АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турă панă телей

13 мая 2011 г.

...Хĕрÿ ĕççи вăхăчĕ. Мĕн сĕм тĕттĕм пуличчен хирте комбайнсен сасси лăпланмасть. Катари уйсенчен "уй-хир карапĕсен" сасси кăшт кĕрленĕн илтĕнет пулсан, çывăхри вырăнтан вара хăвăнпа юнашар пулнăнах туйăнса чуна çĕклентерсе ярать. Ара, кашни комбайнер хăйне шанса панă техникăна тухăçлă ĕçлеттерме тăрăшать.

Комбайнсем çапса тĕшĕленĕ тырра машинăсемпе йĕтем çине турттарас ĕçе аван йĕркеленĕ. Ылтăн пек сарă тулă унта пĕр чăрмавсăр пырса кĕрет.

Пуçăннă лаптăка вырса пĕтерсен комбайнсем урăх тырă пуссине куçас çуккине пĕлсе, тен, кун каçипе тырă турттарса ĕшĕннĕрен Валентин Нимĕчкасси уйĕнчен механизациленĕ комплекса çитме васкамарĕ.

Вăхăт каç енне сулăннă ĕнтĕ. Хĕвелĕн кăнтăрла йăлтăркка çутатса тăракан пайăркисем кĕç-вĕç çĕр питĕнчен уйрăлса таçта тарса пытанма хатĕр. Валентин тытса пыракан самосвал-машина тăвалла хăпарнăран-ши, е тырри ытти чухнехинчен ытларах тиенĕрен вăраххăнрах пырать. Темĕн шухăша кайнă автомашина хуçи те васкама шутламасть. Çула-мĕн тухсан ялан тимлесе çÿреме хăнăхнăскер машина умĕнчен шăши чупса иртнине те çийĕнчех асăрхать. Çĕрле автомашина фарĕ çутатнă тĕле мĕн чухлĕ мулкач сиксе тухман-ши тата; "Шутне те пĕлес çук", – каласа панăччĕ пĕррехинче водитель хăех.

Çулăн икĕ енĕпе çум курăк вĕтлĕх вăрман пек кашласа ларать, пилĕкрен çÿллĕ. Машина чипер пынă хушăрах темĕнле лакăма анса тăрăнчĕ. Çакă шофера кабинăран тухса машина тавралла çаврăнма тата кустăрмасене шаккаса тĕрĕслемех хистерĕ. "Пурте йĕркеллĕ, аван, хăрамалли çук", – шутласа илчĕ хăй асĕнче машинăна тапратса малалла кайма хатĕрленсе. Çав хушăра машина умĕнче темĕнле хура муклашка пек япала выртнине асăрхарĕ. Ĕне, лаша каяшĕ мар-и тесе урапа тапса пăхма та хатĕрччĕ, анчах... Унччен те пулмарĕ çав вырăнтан сисмесĕрех вĕлле хурчĕсем сĕрлесе унталла-кунталла сапаланса вĕçме тытăнчĕç. Ав, пĕр хурчĕ çамкаран сăхма та ĕлкĕрчĕ.

Пчелкин машинăна тапратса асăрхануллă хускалса малалла çула тухрĕ. Мĕн йĕтем çинчи механизациленĕ комплекса çитсе тырра пушатичченех çул çинче курнă вĕлле хурчĕсем канăç памарĕç шофера.

"Мĕн тумалла; Хам хурт-хăмăр йĕркине ăнлансах каймастăп, мăшăр та çавнашкалах. Анчах та ку вĕллерен тухнă çăвăр хурт, халĕ шăпах çăвăр ямалли вăхăт", – татăклăн шутласа илчĕ Валентин. Вăл унччен те çынсем уйра çăвăр хурт тытнине пĕрре кăна мар илтнĕччĕ. Кĕçĕрех кайса пухса килмелле, ырана хăварма юрамасть, унсăрăн машинăсем урлă каçса кайса хуртсене вĕлерес хăрушлăх та пур.

Килне кайса пĕлтерсе çÿремесĕрех Валентин юнашар ялти хăйне шкулта вĕрентнĕ учитель патне çул тытрĕ. "Лайăх çын, хăй те чылайранпа хурт-хăмăр тытать, пулăшма кирлех ĕнтĕ" – çапларах шухăшсемпе пырса кĕчĕ вăл ялти ятлă-сумлă çын патне.

– Мĕн çăмăлпаччĕ; – тытăнчăклăрах сасăпа ыйтрĕ кил хуçи хапха умне машинăпах çитсе чарăннă шофертан.

– Хыпарĕ çавнашкал. Ав çав урампа хăпаракан çул хĕрринчи хупах çине вĕлле хурчĕсем хуран евĕр сырăнса ларнине асăрхарăм. Шăпах машинăпа комбайн патĕнчен йĕтем çине тырă турттарса хăпараттăм та. Пĕрле кайса пăхмăпăр-ши; Ĕçе пăрахнă-пăрахманах килтĕм васкаса, – пĕлтерчĕ хăй шухăшне Валентин.

Иван Васильевич, ватă учитель, хурт-хăмăр ăсти пĕрле пырса вĕлле хурчĕсене пуçтарса килме пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ.

– Вăхăта тăсмăпăр, халех кайăпăр. Ав, вĕркĕчĕ те сÿнмен пуль-ха, эсĕ килес умĕн кăна пахчари вĕллесене пăхса пĕтертĕм. Пĕр-икĕ çемйи çăвăр кăларасшăн курăнать, хурчĕсем леток умне йышлăн тухса ларакан пулчĕç. Пĕр çемйинче ама хуранĕсем те йышлăн курăнчĕç, татса илме ĕлкĕреймерĕм.

Кирлĕ хатĕрсене васкавлăн пуçтарчĕç те çула тухрĕç. Вăхăт нумай та иртмерĕ палăртнă вырăна çитрĕç. Хĕвел те ансах ларман-ха.

Пыл хурчĕсем сăхасран сыхланса утарçă пуçне ятарласа çĕленĕ сетка тăхăнса ячĕ. Унтан çул айккинчи хупах çине кăкшăм евĕр пуçтарăнса ларнă хурт чăмăркки çине вĕркĕчрен вĕртсе тĕтĕмпе тĕтĕрчĕ. Йывăç çăпала илсе хуртсене васкамасăр ăса-ăса пурăка ячĕ.

– Хуртсем йышлă, пĕрремĕш çăвăр курăнать. Енчен те ами çухалман пулсан пурте йĕркеллех пулĕ. Турă панă телей, – терĕ те пурăка тирпейлĕн çыхса лартрĕ.

Пурăка питĕ асăрхануллă илсе çитерчĕç. Кайран ăна мунча çумĕнчи сулхăна пăтаран çакса хучĕç.

– Халĕ ĕнтĕ вĕлле кирлĕ пулать, – терĕ учитель. – Хăвăрăн çук пулсан хальлĕхе хамăнне парса ярăп. Килте пушă вĕллесем пулма кирлĕ.

Часах хапха умĕнчи машинăна тапратса юнашар яла вĕлле илме кайма тухрĕç. Çÿлĕ кал-кал, асфальт сарнă, каллĕ-маллĕ кайса килме те виçĕ çухрăмран ытла мар. Сарайне пуçтарса лартнă вĕллесенчен пĕрне, сарăпа сăрланине, машина çине тухса лартрĕç. Ăна валли пахчара меллĕ вырăн тупăнчĕ.

Ăста утарçă вĕллепе пĕрле ăшне лартма хатĕр 8 рамка та илсе килнĕ. Марта урисене тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн Иван Васильевич вĕллене пĕчĕккĕн хатĕрлеме пуçларĕ: ăшне тутлă шăршăллă мелисса курăкĕпе сĕрсе тухрĕ, караслă рамкăсене тирпейлĕн вырнаçтарчĕ, икĕ енĕпе пыллисене хучĕ, варрине – вощина, çиелтен пир витрĕ.

Тавралăх тĕттĕмленме пуçларĕ. Кĕтÿ те яла кĕчĕ. Ĕне суса выльăх-чĕрлĕхе хупса тирпейленĕ хыççăн Валентинăн арăмĕ Каролина та ĕçрен пушаннă ĕнтĕ.

Халĕ хуртсене вĕллене яма та юрать. Пурăка вĕлле патне илсе пыма Каролинăна ыйтрĕç, марта умне вырнаçтарнă валак çине те хуртсене вăлах асăрхануллă силлерĕ. Учитель шухăшĕпе çавăн пек сăваплă ĕçе хĕрарăм пурнăçласан хурт-хăмăр ăнать имĕш.

Валак çинчи хуртсем пĕр харăс вĕллене кĕрсе каймарĕç-ха, самантлăха леток умĕнче кĕпĕрленсе тăчĕç. Унтан летокран васкавăлн кĕме тытăнчĕç.

– Ав, ами кĕрсе кайрĕ, – терĕ савăнăçлăн ватă учитель. Кĕçех пыл хурчĕсем вĕллене кĕрсе çухалчĕç.

Ĕçе ăнăçлă вĕçленĕ ятпа ваттисен йăлипе пÿрте кĕрсе паллă турĕç. Ватă учитель турă панă телее упрама, хăй те çавăн пек çăвăртан утар туса янине пĕлтерчĕ.

Кил хуçисем савăннипе çĕр каçа куç хупманнипе пĕрех. Валентин ирхине ирех пахчана тухса пăхрĕ. Вĕлле лăпкă сасăпа кĕрлесе ларать. Апла пурте йĕркеллĕ. Пыл хурчĕсем ĕçе пикеннĕ те ĕнтĕ, хыçалти урисем çинче чечек тусанĕ йăтса килеççĕ.

Унтанпа чылай çул иртрĕ, ĕçчен çемье халĕ те хурт-хăмăр ĕрчетет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика