18 мая 2011 г.
Тавралăх пĕчĕккĕн симĕсленсе пырать. Кĕтÿ те çаран çине тахçанах тухнă ĕнтĕ. Анчах та çак вăхăтра выльăх-чĕрлĕх кÿпĕннĕ тĕслĕхсемпе час-часах тĕл пулатпăр. Нумаях пулмасть, акă, Карăклă ялĕнче виçĕ ĕне тимпани чирĕпе аптăранă, шел, пĕрне çăлса хăварма май килмен. Выльăх кÿпĕннĕ тĕслĕхсем ытти ялсенче те пур. Асăннă инкек пуласран епле сыхланмалла-ха; Тата выльăх кÿпĕннине ăçтан пĕлме пулать; Çак кăсăклантаракан ыйтусем çине районти тĕп ветврач А.Степанов хуравлама килĕшрĕ.
– Тимпани тесе выльăх хырăмлăхĕ газсене пула капашсăр хăпарса кайнине калаççĕ. Хăвăрт йÿçекен апат (симĕс клевер, люцерна, кăшман...) хырăмлăха пысăк виçепе лекнипе выльăха аптратма тытăнать. Мăйракаллă шултра выльăх кÿпĕнесси çине ирхи сывлăм тата çумăр та пысăк витĕм кÿреççĕ. Апатланнă май выльăх хырăмлăхĕнче газ ахаль те пуçтарăнать, анчах та виçеллĕ. Ытлашши çисе тултарсан кавлекен выльăх газсене какăрнипе анчах кăларса пĕтереймест. Çавăнпа хырăм хăмпă евĕр хăпарса пырать.
– Ĕне кÿпĕннине сиссен еплерех пулăшу памалла-ха;
– Газсен витĕмĕпе хăпарса пыракан хырăмлăх диафрагмăна хĕсет. Ĕне йывăррăн сывлама тытăнать, енчен те вăхăтра пулăшу памасан выльăх сывлăш çитменнипе вилсе кайма та пултарать. Çавăнпа та газсем пуçтарăнассине кăштах та пулин чарса лартас тата вĕсене кăларас тĕллевпе выльăха сивĕ шывпа сапмалла, сăрта хирĕç уттармалла, зонд кĕртмелле, хырăмне массаж тумалла, тинтерех сунă сĕт ĕçтермелле (1,5 литр сĕт çине çур стакан апат соди ярса ĕçтерни лайăх витĕм кÿрет). Енчен те çак меслетсем пулăшмасан хырăмлăха троакарпа шăтармалла, сывлăша пĕчĕккĕн кăларса пымалла. Троакар гильзине 12 сехетрен мала тытмалла мар.
– Выльăх ан кÿпĕнтĕр тесен мĕн тумалла-ха;
– Выльăх-чĕрлĕх ан кÿпĕнтĕр тесен ăна тĕрĕс апатлантармалла. Çаран çине илсе тухиччен улăм, утă, тăвар çитермелле. Выльăха памалли симĕс массăна хулăн сийпе купаласа хума юрамасть. Çитернĕ чухне те типĕ утă-улăмпа хутăш çеç памалла. Выльăх пăхакансен çакăн çинчен нихăçан та манмалла мар. Тата çакна асăрхаттарса калани те ытлашши пулмĕ: ешĕл утă çисе тăраннă выльăха шыв нумай ĕçтерме юрамасть, ирхине кĕтĕве хăваланă чухне те шыв ĕçтерессинчен тытăнса тăмалла. Кĕтÿçсене инкек пуласран тăтăшах вĕрентсе асăрхаттарсах тăмалла, вĕсен сумкинче пĕрремĕш пулăшу хатĕрĕсем (троакар, тимпанол тата ытти те) яланах пулмалла.
А.МЯСНИКОВ калаçнă.