АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çывăх тăван мар-и-ха?

13 мая 2011 г.

"Тăван Атăл" журнал тухма тытăннăранпа 80 çул çитрĕ. Çут тĕнчене вăл "Трактор" ятпа килнĕ. Килсе тăран тăван сивĕнмест. "Тăван Атăл" журнала та эсир уйăхсерен çапла йышăннăн туйăнать. Чăн та тăван мар-и-ха; Ячĕшĕн кăна мар, сирĕн шухăш-кăмăлăр, ырă туйăмăр, çутă ĕмĕтĕр журнал чунĕпе пĕр килнĕрен çапла пулса пырать. Унсăрăн епле-ха 80 çул пĕрле пулайăн;!

"Капкăн" журнал кун çути курма тытăннăранпа 85 çул çитрĕ. Вăл та, "Тăван Атăл" пекех, нихăçан та халăхран уйрăлман, йывăрлăхсене, нуша-терте пĕрле тÿссе ирттернĕ: малтанхи тапхăрта та, вăрçă çулĕсенче те, иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнчи çуклăхра та. Паянхи пурнăç йывăрлăхĕсене те пĕр пек туймаççĕ-и-ха вулакансемпе журнал кăларакансем тата çыравçăсем;

Вырăсла тухса тăракан "ЛИК - Литература. Искусство. Культура" журнал чылай çамрăкрах-ха. Çапах та вăл кĕске вăхăтрах ят-сумне çĕклеме пултарчĕ.

Çирĕплетсех калама пултаратпăр: "Тăван Атăл", "Капкăн", "ЛИК" çĕнĕ вăй-хăват илчĕç. Çĕнĕ çыравçăсем хайлавсене пичетлесех тăрĕç, редакцисенчи çĕнĕ ĕçченсем сирĕншĕн çанă тавăрса тăрăшĕç.

Тăванпа тăван хушшинче те тепĕр чух ăнланманни пулкалать, пĕр-пĕринчен сивĕнмешкĕн сăлтав тупăнкалать. Анчах эпир хамăр тăванлăх туйăмне яланах упрăпăр, сирĕншĕн тăрăшса вăй-хала, пултарулăха шеллемĕпĕр. Çырăнтару, паллах, укçа-тенкĕпе те çыхăннă. Пирĕн журналсем хаклах мар: "Тăван Атăл" çур çуллăха - 222 тенкĕ те 90 пус (каталогри индексĕ 11529), "Капкăн" - 117 тенкĕ те 60 пус (24608), "ЛИК" - 124 тенкĕ те 30 пус (83429).

Хисеплĕ вулакансем, пирĕн журналсем сирĕн пата пырсах тăччăр, эсир вĕсене кашнинчех чи çывăх тăван вырăнне хурса йышăнсамăр. Малашне те пĕрлех пулар. Тăван пулса пĕрле тăваллах талпăнар.

Сергей Павлов, "Атăл-Волга" Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика