18 мая 2011 г.
Апрелĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче пуçласа космоса çын вĕçсе кайнăрăнпа 50 çул çитнине паллă турĕ. Районăн тĕп библиотеки çак датăна халалласа "Космос тата эпĕ" ятпа пултарулăх конкурсĕ ирттерчĕ. Унта 140 яхăн вулавçă хутшăнчĕ. Пĕтĕмпе тĕп библиотекăн ача-пăча уйрăмне 175 ĕç килчĕ. Нумаях пулмасть конкурса пĕтĕмлетрĕç.
Тĕрлĕ номинацире К.Игнатьева (Сиккасси библиотеки), М.Иванова (Асхва), А.Демьянов (Хучел), Вăрман Енĕш библиотекин вулавçисем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Н.Михайлова, Х.Козлова, А.Павлова, А.Николаев, К.Платонова, Ю.Кириллова, В.Александрова, А.Иванова, Д.Гурьев йышăнчĕç.
Л. ГЕРАСИМОВА, библиотека заведующийĕ.