АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахалăхĕ тивĕçтермест

18 мая 2011 г.

Республикăра – 2356 юхан шыв тата унăн юппи. Пурте Атăлпа пĕрлешеççĕ.

Çулла çăл куçран вăй илеççĕ. Кашни минутра темиçе кубла метр юхасси çĕр айĕнчен мĕнлерех тапнинчен килет. Чылайăшĕ шăрăхра типет. Вăтам шывлă çулталăкра саппас – 2, сахаллинче 1 миллиард кубла метртан тăрать. Шыв пахалăхĕ пĕрешкел мар. Унăн калăпăшĕ кил-çуртра, промышленноçра, ял хуçалăхĕнче усă курма Чăваш Енĕн çурçĕр тата çурçĕр-хĕвел анăç районĕсенче çителĕклĕ. Республика варринче, кăнтăр тата кăнтăр-хĕвел тухăç пайĕнче ĕçме те çитмест.

Тĕп юхан шывсем – Атăлпа Сăр. Пысăкрах пĕлтерĕшлисем – Çавал, Мăн Çавал, Кĕçĕн Çавал, Хырла, Кире, Улатăр, Кĕтне, Пăла, Йăршу, Ункă, Энĕш. Шупашкар управĕнчен, Кĕçĕн Çавалран, Сăртан, Киререн, Хырларан шыв уçлаççĕ.

Пĕчĕк тата уйрăмах пĕчĕк 754 кÿлĕ. Этем йышлă пурăнакан Чăваш Ен çыннисене вĕсем пысăк усă параççĕ. Сăмахран, медицина валли Когояртан сапропель кăлараççĕ. Вăл сиплев хатĕрĕ тата удобрени шутланать. 41-шĕ – çут çанталăкăн республика тата районпа хула шайĕнчи палăкĕсем. Кÿлĕсенче шыв çук çĕрте пурăнайман йăпар, хăнтăр, тĕрлĕ вĕçен кайăк ĕрчет. Çуркунне тулса юлакан кÿлĕсем пулăпа пуян. Сăр таврашĕнче Раççейĕн вăтам тăрăхĕнче сайра тĕл пулакан шыв мăйăрĕн курăкĕ çитĕнет.

Шурлăхсем – çурхи шыв пуçтарăнакан тата юхан шывсем ейĕве каякан çĕрте: пысăкраххисем – Атăл леш енче, пĕчĕккисем (мĕн пур шурлăхăн 36,2 проценчĕ) – Çавал тăрăхĕнче.

Эрози çурасран хÿтĕ-ленмелли 1066 пĕве (плотина). 20-40 çул каялла вĕсенчен ял хуçалăх культурисем çитĕнтерме шыв уçланă. Иртнĕ çул 1000 гектар çине кăна "çумăр çутарнă". Питĕ сахал. Кашни пĕве çумне насус станцийĕ вырнаçтарма пулать. Темиçе пĕвере пулă ĕрчетсе сутаççĕ. Ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелли тăватă управ тунă. Вăрнартине – 12,6, Шăмăршăрине 15,9 миллион кубла метр кĕрет. Кăçал нÿрĕк çи-телĕклĕ. Ĕçмелли шыв ыйтăвĕ çивĕчленмĕ. Анчах унăн пахалăхĕ шухăшлаттарать. Тăвар, этем сывлăхĕшĕн сиенлĕ япала нормăран ытларах. Çавăнпа республика çыннисене çĕр айĕнчен уçлакан шывпа тивĕçтерме тăрăшмалла.

А.НАЛИМОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика