18 мая 2011 г.
"Цивиль" ООО сарлака уйĕнче пĕр-пĕрин хыççăн куçса пыракан ака-суха агрегачĕсене курсан аса килчĕç çак сăвă йĕркисем. Пусăсем ĕç шавĕпе тулнă кунта: Çĕнĕ Мами ялĕ хыçĕнче Михаил Тихонов механизатор - тулă, Мăкăр ялĕ çывăхĕнчи лаптăкра Герман Иванов (вăл 40 çул ытла трактор çинче) люцерна акаççĕ. Çурхи вичкĕн çил касса вĕрет. Юрий Жулин, Алексей Васильев сеяльщиксем сивве туймаççĕ тейĕн: сеялкăн пĕр ещĕкне вăрлăхпа тултараççĕ вĕсем, тепĕрне - минерал удобренийĕсемпе. Акара кашни минут шутра: Василий Петров, Юрий Иванов водительсем, агрегатсем патне вăрлăхпа удобрени турттараканскерсем, михĕсене пушатма пулăшаççĕ. Пурте вăр-вар ĕçлеççĕ, сăмах-юмах ваклама вăхăт çук.
Çур акине тĕплĕн хатĕрленнĕ хуçалăхра. Вăрлăх пĕтĕмпех кондициллĕ, сорчĕсем те аван. Ăна Галина Чернова, Иван Воронцов, Виталий Миронов им-çамлаççĕ. Сăмах май каласан, им-çамламасăр пĕр лаптăк та акмаççĕ кунта. Элита вăрлăхсем те кÿрсе килнĕ. Удобрени, çунтармалли-сĕрмелли шĕвек çителĕклĕ янтăланă. Тата çакна асăрхарăм: уйра ĕçлекен тракторсем, тĕпрен илсен, çĕнĕ, агрегатсем те çĕнĕ йышшисем. Акă, Иван Тихонов çамрăк механизатор çĕр кăпкалатнă çĕрте Америкăра туса кăларнă хăватлă "Ждондир" тракторпа ĕçлет. Хыçран кăкарнă культиватор тăпрана пĕр ăстрăмра 10,8 метр сарлакăш кăпкалатать. Акара усă куракан СЗ-5,4 сарлака акнипе пĕрлех анана катокласа пырать. Çапла вара çурхи уйра çĕнĕ технологи ĕçе хăвăртлатнипе пĕрлех унăн пахалăхне те ÿстерме пулăшать.
Паллă ĕнтĕ, ака-суха пусăра нÿрĕк сыхласа хăварнинчен пуçланать. Ку агромеслете пурнăçлама çĕр ĕçĕнче нумай çул тимлесе пысăк ăсталăх пухнă Герман Иванов, Андрей Семенов, Вениамин Яковлев, Петр Павлов механизаторсене шаннă. Вĕсем анасене хăвăртах сÿрелесе тухнă.
Кĕр тыррисем 278 гектар çинче ешереççĕ. Симĕс кавир пек сарăлса выртакан пусă аякранах куçа илĕртет. Удобренипе апатлантарнă хыççăн вăй илнĕ калчасем сар хĕвел ăшшинче çирĕппĕн аталанаççĕ. "Агрорус-Волга" ООО суту-илÿ çурчĕн агрономĕ Валерий Васильев пĕр-иккĕшне тăпăлтарса тĕрĕслерĕ. "Тымарсем çирĕп. Çанталăк пĕлтĕрхи пек шăрăх пулмасан, кĕрхи культурăсем пысăк тухăçпа савăнтарĕç", - терĕ вăл кăмăллăн.
Эрне каялла пулнăччĕ эпĕ "Цивиль" хуçалăхра. Ун чухнех çуртрисене акас ĕç вĕçленсе пыратчĕ, нÿрлĕ лаптăксем кăна, унта тракторсем кĕрейменнипе, сухаланмасăр-акăнмасăр юлнăччĕ. Ĕнер хуçалăх ертÿçипе В.Ефимовпа телефонпа çыхăнтăм. Хĕрÿ ĕççи тапхăрĕнче вăл та механизаторсемпе пĕрле яра кун уйра. "Çурхи тырăсене 400 гектар ытла акрăмăр. Халĕ çĕр улми анинче ĕçлетпĕр", - пĕлтерчĕ Вениамин Михайлович.
Çурхи кун çулталăк тăрантарать, тенĕ ваттисем. Çак чăнлăха ăша хывса, ĕç кĕвви шăранакан çурхи уйра вăйлă тухăç çитĕнтерес ĕмĕт-шанăçпа вăй хураççĕ "Цивиль" ООО çĕр ĕçченĕсем.
А.ВЛАДИМИРОВ.