18 мая 2011 г.
Аслă Çĕнтерÿ 66 çул тултарнине Чакаç тăрăхĕнче анлăн та чаплăн уявларĕç. Савăнăçлă та хурлăхлă митингсем кашни ялтах иртрĕç, вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăксен умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Аякри çĕрсенче куçĕсене хупнă, вăрçă хыççăн çĕре кĕнĕ салтаксене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Чакаç ял тăрăхĕнчи ялсенчен тăшмана хирĕç кĕрешме 343 çын тухса кайнă, вĕсенчен 258-шĕ каялла таврăнайман.
Шкул ачисем ветерансене уяв ячĕпе саламларĕç. Вăрçă çинчен çырнă сăвăсем вуларĕç, юрăсем юрларĕç. Митинг хыççăн ветерансене пурне те Чакаçри вăтам шкула пуçтарчĕç. Унта Çĕнтерĕве çывхартнă паттăр салтаксене, вĕсен арăмĕсене тата тыл ĕçченĕсене чысларĕç.
Шкулта малтан çамрăк армеецсен парачĕ пулчĕ. Парада шкул директорĕ Р. Анисимова йышăнчĕ. Кашни класс ветерансен умĕпе стройпа юрă юрласа иртрĕ.
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ кашни чун-чĕринчех пăлхану туйăмĕ çуратать. Ăна чăтăмсăр кĕтнĕ, пĕтĕм вăй-хала шеллемесĕр çывхартма тăрăшнă. Хаяр вăрçă çулĕсем асран тухми тарăн йĕр хăварнă. Вăрçа пула телейлĕ çемьесем арканнă, çын пурнăçĕ татăлнă.
Сĕтел хушшинче ветерансем вăрçă вăхăтĕнчи çулсене аса илчĕç. "Аслă Çĕнтерÿ çăмăл килмен, мирлĕ пурнăçа мĕнле хакпа çĕнсе илнине нихăçан та манăçа кăлармăпăр. Эсир пирĕн телейлĕ малашлăхшăн хăвăра шеллемесĕр кĕрешнĕ. Сирĕн умăрта пуç таятпăр", – терĕ Чакаç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Михайлов ветерансене тав туса. Вĕсене çавăн пекех районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев тата шкул директорĕ Р.Анисимова та саламласа ăшшăн тав турĕç.
Кашни ветерана, тыл ĕçченне парнесем парса чысларĕç. Ватăсем хăйсене тимлĕх уйăрнăшăн тата хисеп тунăшăн кăмăллă юлчĕç, хăйсен енчен тав сăмахĕсем каларĕç.
Уява йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн Г.Иванов, П.Ефремов, А.Долгова предпринимательсене, Канаш райпо правленине (председателĕ В.Павлов), Чакаç вăтам шкул коллективне тата ял тăрăхĕн ĕçченĕсене тав тăватпăр.
Н.АРСЕНТЬЕВА, библиотека заведующийĕ.