18 мая 2011 г.
Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви Шупашкарта çăмăл атлетсен кросне тата служба биатлонне ирттерчĕ. Унта пирĕн районăн шалти ĕçсен пайĕн команди те хутшăнчĕ. Службăн çуллахи биатлонĕн иккĕмĕш ушкăнĕнче мала тухса кубок тата диплом çĕнсе илчĕ. Биатлона 5 километр чупасси тата кашни икĕ километртан пистолетран мишеньсем çине пересси кĕреççĕ.
Министерство йĕркеленĕ ăмăртусене активлă хутшăннăшăн милици офицерĕсене С.Шамбулина, О.Зеленцова, Л.Васильевăна, Е.Ефимова, В.Васильева, юстици капитанне Е.Егорова, милицин кĕçĕн сержанчĕсене Н.Максимова тата Е.Кузьмина, команда капитанне А.Малов подполковника шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн приказĕпе хавхалантарнă.
А.ВАСИЛЬЕВ.