18 мая 2011 г.
Манăн атте – Иван Егорович Зайцев – Кивĕ Шелттемре 1908 çулта çуралнă. Кунта ÿснĕ. Ял çыннисем хисепленĕ ăна. Вĕсене кирлĕ пулнă вăл. Урăхла мĕнле-ха; Кирек мĕнле ĕçре те хастарлăхне, ăсталăхне кăтартнă. Акă, Сталин ячĕллĕ колхозăн Кĕлтти ĕшнинчи утарĕнче, 5-6 çул хушшинче хурт-хăмăра 100 çемьерен те ирттерсе панă. Вăрмантан тухакан аслă çырма юнашарах: ăна пĕветтернĕ. Шыв пуррине кайăк кăвакалсем, шыв чăххисем хăвăрт сиснĕ, ушкăнăн-ушкăнăн килсе илĕннĕ. Ара, вĕсем валли тем тĕрлĕ пулă та ĕрченĕ.
Кунтах çурт-йĕр çĕкленнĕ, омшаник пулса ларнă. Пыл хурчĕсен йышне ÿстерме пурте кирлĕ: хуçалăх йĕркелемелле. Çăкасем ларттарнă, курăксем актарнă.
Аттене ăста çĕвĕç тенĕ. Кĕпесем, шăлаварсем, халатсем çеç мар, кĕрĕксем, сăхмансем, пиншаксем çĕленĕ. Вĕсен умĕсене, çанни вĕçĕсене тĕрлесе илемлетме юратнă.
Клуб заведующине шанса лартсан çамрăксене, ял халăхне чунтанах савăнтарнă. Хут купăс хăй каланă. Яшсемпе пĕрле юрланă, ташланă. Спектакльсенче те вылянă, лекцисем, калаçусем йĕркеленĕ.
Каскалама ÿркенмен: килте сĕтел-пукан, шкап тата ыттине те хăех тунă. Çурт-йĕр хăпартма, тăррисене витме, хапхасем тума пултарнă. Час-часах нимесене хутшăннă, чĕннĕ çĕре кайнă, халăхпа пĕрле вăй хунă. Укçалла ĕçлесе çÿремен.
Аттене бригадира, колхоз председательне суйланă. Вăрçă тухнă. Ăна 1942 çул пуçлансан çара илсе кайнă. Анне мăшăрĕнчен 5 ачапа тăрса юлнă: асли – Нина аппа 14 çула кайнă, эпĕ кĕçĕнни çулталăк çурра çитнĕ. Пĕлместĕп, мĕн шутпа, аттене тухса кайиччен уринчен тытса ыталанă, вăл мана икĕ аллипе çÿле çĕклесе, çамкаран, питрен чуп туса хăварнă. Вăрçă хирне вăл хамăр ялти тепĕр хисеплĕ çынпа – Николай Авдеевичпа пĕрле тухса кайнă. Иккĕшĕ те чи хаяр тытăçусем пынă вăхăтра çапăçăва кĕнĕ. Нимĕç хурахĕсем Мускава ярса илме тапаçланнă. Ржев хули вĕсен аллине лекнĕ ĕнтĕ. Ун таврашĕсенче кашни шит çĕршĕн юн юхнă. Сталин приказ кăларнă: "Пĕр утăм та каялла чакмалла мар. Кăрлачăн 8-мĕшĕнчен наступление куçмалла..."
Аттепе Н.Авдеев Калинин фронтĕнчи 183 кавалери полкĕнче çапăçнă. Çав вăхăт çинчен танк полкĕн командирĕ А.Егоров çапла çырнă: "Тăшман пĕр вĕçĕм вут тăкнине пăхмасăр анлă юхан шыв патне çывхарса пыратпăр. Ножкино ялĕ палăрчĕ. Ун хыçĕнче – Атăл. Лященко аслă лейтенант тытса пыракан танк фрицсем еннелле ыткăнать. Вăл тăшманăн танксемпе çапăçакан батарейи çинелле вирхĕнчĕ. Нимĕç тупăран умлăн-хыçлăн перет. Лященко маневрсем тăвать, снарядсенчен тĕлĕнмелле хăтăлса юлать. Çав вăхăтрах хăйне çунтарма тăрăшакан оруди çине кĕрсе каять, ăна самантрах ватса хăварать, Лященкăна пулăшма юлташĕсем те çитеççĕ. Фашистсем тарма, вăрман еннелле чупма пикенчĕç. Танксем тăшмана май килнĕ таран ытларах тĕп тума тăрăшрĕç.
Çав кун Атăла илтĕмĕр. Гитлер çарĕ пирĕн ăнăçупа килĕшесшĕн пулмарĕ. Кулленех темçе хутчен çĕклене-çĕклене тухрĕ. Сывлăшра та çĕр çинче те кашни лаптăк çĕршĕн тытăçусем пычĕç..."
Çапла. Пирĕн салтаксен паттăрлăхĕ, шиксĕрлĕхĕ пирки пĕртте иккĕленместĕп. Ăна вĕсем Çĕнтерÿпе кăтартса панă. Пире чаплă çул пуçсем тесе вĕрентнĕ çынсем вара чылай ыйту çуратаççĕ.
Гитлер пĕр патшалăх хыççăн теприне ярса илет. Пирĕн çĕршыв чиккинелле çывхарса пырать. Çавнашкал лару-тăру чи çÿлтисене мĕншĕн шухăшлаттарман; Вĕсене çĕршыв хăватне çине тăрсах ÿстерсе пыма, чикĕ хĕррипе хÿтĕленĕве пикенсех çирĕплетме, хăватлă щит йĕркелеме кам чарнă; Фашистсем пирĕн çине вăрă-хурах пек систермесĕр тапăнса кĕни ма кĕтменлĕх пулнă. Чикĕ хĕррипе пур çĕрте те: сывлăшра та, çĕр çинче те, шывра та пĕтĕм хĕç-пăшал халь-халь ĕçлесе кайма хатĕр тăнă пулсан нимĕç çапла килсе кĕме хăю çитерейетчĕ-и;
Сталин 1942 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче приказ кăларнă. Çарăн пурнăçламалла. И.С.Конев ертсе пыракан Калинин фрончĕ пултарулăхпа уйрăмах палăрнă: хăш-пĕр дивизисем тăшман ярса илнĕ лаптăка 90-110 километр кĕрсе кайнă, вĕсен йышĕнче аттепе Н.Авдеев çапăçнă. Çакă тĕлĕнтерет: тăшмана хăвалакан дивизисене пур енлĕн пулăшса тăмалла: тытăçма вăрçă хатĕрĕ те, çынсем те куллен çителĕклĕ кирлĕ-çке. Çав вăхăтрах Хĕвел анăç фрончĕн командующийĕ, мухтавлă çар пуçĕ Г.К.Жуков юнашар фронта пулăшас чухне Вязьма еннелле наступлени тума приказ кăларнă. Гитлер çарне çакнашкал çăмăллăх питĕ вырăна килнĕ. Кăрлачăн 26-мĕшĕнче Модель генерал хушша кĕре-кĕре кайнă çарсене хупăрласа илме приказ çырнă. "...Тăшман пуçа çĕклесе илме çук вут-хĕм тăкать. Нарăсăн 21-мĕшĕнче пире пÿлсе лартрĕ. Çынсем çапăçма сахаллансах пыраççĕ. Сывлăшран та, çĕр çинчен те пулăшу туймастпăр. Тупăсен те, пулеметсен те, ыттисен те пемеллисем çитмеççĕ. Юлашки кĕрешĕве тухрăмăр. Çак тытăçура нумай салтак пуç хучĕ. Чылай çын аманчĕ. Çапăçура 183 дивизи генералĕ Константин Васильевич Комисаров вилмеллех аманчĕ. Ăслă, тавçăруллă, пысăк пĕлÿллĕс-керччĕ. Унпала Ржев патĕнчи пĕтĕм йывăрлăха пĕрле тÿссе ирттертĕмĕр".
Кам пĕлет, тен, хăш-пĕрисене çапла кирлĕ пулнă;
Çавăн пекех 246 дивизине те хупăрласа илнĕ. Мельников командир тыткăна лекнĕ. Должников комиссара персе пăрахнă. Мочаловски вăрманта 365 дивизине пĕр çын юлмиччен тĕп тунă. Пĕтĕм ялавĕ кĕл пулнă. Çапла вара кăрлач-нарăс уйăхĕсенче пирĕн 26647 çын вилĕм тупнă, 4880 çын тыткăна çакланнă, 187 танк, 3480 оруди, 68 самолет, 439 миномет, 741 пулемет тата ытти хĕç-пăшал тăшман аллине куçнă. Кунашкал пулса тухнăшăн ункăна çакланнисене айăплама йывăр: вĕсен çапăçма, хăйсене хÿтĕлеме нимĕн те юлман.
Г.К.Жуков та синкерлĕхе пытарман: "Каласан никам та ĕненмĕ, анчах çапăçу валли пирĕн хĕç-пăшал, пемеллисем çитмен. Кашни орудие 1-2 снарядран ытла тивмен". Çав вăхăтрах Сталин наступление тата та вăйлатма хистенĕ. Çакна И.С.Конев та Г.К.Жуков та хирĕçленĕ. Вĕсем ставкăран хамăрăн çарсене пĕр шелсĕр пĕтерсе пынине чарса лартма, çар хăватне ÿстерсе çирĕплетмесĕр куçма пăрахма темиçе хутчен те ыйтнă.
Темле майпа 5200 çын капкăнран тапаçланса тухнă. Вĕсенчен 820-шĕ аманнисем. Çак паттăрсем хушшинче аттепе Н.Авдеев та пулнă.
Сталин çĕнĕ приказ кăларать: наступление тытăнмалла, пуш-ака уйăхĕсенче Ржев таврашĕнчи нимĕçсене тĕпренех çапса ватмалла. Акан 5-мĕшĕнче хулана тăшмансенчен тасатмалла.
Стрелоксен 132 бригадинче çапăçнă Вячеслав Кондратьев писатель çапла çырнă: "Ака уйăхĕнче пирĕн окопсем те пулман. Уншăн никама та айăпламан. Çуркунне, шыв-шур, апат-çимĕç илсе пыма йывăр. Салтаксем выçăпа аптратчĕç. Имшерленсе халран кайнăскерсем шăннă çĕре чаваймастчĕç. Ротăри 150 çынран вун пĕрĕн юлтăмăр. Калама çук йывăрччĕ, питĕ йывăрччĕ. Фашистсем пире пĕтĕмпех пĕтерме пур тĕрлĕ техникăпа усă куратчĕç. Чăтма тăрăшаттăмăр. Çакă вăл паттăрлăх пулнă. Анчах ун чух эпир ăна пĕлмен..."
Атте тытăçнă Калинин фронтĕнчи пур салтак та çав тертех тÿснĕ: хĕлле вилнĕ лашасен какайне çинĕ, колхозăн шăтăкĕсенчи, пылчăклă анасенчи çĕрнĕ çĕр улмине пуçтарса апат тунă е хуппине сÿсе вĕри шывра ирĕлтернĕ, кĕсел туса ĕçнĕ.
Фрицсем пирĕн салтаксем йывăрлăха кĕрсе ÿкнине аван пĕлнĕ: çине тăрсах бомбăсем киле-киле тăкнă, снарядсемпе, минăсемпе ăшаланă. Атте çав кунсенче госпитальте сипленнĕ. Ункăра аманнă-и е каярах сусăрланнă-и – калаймастăп. Ун патне юлашки синкерлĕ кун умĕн Н.Авдеев кĕрсе тухнă. "Иртсе пырать пек. Эмелĕ те, апачĕ те пĕтнĕ", – каланă вăл.
Тепĕр кунне фрицсем пушшех те хĕрÿллĕн тапăннă: малтан самолетсем арăш-пирĕш вут тăкнă. Вĕсем хыççăн артиллери, пулеметсем ĕçе кÿлĕннĕ. Арканнă госпиталь ялкăшсах çуннă. Николай Авдеевич аттене урапа çинче асăрхаса ĕлкĕрнĕ. Пĕрле тата иккĕн выртнă. Çывăхра тухтăрсем те, лаша та курăнман. Çав самантра атте юлташĕ те алăран, ураран аманнă. Вăл таврашĕпех касса янă йывăçсем пек выртакан салтаксем хушшине ÿкнĕ.
Сурансем ыратаççĕ, юн сăрхăнать. Мĕскĕн чун тăнне çавах çухатмасть. Вăл пуçне кăштах çĕклеме пултарнă. Телейĕ пулнă: лаша урапи çинче икĕ офицер ларса пынине асăрханă. "Пулăшăр-ха", – асапсем витĕр сасă кăларнă Н. Авдеев. Çул çинчисем малтан илтмен пек тунă: иртсе кайма пуçланă, чарăннă. Темĕн канашланă. Сас панă çын патне пынă. Суранĕсене пăхнă. Пуç хунă хăш-пĕр салтаксен унччен аманнă вырăнĕсене чĕркесе янă марльăсем курăннă. Офицерсем васкасах вĕсене салтса илнĕ, сурансене çыхса янă. Хăйне урапа çине хунă. "Эсĕ лашана çак çулран ниçта пăрмасăр уттар. Тепĕр çул çине тухатăн. Сулахаялла кай. Хамăрăннисем патне тухатăн", – тенĕ вĕсем. Хăйсем темшĕн пĕрле пыман.
Вилес пек çын аттене пăхса илме вăй çитернĕ. Урапа вырăнĕнче тăпра купи çеç курăннă. "Тăшман каçса кайсах бомбăсем тăкрĕ. Мана тăпра ванчăкĕсем лекрĕç, урапа çине сирпĕнчĕç. Кăштах кайсан пĕр нимĕç сиксе тухрĕ. Питĕ тинкерсе пăхрĕ. Мĕн шутларĕ-ши – пемерĕ", – çĕтнĕ сассипе пĕлтерчĕ атте тусĕ.
Вăл хамăрăннисем патне тухнă. Ăна госпитале вырттарнă. 1944 çулта çуркунне сипленсе тухнă. Районти çар комиссариатне çитернĕ. Канашран киле лашапа леçнĕ.
– Пирĕн атте мĕншĕн-ха хыпарсăр çухалнисен шутне кĕнĕ; – ыйтнăччĕ эпĕ.
Николай Авдеевич куçĕ шывланчĕ, шултра куççуль тумламĕсем сăмса çумĕпе юхса урайне ÿкрĕç. Пуçне пăркаларĕ, сăмахĕсем каланмарĕç. Тен, вăл эпĕ ăна айăпланă пек ăнланчĕ; Пуçра унашкал шухăш пулман, халĕ те çук. Атте пирки сăмах урăх хускатман. Тавах вăл киле таврăнайнă. Пирĕн çывăх çын Ржев патĕнче пуç хунине пĕлейтĕмĕр. Аттене хыпарсăр çухатнăшăн, ун пирки пире нимĕн вырăнне те хуманшăн, налук, заем укçисем шăйăрнăшăн, тĕрлĕ парăм чуна илнĕшĕн, 18 çула çитсенех Нина аппашăн, ача туман тесе, 150 тенкĕ тÿлеттернĕшĕн чи çÿлтисене чăннипех те тарăхнă, паян та. Колхоз пĕр пус укçа тыттарман, пĕр грамм тырă валеçмен. Анне 5 ачана епле тăрантаркаланă, мĕнле тÿснĕ;
Çав çулсенче пирĕн çемье пек тип шар курни нумай ĕнтĕ, вĕсем мана ăнланаççĕ пулĕ; Кашни çыннăн хăйĕн шăпи. Вăл вăрттăнлăх пире валли мар. Акă, тепри фронтра пÿлĕмсенче ларса е тăшманпа çапăçакансем хыçĕнче хĕç-пăшалпа çÿресе синкерлĕхе ирттернĕ, наградăсем те илнĕ, ырă ятлă та. Ун пеккисенех паян пурăнакан мăшăрĕсем пур, вĕсен мăнукĕсене патшалăх хваттер те парать. Телей çапла. Кĕвĕçместĕп. Çĕр çинче тĕрĕсмарлăх чылай. Халĕ те хыпарсăр çухалнă текен ăнкарăва тÿрлетме май çук. Хам та 70 урлă каçрăм. Пĕрле çапăçнисем хамăрăннисем патне виççĕн çеç тухайнă. Паянхи куна çитеймен ĕнтĕ. Çакна калас килет: атте хыпарсăр çухалман, ăна çухатнă. Ржев хули патĕнче 1942 çулхи ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче пуç хунă.
А.ЗАЙЦЕВ.