăхне Канаш хулипе тата районĕпе тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Ф.Смирнов Ухман ял тăрăхĕнче пулчĕç. Тăрăх пуçлăхĕ А.Петров информушкăн членĕсемпе паллаштарчĕ. Централизациленĕ бухгалтерин ертÿçи В.Филиппова информкунăн пĕрре-мĕш темипе тухса калаçрĕ. Хула тулашĕнчи лагере канма кайма, кунта сăмах ачасен сывлăхне çирĕплетекен "Космонавт" лагерь çинчен пырать, районти вĕрентÿ управленийĕ путевкине 9257 тенкĕ те 73 пуспа парать. Кăçалхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртнĕ аукционпа килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшĕн çак суммăн 10 процентне, 925 тенкĕ те 77 пус, тÿлемелле пулать. Пĕрремĕш тата иккĕмĕш сменăсенче 60-шар ача, виççĕмĕшĕнче 49-ăн, тăваттăмăшĕнче 45 çамрăк спортсмен канĕç. Пĕтĕмпе 214 путевка уйăрнă. Пĕлтĕр 334 ача сывлăхне çирĕплетнĕччĕ. Иртнĕ çулхинчен 120 путевка сахалтарах. Çакна кăçал укçа-тенкĕ 2010 çулхинчен пĕчĕкрех сумма уйăрса панипе ăнлантарма тивет. Паянхи кун тĕлне 266 заявлени килнĕ. Апла пулсан 52 ача лагере кайма путевка илеймест.
Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 27 учрежденийĕн бази çинче шкул çумĕнчи лагерьсем уçма палăртнă. Çакна валли вырăнти бюджетран 1075300 тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕпе 852 ача, иртнĕ çул 909-ăн пулнăччĕ, канма пултарать. Кану 21 куна пырĕ. Çичĕ шкулта çул çитменнисен ĕç бригадине йĕркелеме пăхнă. Вырăнти бюджетран 200 пин тенкĕ хывнă. Уйрăмах çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссинче тата шкул тулашĕнче шутра тăракансем çине пысăк тимлĕх уйăрĕç.
Вера Степановна çурхи уй-хир ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Çурхи культурăсене çак уйăхăн 18-мĕш кунĕ тĕлне планпа пăхнин 67 процентне акнă. "Вперед" ял хуçалăх кооперативĕнче, "Сеспельское" тата "Пинер" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче çур аки тимĕр шапа хăвăртлăхĕпе пырать теме те юрать. Çĕр улми 582 гектар лартса хăварма тĕв тунă. Хальлĕхе ку ĕçе 304 гектар çинче пурнăçланă. Çак культура вăрлăхĕн пахалăхĕ начаррине, çителĕксĕррине кура районта малта пыракан хăш-пĕр хуçалăхсем "иккĕмĕш çăкăрлă" пулас темен.
Районта 15 гектар тĕрлĕ йывăç лартса хăварнă. Пĕлтĕр типĕ çанталăка пула типсе хăрнă йывăçсем вырăнне çĕннисем лартнă. Çуннă лаптăксене тасатаççĕ. Вăрмансенче дежурство йĕркеленĕ, кану вырăнĕсене хăтлăлатаççĕ. "Космонавт" лагерь территорийĕ тавра, ăна пушар инкекĕнчен хÿтĕлес тĕллевпе, йывăçсенчен 10 метр сарлакăш тасатма тытăннă. Пурăнмалли çурта, дача участокне регистрацилессине 2015 çулччен ансатланă. Регистраци палатине тăратмалли документсем пит сахал. Çакăн çинчен те ăнлантарса пачĕç Канашран килнисем.
Пушар хăрушсăрлăхне Канаш хулипе тата районĕпе тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Ф.Смирнов вут-кăвартан сыхланмалли йĕркесене пăхăнмалли çинчен асăрхаттарчĕ. Пĕлтĕр çак тапхăр тĕлне районта "хĕрлĕ автан" 30 хутчен алхаснăччĕ, кăçал 12 пушар тухнă. Юр ирĕлсе пĕтсенех çăра курăк тапса тухни вут-çулăма хăйне ирĕке яма памарĕ. Çÿп-çап купине чĕртсе хăй тĕллĕн хăварни, шăпăрлансем шăрпăкпа выляни, ÿсĕрле пирус хыпса çывăрса кайни пысăк инкек кăтартаççĕ. Çÿп-çапа çунтарнă чухне асăрхануллă пулманнипе сиксе тухнă инкекшĕн штрафне ял администрацийĕн тÿлеме тивет. Çав укçапа вара ялшăн усăллă ĕç тума пулать.
Юлашкинчен информкун ирттерме килнисем ял çыннисен ыйтăвĕсене хуравларĕç.
Федераци казначействин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçи И.Клюкова тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Шаккăл ял тăрăхĕнче пулчĕç. Тĕл пулу хыççăн районти çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисене уçнă çĕре хутшăнчĕç.
В.АЧЧА.