18 мая 2011 г.
Мускаври "Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем – Чăваш Енрен тухнисем" юлташлăх председателĕн çумĕ, çар наукисен докторĕ И.Николаев ертсе пынипе Канаш тăрăхĕнче Мускаври тĕрлĕ çар аслă вĕренÿ заведенийĕсен курсанчĕсен ушкăнĕ пулчĕ. Ачча çĕрĕнче вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Совет Союзĕн Геройĕн А.П.Петров ячĕллĕ Ачча вăтам шкулĕн коллективĕ, Федерацин Хăрушсăрлăх службин офицерĕн, Дагестан Республикинчен çар тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă Р.Н.Желудкинăн ашшĕ Николай Васильевич тата йăмăкĕ Людмила ăшшăн кĕтсе илчĕç.
Хăнасем унăн вил тăприйĕ çинче пулчĕç, чечек кăшăлĕсем хучĕç. Çакăн хыççăн Ачча ялĕнчен вăрçă хирне тухса кайнă, каялла таврăнайман салтаксене асăнса лартнă палăк умĕнче митинг пулчĕ. Пухăннисем умĕнче райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов, Мускавран килнĕ хăнасем сăмах каларĕç. Р.Желудкин ашшĕне, Николай Васильевича, çакăн пек паттăр та хăюллă ывăл çитĕнтернĕшĕн, çамрăксене патриотла воспитани парассинче активлă пулнăшăн А.Г.Николаев ячĕллĕ медальпе наградăларĕç.
Палăк умне чечексем хучĕç. Шкул ачисен ушкăнĕ пысăках мар концерт лартса пачĕ.
А. ВИТАЛЬЕВ.