АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен шанăç телефонĕ ĕçлет

18 мая 2011 г.

Çулсерен çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча шанăç телефонĕн кунне паллă тăваççĕ. Кăçал çак кун "Ачасем шанăç телефонне йышăнаççĕ!" девизпа иртет.

Çакăн йышши шанăç телефонĕ Раççейре пĕлтĕр авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕçлеме тытăннă. 8-800-2000-122 номер çине тÿлевсĕр шăнкăравлама пулать, шăнкăравлаканăн ятне-шывне тĕпчесе палăртмĕç. Телефона йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшакан Фонд вĕсене тантăшĕсен тата аслисен пусмăрĕнчен хăтарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Çÿлерех асăннă Фондăн правленийĕн председателĕ Марина Гордеева çапла пĕлтерет: "Ача-пăча шанăç телефонĕ – ачасен хăйсен хушшинчи, пĕлÿ учрежденийĕнчи, ашшĕ-амăшĕ тата учительсем хушшинчи йывăрлăхсене татса пама пултаракан хатĕр пулса тăрать. Çакнашкал ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пысăк, вăл çемьесене упраса хăварма пулăшĕ, ачасен тата ашшĕ-амăшĕн пурнăçне çăмăллатĕ". Фонд ертÿçи шанăç телефонĕ ачасене тата ашшĕ-амăшне психологи пулăшăвĕ парасса шанать: "Шанăç телефонĕсем яланах кирлĕ пулĕç, вĕсемпе çемьери йывăр лару-тăрăва татса пама тата вăхăтра тивĕçлĕ пулăшупа тивĕçтерме май пур".

Шанăç телефонĕпе Раççейре пурăнакан пур çын та усă курма пултарать. Чи малтанах, паллах, ашшĕ-амăшĕ тата тантăшĕсем енчен пусмăр витĕмне лекнĕ ачасем. Çавăн пекех пепкисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерессишĕн çунакан ашшĕ-амăшĕ. Пĕчченлĕх тата шикленÿ туйăмĕ канăç паман çамрăксене те тивĕçлĕ пулăшу пама пултарĕç специалистсем.

Практика çакна çирĕплетет, çĕршывăн регионĕсенчи пиншер ача психологи пулăшăвне кĕтеççĕ. Ача-пăча шанăç телефонĕсем Раççейĕн 56 регионĕнче ĕçлеççĕ те ĕнтĕ, вĕсем ачасемпе ашшĕ-амăшĕнчен кунсерен 500 пин ытла шăнкăрав йышăнаççĕ.

Енчен те шăнкăрав Чăваш Республикинчен пулчĕ пулсан, диспетчер ăна Чăваш Енри экспертпа çыхăнтарать. Телефонăн икĕ линийĕ те пушă пулмасан шăнкăрав урăх регионти специалист патне куçать. Пирĕн республикăра телефон пулăшăвĕпе Шупашкар хулинчи ача-пăча пултарулăх çурчĕн тата Çĕнĕ Шупашкарти социаллă реабилитаци центрĕн эксперчĕсем тивĕçтереççĕ. Вĕсем çак тĕллевпе ятарлă хатĕрлев курсĕсене пĕтернĕ. Консультантăн шанăçа кĕме пĕлмелле, калаçу вăхăтĕнче ачана психологи пулăшăвĕпе тивĕçтермелле.

Чăваш Енре шанăç телефонĕ кăçалхи кăрлач уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă. Апла пулин те шăнкăравлакансем питех те йышлăн. Пĕчĕкрех çулхи ачасем тĕттĕмрен хăранине, пÿртре пĕччен юлсан шикленнине пĕлтереççĕ, аслăрах çулхи çамрăксене ашшĕ-амăшĕ тата тантăшĕсем хушшинчи йывăр лару-тăру канăçсăрлантарать.

Калаçу вăхăтĕнче экспертсем шăнкăравлакана хурламаççĕ, пурнăçа та вĕрентмеççĕ, лару-тăрăва ăнланса канаш пама тăрăшаççĕ. Йывăрлăха кирек кам та лекме пултарать, ăста специалист пулăшăвĕ вара ăна кĕске вăхăтра çĕнтерме пулăшĕ. Анчах та чылайăшĕ психолог пулăшăвĕнчен тĕрлĕ сăлтава пула пăрăнать:

- Вĕсем психолога психиатрпа арпаштараççĕ, психолог патне чирлĕ çынсем çеç çÿреççĕ тесе шутлаççĕ. Ку тĕрĕс мар – психолог сывă çынсемпе ĕçлет.

- Пулăшу ыйтма пыни хамăр вăйсăр пулнине кăтартни тет чылайăшĕ. Анчах та юрист, çĕвĕç, парикмахер тата тухтăр патне пулăшу ыйтма çÿретпĕр-çке эпир. Чун психологи тĕлĕшĕнчен сывă пулни сывă шăлсемпе илемлĕ тумтиртен пĕлтерĕшлĕрех мар-ши;

- Туйăмсемпе чун ыратăвĕ çинчен калаçма именеççĕ. Анчах та телефонпа чуна уçса калаçма пур май та пур, сире никам та палламĕ.

- Хăшĕсен психолог патне кайса çÿреме укçа-тенкĕ çитсе пымасть. "Шанăç телефонĕпе" вара тÿлевсĕр пулăшу илме пулать.

- Чылайăшĕ психологи консультацийĕ мĕнне те илтмен.

В.КУЗЬМИНА, районти вĕрентÿ управленийĕн педагог психологĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика