18 мая 2011 г.
Чăваш Ен территорийĕнче çĕр айĕнчен мĕнле усăллă япаласем кăлараççĕ; Вĕсем республикăн хăш кĕтесĕнче ытларах тĕл пулаççĕ;
Ю.РОМАНОВ.
Республикăра çĕр айĕнчи пуянлăха 170 яхăн вырăнта тупса палăртнă. Пирĕн тăрăхра торф, сапропель, гипс, ангидрит, доломит, фосфорит, трепел, кварц хăйăрĕ, çунакан сланец тĕл пулать.
Торф ресурсĕсем республикăра пĕр пек сарăлман. Промышленноçра усă курма май пур торф саппасĕсен пысăк пайĕ – Атăл тата Сăр шывĕсен айлăмĕнче, Шупашкар, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Улатăр районĕсенче. Чăваш Енре пĕтĕмпе 216 вырăн (9,2 пин га) тупнă. Сапропель Атăлăн сулахай çыранĕнчи кÿлĕсемпе шурлăхсен таврашĕнче тĕл пулать. Гипсăн, ангидритăн, доломитăн Европăри чи пысăк саппасĕ Пăрачкав тăрăхĕнче вырнаçнă. Чăваш Енре фосфоритпа çунакан сланец пуррине иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенчех çирĕплетнĕ. 1926 çулта пуçланнă тĕпчевсем паян кунчченех тăсăлаççĕ. Чăваш Республики Атăл фосфор-сланец бассейнне лекет, çавна май кăнтăр пайĕнче фосфор пысăк лаптăк йышăнать. Çунакан сланец республикăн кăнтăр тата кăнтăр-хĕвел анăç пайĕнче ытларах тĕл пулать. 199,1 млн тоннăна яхăн саппас пуррине палăртаççĕ. Унăн хулăнăшĕ – 10-15 метр.