АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кремльтисен тупăшĕ

13 мая 2011 г.

Дмитрий Медведев хăйĕн иртнĕ çулхи тупăшĕпе пурлăхĕ çинчен халăха пĕлтернĕ. Çакнах Кремльти ытти сотрудник та тунă.

Патшалăх ертÿçин çулталăкри тупăшĕ – 3 378 673 тенкĕ (2009 çулта 3 335 281 тенкĕ пулнă). Президентăн Раççей банкĕсенче 14 счет пур, вĕсенче пĕтĕмĕшпе 4 961 528 тенкĕ. Медведев мăшăрĕпе Светланăпа 367,8 тăваткăл метрлă хваттер йышăнать. Унсăр пуçне харпăрлăхра 1948 çулта кăларнă "Победа" автомобиль пур.

Президент мăшăрĕ иртнĕ çул тупăш илмен, анчах та унăн унчченхи пекех "Фольксваген-Гольф" автомашина пур. Светлана Медведеван пĕртен-пĕр счетĕнче 2009 çулта 7503 тенкĕ выртнă, халĕ деклараци тăрăх счетсен шучĕ виççе çитнĕ, анчах та вĕсенче укçа çук. Ывăлĕн, Ильян, нимĕнле пурлăхпа тупăш та çук.

Президент администрацийĕн ертÿçин Сергей Нарышкинăн тупăшĕ кăштах сахалланнă - 5 346 164 тенкĕрен (2009 ç.) 4 584 747 юлнă.

Администраци ертÿçин çумĕн Владислав Сурковăн та çавнашкал лару-тăру - 6 325 286 тенкĕрен 4 595 169 тенкĕ çеç. Çав вăхăтрах Сурков арăмĕ тупăшне пысăклатнă: 56 444 617 тенкĕрен 85 158 292 тенке çитернĕ.

Çулталăк каяллахи пекех пуçлăхсен арăмĕсенчен малтисен шутĕнче президент пулăшуçин Аркадий Дворковичăн мăшăрĕ. Зумрудăн 2010 çулхи тупăшĕ 41 316 672 тенкĕпе танлашнă. Икĕ ача амăшĕ упăшкине пăхмасăрах бизнесра карьера тунă.

Пĕтĕмĕшле илсен администраци сотрудникĕсен çулталăкри тупăшĕ 3-4,5 миллион тенкĕпе танлашать. Çак картран ача прависемпе ĕçлекен Павел Астахов уполномоченнăйпа (19 853 429 тенкĕ) нумаях пулмасть президент советникĕ пулса тăнă Евгений Юрьев (18 180 424 тенкĕ) тухаççĕ. Иккĕшĕ те патшалăх службине киличчен хăйсем тĕллĕн ĕçленĕ.

Е.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика