13 мая 2011 г.
Тÿпере тăрисем тăрлатаççĕ. Ватă йăмрасем çинче хура кураксем каçса кайса шавлаççĕ. Пур чуна чĕрĕлĕх кĕрет. Сталин ячĕллĕ колхозра ĕçсем пуçланчĕç: Вăрăм шывĕ леш енче ларакан тимĕрçĕ лаççинче хĕрсех ăшталанаççĕ, хĕртнĕ тимĕре чанк! та чанк! тутарса шакканă сасă таçтах ăсанать.
Çапла. Пурте малалла пурăнасшăн. Кашни чун хăйĕн ĕçне тăвать. Хамăр çĕршыврах вара кашни пĕр шит çĕршĕн калама çук хаяр тытăçусем пыраççĕ.
Александр Степанов Сиккассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсанах районти çар комиссариятне утнă. 18 çулти çамрăк хăйне "пиçсе çитнĕ" тесе шутланă: пĕвĕ çÿллĕ, çирĕп. Шкулта спортăн пур енĕпе те унпа тупăшма пултаракан пĕр тантăш та çук: волейболла-и, баскетболла-и – вăл командăра. Çуран е йĕлтĕр сырса чупмалла-и – района ăна илсе каяççĕ. Спортăн 1-мĕш разрячĕн нормине тултарнă. Район чемпионĕ. Винтовкăран тĕллесе лектерессипе те Александрăн чи лайăх кăтарту.
Ачасем шкула пĕлÿ илме çÿреççĕ. А.Степанова ку енĕпе те ырламалла çеç: çитĕнсе çитнине çирĕплетсе паракан аттестатра пур предметпа та "5" паллăсем кăна. Пĕрремĕш класранах çапла вĕренсе пынă. Ахальтен мар ĕнтĕ йĕкĕте çар комиссариачĕн ертÿçи аван пĕлнĕ.
– Ывăлăм, ан хыпалан, – тенĕ вăл, – эсĕ пирĕн шутра. Хамăрах чĕнсе илĕпĕр.
Александăра Кивĕ Шелттемри 7 класлă шкулта вĕрентекен Аля уйрăмах канăçсăррăн кĕтсе илнĕ. Тăп-тăп вăтам пÿллĕ, кăн-кăвак куçлă, çавракарах питлĕ хĕр. Сарă çÿçне шелкăвăй хăюпа çивĕтлесе пуç хыçне ярать. Вăл йĕкĕтпе пĕр çулаллах.
– Мĕн терĕç вара; – пăшăлтатнă Аля. Хăй йĕкĕт çумне тата та тачăрах çыпçăннă. Александр ассăн сывласа янă.
– Тепре кайса килме тивет ĕнтĕ, – каччă та çурма сас çеç кăларнă. Вĕсем çĕмĕрт айне ларма ятарласа тунă сак çине вырнаçнă. Йĕкĕт сылтăм аллипе пикене ыталанă, сулахайне унăн пĕççисем çине хунă. Çав алă çине ăшă куççулĕ тумланă.
Вăрçă пырать. Шанчăк паракан ырă хыпар çук та темелле. Яла пĕри – хăрах алăпа, тепри – икĕ урине те çухатса, виççĕмĕш хăрах куçĕпе таврăнаканни те пур. Хыпарсăр çĕтнĕ тенисем йышлă. Телейлĕ малашлăх пирки ăçтан ĕмĕтленейĕн-ха. Çавах çамрăксем савăнма тăрăшаççĕ. Вĕсен пĕр ушкăнĕ юнашарах. Тата иккĕшĕ – ялăн икĕ енче.
Балалайка та пăнтăртатать, юрă та юхать. Хут çырма урамĕнче ташлаççĕ те пулас: çине-çине шăхăрни те, алă çупса такмаклани те илтĕнеççĕ.
Мăнтарăн çамрăкĕсем: хăшĕ пылчăклă хиртен пуçтарса килнĕ крахмал икерчи çикеленĕ пулĕ, вăрмантан шĕшкĕсенчен пухнă кăчкăпа çырлахни те пур ĕнтĕ, йĕлме хуппине авăртса пĕçернĕ пăтăпа йăпанни сахал мар. Кун-каçа колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Çитĕнсе çитеймен шĕвĕрккесем, пикесем лашапа мар, вăкăрпа çĕр улми, вăрман турттарнă. Вĕсем тÿснĕ асапсем çинчен каласа та пĕтереймĕн. Мĕскĕнсем урамра çавах улшăнаççĕ, хавас кÿреççĕ.
Шуçăм çути палăрнă. Александр Аля килĕсем еннелле ерипен уттарнă.
Вăхăт шунă. Питрав иртнĕ. А.Степанов ячĕпе çар комиссариатĕнчен хут килнĕ: ирхине 7 сехете çитме хушнă. Альăна пĕлтерме те май килмен: хĕр пĕр эрнелĕхе шăпах амăшĕ патне кайнă.
Александăра Владимир хулине илсе çитернĕ: пехота училищи ăна йышăннă. Фронта вĕреннĕ пултаруллă çамрăксем ытларах кирлĕ. 19 çулхи йĕкĕт çар шкулне 1943 çулхи пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче пĕтернĕ. Училищĕ пуçлăхĕ Железняков генерал-майор Александр "5" паллăсемпе вĕренсе тухнине çирĕплетсе удостоверени панă, лейтенант-пулеметчик ят илнĕ. Йĕкĕте Калинин фронтне янă. Ку çар Мускава ярса илме тапăçланакан нимĕç хурахĕсемпе çине тăрса çапăçнă. Ăна 1941 çулхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче йĕркеленĕ.
Малтанхи тытăçусенче пысăк çухатусем тÿснĕ. Мĕн тăвăн; Нимĕçсен ăсталăхĕ пысăкрах пулнă: çапăçăва планласси, пирĕннисем çинчен пĕлесси, çарпа çар хушшинче çыхăнусем тытса тăрасси, хĕç-пăшалпа тивĕçтересси тата ытти енсемпе те пирĕннисенчен лайăхрах пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ака уйăхĕн вĕçнелле пирĕн çар Ржевпа Вязем хушшинчи çапăçусенче 776919 çын çухатнă. Фашистла Германин 45929 çын вилнĕ. Синкерлĕ лару-тăру командованине хытах шутлаттарнă. Çак шухăша тивĕçнĕ çынсенчен пĕри А. Степанов пулнă та ĕнтĕ. Вăл çапăçу хирĕнче йĕлтĕрçĕсен батальонне лекнĕ.
– Разведчиксен взводне йышăнăр, – хушнă батальон командирĕ.
– Эпĕ...; – тĕлĕннĕ училище саккинчен тин çеç хăпнă лейтенант.
– Ан хумханăр, – сассине кăштах çемçетнĕ майор, – пирĕн вĕсем темле лару-тăрура та пулса курнă. Пĕр-пĕрне пулăшасси йăлана кĕнĕ. Часах приказ панă: "чĕлхе" тупса килмелле.
Саккăрăн çула тухнă. Йĕплĕ пралуксем, мина уйĕсем хыçа юлнă. Акă, çĕре чавса тунă пÿлĕм. Фрицсем курăнмаççĕ: апата ларнă пулас;
– Çакăнта кĕтсе тăратпăр! – хушу панă командир. – Куратăр-и, карабина тайăнтарса хунă. Нимĕç пÿлĕмре нумаях тăмĕ. Тухсанах ярса тытăпăр.
А.Степанов хырăмпа шуса кайнă. Ун хыçĕнче 100 килограма яхăн таякан Сухонько пынă. Вăл – Украина çынни. Кистин та вĕсенчен юлман.
Ĕçĕ малтан шутланă пекех пулса тухнă: пÿлĕмрен фриц тухнă, унталла-кунталла пăхма та ĕлкĕреймен – ăна Сухонько сапер кĕреçипе мăйранах лектернĕ. Çĕре тÿп кăна ÿкнĕ нимĕçе лейтенант васкасах çăварне малтан хатĕрленĕ пăкă чиксе хунă. Кистин та вăр-вар ĕçленĕ: кантрапа урине çыхса лартнă. Ĕçлекенсем патне тата икĕ разведчик çитнĕ: пурте пĕрле нимĕçе траншейă тăрăх çĕклесе кайнă. Ĕç пулса иртнĕ вырăнта лейтенант кăна тăрса юлнă. "Чĕлхепе" кайнисене инçерех кайма памалла-çке. Уй куçлă тесе ахальтен каламан: типшĕмрех тăсланкă нимĕç самантрах умма сиксе тухнă. Вăл пĕр сас-чĕв кăлармасăр А. Степанова çинçе пÿрнисемпе мăйран ярса тытнă. Çамрăк командир çухалса кайман: çĕçĕ çумрах, унпала фрица кăкăртан чикнĕ. Нимĕç юнне Александ çинелле сирпĕтсе çĕре тĕшĕрĕлсе аннă. Юнашарах тепĕр нимĕç те пулнă: вăл командира пулăшма васкакан Шаров çинелле парабеллумне çĕкленĕ. А. Степанов фриц еннелле кушак пек сиксе ÿкнĕ, ăна урипе ачаш вырăнтанах лектернĕ, çĕççипе мăйĕнчен сĕрнĕ.
Александ юлташĕсем патне васканă.
Унта та кунта снаряд-мина тăкăнать, бомба çурăлать, пулемет шатăртатать. Нимĕçсем те, пирĕннисем те тĕк тăмаççĕ. Пытанкаласа çеç малалла куçма тивет. Разведчиксем нимĕçе çĕклесе те пăхаççĕ, сĕтĕркелесе те илеççĕ. Саккăртан çиччĕшĕ хамăрăннисем патне вутпа тăхлан витĕр тенĕ пек çитнĕ: вилмеллех аманнă Шарова пытарса хăварма тивнĕ.
Командовани "чĕлхешĕн" пур разведчика та тав тунă: орденпа наградăласа палăртнă. Çамрăк командира аслă лейтенант ят панă. Чи пахи вара: пĕрле пулнисем хăйсен ертÿçи мĕнле çын пулнине ăнланни.
Вăрçă хирĕнче пĕрре тунă хастарлăхпа лăпланса пурăнма çук: ытти салтаксемпе юнашар тăрса тытăçусене кĕме те, çÿлтен панă хушусене пурнăçлама та тивет. Тăшман тылĕнчи пысăк кĕпере сирпĕтме приказ килет.
А.Степановпа юлташĕсем çула сĕм çĕрле тухаççĕ. Самолетпа. Тăшман тылне 100-110 километр шала кĕрсе антарса хăварнă. Фашистсем çăлтăрлă тимĕр кайăка фронт линийĕ урлă каçсанах асăрханă, урăм-сурăм çулăм тăкма пикеннĕ. Летчик опытлă: тăшман йышăнса илнĕ территорие вуншар хут çÿресе пăхнă. Хальхинче те ăнăçлăнах каялла хамăрăннисем еннелле сулăннă.
Кашни разведчиках хăйĕн парашютне пытарнă. Малтан калаçса татăлнă пек пĕр-пĕрне сигналсем панă, вырăна пуçтарăннă. Канашланă. Кĕпер патне тата 20-25 километр çуран утнă. Кун çути те палăрнă. Каç пуличчен кĕтме, сăнама тивнĕ.
Кĕпере тăшман питĕ тимлĕн сыхланă. Çыран икĕ енне 18 çынран хурал тăратнă. Пĕр çыранĕнче – ДОТ, тепринче – ДЗОТ. Паллах, икĕ енче те пулеметсем. Нимĕçсем кашни икĕ сехетрен пĕп-пĕрне улăштарнă. Хуралта пулнисене канса илме будкăсем лартнă. Кĕпере прожекторсем çутатса тăнă: тăршшĕ 150 метр ытларах.
Разведчиксем кĕпер патне епле çывхарас, кам мĕн тăвас пирки тĕплĕн шутласа хунă. Анчах ĕçĕ малтан палăртнă пек пулса тухайман. Çĕре минăсенчен тасатса кĕпер патне çывхарнă-ха. Пĕр ушкăнĕн Великая юхан шыв урлă каçмалла, çур çĕр иртсен пĕр сехетре ĕçе пикенмелле пулнă. Кĕперĕ çывăхах та мар, каçĕ тĕттĕм – ушкăна нимĕçсем асăрханă. Хуралта тăракансен йыттисем çуйха-çуйха вĕрме пуçланă. Фрицсем шăв-шав кăларнă, автомачĕсенчен вут тăкнă. Пурте асăрханă ушкăн еннелле чупнă.
Ку енне юлнисем йытăсем каçса кайса туллашнине пăхмасăрах кĕпер айне васкасах взрывчаткăсем вырнаçтарнă. Пирĕннисемпе фрицсем пĕр-пĕрне ăшаланă вăхăтра кĕпер сывлăша çĕкленнĕ. Нимĕн те ăнланса илеймен фашистсем ăçта май килнĕ унта тарса пĕтнĕ. Çапла вара 13 разведчикран пĕри те катăлман. Пурте пĕр вырăна пуçтарăннă. Хамăрăннисем еннелле çула тухнă. Паллах, вĕсем нимĕçсен пысăк ушкăнĕ хăпса тухасса иккĕленмен. Хăйсем пултарнă пек маневрсем тунă. Юхан шыв урлă каллĕ-маллĕ ише-ише каçнă, сĕм вăрмана кĕрсе кайнă. Татах шыв урлă каçнă. Хамăрăннисем патне ырă-сывах çитнĕ.
Çакна палăртса хăвармалла: пирĕн ял каччи, çамрăк офицер нумайăшне килĕшнĕ. Акă, Неделяев хушаматлă сержант "Лейтенанта, Александр Степанов юлташа" ятпа 1943 çулхи утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче сăвă çырнă. 21 куплетлă. Манăн 3 куплетне те пулин вырăслах кăтартса хăварас килет.
... Тебе, мой товарищ,
Мой друг лейтенант,
Своих посещаю
Стихов вариант...
Ясна, благородна.
Чиста наша цель.
Фашистских уродин
Берем на прицел.
За жизнь без насилья
Армейских господ.
Все наши усилья –
К победе вперед.
Калинин фрончĕ.
Вăрçă хирĕнчи çамрăксен çакнашкал пысăк шанчăк пулни пире хавхалантарать, шутлаттарать.
Кулленех тенĕ пек тытăçу, юн, вилĕм куç умĕнчех. Пурин пирки каласа та пĕтереймĕн. Акă, 1945 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ "чĕлхе" тупса килме А.Степанов хăй кайнă. Рота командирĕ. Ăна çула тухма никам та хистемен. Маларах ротăри взвод нимĕç тылне документсем илме кайнă. Разведчиксене А.Степанов хатĕрленĕ. Командир ĕç тума чи хастаррисене, чи тивĕçлисене, чи çирĕпписене суйласа илнĕ. Вĕсене вĕрентнĕ, хатĕрленĕ. Пурте спортпа туслă. Анчах ĕç путланнă. 15 çынран пĕри те каялла таврăнман. Докуменчĕсене пирĕннисен тыткăнĕнче пурăннă нимĕçĕн парса ямалла пулнă. Ăна хăйсеннисем патне ятарласа яни пысăк вăрттăнлăхра пулнă хыпарсем çитнĕ тăрăх çакă паллă: разведчиксене те, нимĕçе те документсене илнĕ вăхăтра пĕтерсе тăкнă. Çакăншăн командовани питĕ пăшăрханнă. Тăшманăн малаллахи шухăшĕ питĕ кирлĕ.
Кашни ăсмассерен кашăка çăмах кĕмест теççĕ. Рота командирĕ ăнăçсăр ĕçшĕн хăй те айăплă пек туйнă. Вăл разведчиксен тепĕр ушкăнĕпе çула тухнă. Акă, вĕсем нимĕçсен штабĕ патне çитсе вырнаçнă. Сад. Чей йывăççисем, хурлăхан тĕмĕсем. Хĕвел каç енне сулăннă. Нумаях та кĕтсе ларайман: пĕр нимĕç офицерĕ А.Степанов умнех çитнĕ. Пулать вĕт. Вăл çăмăлланма шутланă. Туалет инçех мар. Анчах фрицăн пуçне темĕн пырса кĕнĕ; Вăл васкаса пиçиххине салтма тытăннă. Тепĕр чухне кушак патне те шăши хăех пырать. Командир нимĕç куç хупса иличчен çиçĕмлĕ хăвăрт офицер патне çитнĕ. Ăна сылтăм ал лаппин хĕррипе качак пÿрни енĕпе мăйĕнчен пĕтĕм вăйран хĕçпе каснă пек çапнă. Фриц çĕре персе аннă. Вырăнĕ меллĕ: юнашарах тарăн типĕ çырма. Шыв кăшт çеç. Разведчиксем йĕр çухатас тесе чылай тăрăшнă: пĕве вĕçĕнчи шыв урлă темиçе хутчен каллĕ-маллĕ хутланă. Вăрмана кĕрсе кайнă. Унта та пĕвене кĕрсе кайнă. Вăрманта та йĕре пăтраштарма тăрăшса урлă-пирлĕ кумса çÿренĕ. Çапла вара малтанах калаçса хунă вырăна çитнĕ. Кунта разведчиксене самолет кĕтсе илнĕ. Ăнăçлăнах хамăрăннисем патне таврăннă. Тытса килнĕ фрица кирлĕ çĕре панă. Ку нимĕç чăн та питех те хаклăскер: штаб пуçлăхĕ. Командовани ку "чĕлхешĕн" чăннипех те хĕпĕртенĕ. Пур разведчика та орденпа наградăланă, А.Степанова майор ятне панă; Батальон ăна Совет Союзĕн Геройĕ ячĕпе чыс тăвасшăн пулнă, кирлĕ çĕре хучĕсене хатĕрлесе тăратнă. Анчах докуменчĕсем çухалнă: мĕн пирки – калаймастăп. Вăрçă, темле те пăтраннă пулĕ.
"Эпĕ çапăçусенче палăрас, "герой" пулас шухăш пач тытман", – терĕ вăл пĕр тĕл пулура. Шелттемри вăтам шкулта вĕренекенсем патне янă çырура та çавнах çырнă.
Нимĕç штабĕн пуçлăхĕ питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ хыпар пĕлтернĕ: фашистсен командованийĕ 1945 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче йышăну кăларнă: 4-мĕш çарне Пиллау районне васкасах куçармалла. Ку çарăн çарпа пĕрлешсе пирĕннисене хирĕç тухмалла.
Пирĕн командовани тăхтаса тăман: урăм-сурăм вут тăкма пикеннĕ. Торпедăллă катерсем, шыв айĕн çÿрекен кимĕсем, авиаци ĕçе кÿлĕннĕ. Самолетсем çеç 20 пин вĕçев ирттернĕ, вĕсенчен 4590-шне çĕрле тунă. Çавнашкал хĕрÿ аркатура "Çурçĕр" çарĕн чи хăватлă шутланнă виçĕ ушкăнĕ пĕтĕмпех пĕтнĕ. Пиллау районĕнчи тытăçусем пуш уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне вĕçленнĕ. Нумай фриц пуçне хунă, тыткăна лекнĕ. Самолетсем, танксем, минометсем – пирĕннисен аллине лекнĕ.
Вăрçă хирĕ хаяр. Никамшăн та шел çук. А.Степанов тăватă хутчен аманнă. Виçĕ хутчен госпитальте сипленсе тухнă. Пĕврен аманнă. Хăрах хуллинчен пульă тухса кайнă. Бомба çывăхрах ÿкнĕ: Александăра тăпра хупăрласа хунă. Юрать ха юлташĕсем асăрхаса ĕлкĕрнĕ: çийĕнчех тăпра купине сирсе командира кăларнă, госпитале ăсатнă. Çăвар юрăхсăра тухнă. Тухтăрсем искусственнăй шăлсем, çăвар маччи лартса панă. Сипленнĕ, татах çапăçу хирне тухнă. Валентин Урташ сăвăç калашле: вилĕме вилĕмпе çĕнтернĕ. Тăшман тĕп йăвине – Берлина çитнĕ. Мускавра ирттернĕ пĕрремĕш Çĕнтерÿ парадне хутшăннă. Çакна вăл чăннипех те тивĕç: А.Степанов 9 орден кавалерĕ. Унăн Çăлтăр орденĕ çеç виççĕ. Медальсем çирĕм те пур. Вĕсене пĕрне те кăкăр умне илемшĕн çакман: паттăрлăхшăн, вилĕмрен сĕхĕрленмесĕр кĕрешнĕшĕн панă. Вăрçăра вичкĕн, шелсĕр пулнă. Ырă сунакансемшĕн – çывăх тус. Ахальтен мар ĕнтĕ Польша правительстви орденпа чыс тунă. Демократиллĕ Германи Республикинче службăра тăнă чухне нимĕçсем "Стендаль хулин хисеплĕ Гражданинĕ" ят панă. Стендаль районĕн Нимĕçсемпе Советсен Туслăхĕн Обществи çапла çырнă: Степанов Александр Степанович юлташа, 1924 çулхи утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче çуралнă, хисеплесе тата ырă ĕçĕсене шута илсе М21 номерлĕ "Волга" автомобиль парнелетпĕр.
Александр Степанович Стендаль районĕнче пурăнакансем хушшинче нимĕçсемпе Совет халăхĕсен туслăхне çирĕплетсе нумай ĕç тăвать. Стендаль хулинче пархатарлăхпа палăрать.
Эпир Степанов юлташа чăннипех те хисеплетпĕр, ырă сунатпăр. Пур патшалăхпа обществăлла организацисене те çапла тума ыйтатпăр. Унăн тава тивĕçлĕ ĕçĕсене шута илсе эпир ăна пур çĕрте те пĕр тăхтаса тăмасăр тивĕçлĕ пулăшу парасса шанса тăратпăр.
Хаклă юлташа çирĕп сывлăх, тулли телей, çак тĕнчере ырри мĕн пур – пĕтĕмпех унăн пулма сунатпăр.
Нимĕçсемпе Совет Туслăхĕн правлени Секретарĕ: Лоренц
Нимĕçлерен вырăсла В.Б. Азариев куçарнă".
Паллах, кунашкал хисепе тивĕç пулма хамăрăн та ыттисене хисеплеме пĕлмелле. А.С.Степанов пурнăçне çарта ирттернĕ. Мĕн тума пултарнипе пĕрре те çырлахса ларман. Вăл 41 çула кайса Мускаври Р.Я.Малиновский Маршал ячĕллĕ, Хĕрлĕ ялавлă Ленин Орденлĕ Çар Академине вĕренме кĕнĕ, 1969 çулта пĕтернĕ. Çав çулхи çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче Патшалăх комиссийĕ йышăннипе Степанов Александр Степановича Аслă Çар пĕлĕвлĕ, квалификациллĕ Офицерĕ ят панă. Çакна патшалăх экзаменĕн комиссийĕн председателĕ П.Батов çар генералĕ, академи начальникĕ Лесик генерал-полковник тата Федосев инженер-полковник секретарь 550559ч номерлĕ Диплом парса çирĕплетнĕ.
Вăл чĕререн тапса тăракан хĕрÿлĕхпе лейтенантран полковника çитнĕ.
А.Степанов пеккисем пирки Г.К.Жуков та çапла каланă: "Совет разведчикĕсем тĕлĕн-мелле хастар ĕçленипе эпир нимĕç ушкăнĕсем ĕçĕсем çинчен питех те кирлĕ хыпарсем, кăтартусем вăхăтра илсе тăнă".
А.Степанов юлашки çулсенче Одесса хулинче пурăннă. Унăн ывăлпа хĕр пурăнаççĕ. Вăл 2002 çулта çĕре кĕнĕ. Эпир ăна асрах тытатпăр. Çĕнĕ Шелттем библиотекинче унăн ячĕпе кĕтес йĕркеленĕ. Унăн ертÿçи Т.Иванова А.Степанов пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма тĕрлĕ мероприяти ирттерет. Кĕтес Шелттемри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта та пур. Вĕренекенсем хăйсен ентешĕ çинчен лайăхрах пĕлес тесе унта час-часах пыраççĕ, материалсемпе паллашаççĕ.
Шелттем ял тăрăхĕн администрацийĕ Кивĕ Шелттемре пĕр урама унăн ятне пама, вăл кун курнă, пурăннă çурт çине "Кунта А.С.Степанов çуралнă" тесе çырнă хăма çакма ĕç пуçарма тăрăшать.
Нимĕç хурахĕсем тапăнса кĕнĕренпе 70 çул çитнĕ тĕле пĕтĕм ĕç пурнăçланĕ.
А.С.Степанов Кивĕ Шелттемрен. Вăл манăн аннепе пĕр тăван Çтаппан куккан ывăлĕ. Хама çывăх çынсенчен çавнашкал паттăр палăрнăшăн эпĕ чăннипех мăнаçланатăп, савăнатăп. Унăн ятне манăн ăру та, ентешсем те çÿлте тытасса шанса тăратăп.
А.ЗАЙЦЕВ, РФ журналисчĕсен Союзĕн членĕ.