18 мая 2011 г.
Пассажирсем ырă мар шухăшпа авăрланнине ăнланса илсен таксист салонран çĕлен пек шуса тухса тарнă. Водителе вĕçертнĕ хыççăн "ăнăçу джентльменĕсем" унăн автомобильне "тавăрнă"...
Пуш уйăхĕнчи пĕр каçхине Канаш таксисчĕ телефонпа шăнкăравласа чĕннипе Ленин проспектĕнчи çурт патне пырса чарăннă. Машинăна виçĕ каччă кĕрсе ларнă. Хĕ-рĕнкĕскерсем хăйсене Хунав ялне леçме ыйтнă. Çул çинче клиентсем хăйсене лăпкă тытнă-ха, анчах машина каланă вырăна çитсе чарăнсанах малти ларкăч çинчи пассажир автомобиль двигательне хута ямалли уççа кăларса илнĕ, руль умĕнчи çынна çаннинчен ярса тытнă. Лешĕ вара шанчăксăр пассажирсем хăйсен требованийĕсене пĕлтерессе кĕтес темен – вĕçерĕнсе салонран тухма пултарнă та – тарнă. Çамрăксем – ун хыççăн. Çакна кура водитель вăрманалла пăрăннă – малалла чупнă. Ăна йĕрлекенсем тарăн кĕртсем тăрăх ашас темен. Таркăнăн ВАЗ – 2112 автомобилĕн шăпи вара хурлăхлă: тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнăскере ирхине Патăрьел районĕнче тупнă. Ăна юсама та май çук.
Оперушкăн вара хурахсен йĕрĕ тăрăх кайнă. Вĕсем ют телефонпа усă курса такси чĕннине палăртнă. Анчах путсĕрсене çакă та çăлайман. Сыщиксем усал ĕçе камсем тунине часах тĕпчесе пĕлнĕ. Икĕ кунранах Канаш каччи, 17 -рискер, полицин районти пайĕнче ларнă ĕнтĕ – кăтартусем панă. Кĕçех унăн кăшт аслăрах тусĕсене те тупса килнĕ. Пĕри "тăвăла" Хусанта пытанса ирттерес тенĕ иккен. Вĕсем таксиста тапăнас тĕллев пулнине йышăнмаççĕ. Машинăна ярăнма кăна ыйтасшăн пулнă имĕш, водитель вара темшĕн хăраса ÿкнĕ иккен...
Анчах оперативниксем урăхларах шухăшлаççĕ: туссем преступлени тума малтанах каварлашнă, çавăнпах, йĕрсене пытарас тĕллевпе, такси чĕнме ют телефонпа усă курнă. Руль умĕнчи çынна çакнашкал лару-тăрура мĕн кĕтме пултарнине чухлама йывăр мар. Ăна чăннипех хăрушă пассажирсем лекнĕ. Пĕлтĕрхи кĕркунне вĕсенчен пĕри ÿсĕрле Шупашкарта çуран çынна çапса хăварнă, инкек пулнă вырăнтан пăрахса тарнă. 22 çултискерĕн руль умне лармалли прави те пулман – машинăпа ÿсĕрле çула тухнăшăн туртса илнĕ. Судчен çамрăка ниçта та тухса каймалла мар алă пустарса ирĕке кăларнă, хăйне йĕркеллĕ тытасса шаннă. Шел те, вăл саккун картинче тытăнса тăрайман.
Çак пăтăрмаха хутшăннă йĕкĕтсенчен иккĕшне, çул çитнĕскерсене, арестленĕ ĕнтĕ, ĕç-пуçа тĕпчеççĕ.
О.ПАВЛОВА.