18 мая 2011 г.
Сварка тата çулăм вăйĕпе усă курса ĕçсем пурнăçланă чухне пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессишĕн предприяти ертÿçисем, (енчен те уйрăм вырăнта палăртнă пулсан) цех, лаборатори, мастерской тата склад заведующийĕсем яваплă.
Сваркăпа рабочисем куллен тата вăхăтлăх усă курма пултараççĕ. Кулленхи ĕçсем валли предприятисемпе заводсенче ятарлă цехсем тата уçă лаптăксем уйăраççĕ. Вăхăтлăх ĕçсене строительство объекчĕсенче конструкцисене çыпăçтарнă чухне пурнăçлаççĕ.
Сварка ĕçĕсене пуçăнмашкăн ятарлă талон кирлĕ. Çакăн йышши ĕçсене пурнăçлама ирĕк пани пĕр ĕç смени çине çеç тивĕçет. Енчен те пĕрешкел ĕçе темиçе смена е кун хушши тума лексессĕн предприяти администрацийĕнчен тепĕр хут ирĕк илме кирлĕ мар. Авари пулсан сварка ĕçĕсене ирĕк памасăрах пуçăнма юрать, ун пек чухне пĕтĕм ĕçе цех (участок) начальникĕн йĕркелесе пымалла.
Çакăн йышши пур ĕçе те пушар хуралĕн службипе килĕшÿ туса пурнăçламалла.
Ĕç вырăнĕнче пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсем пулмалла (огнетушитель, хăйăр, кĕреçе, витрепе шыв). Рабочисен пурин те пушар сÿнтермелли хатĕрсемпе ĕçлеме пĕлмелле.
Енчен те сварщиксен вут-çулăма хăйсен вăйĕпе "парăнтарма" май килмесен çийĕнчех пушар хуралне шăнкăравламалла.
Хăрушсăрлăх тĕп вырăнта пулмаллине яланах асра тытăр.
Л.ШАРОНИНА, 15-мĕш ПЧ инженерĕ.