13 мая 2011 г.
Сиккасси ялĕ республикăри чи паллă ялсенчен пĕри тесен манпа никам та тавлашмĕ. Çак шухăша тем тĕрлĕ тĕслĕхпе çирĕплетме пултаратăп. Пĕр-иккĕшне кăна илем-ха. Анатолий Иванович Миттов художник, Чăваш АССРĕн культура министрĕ пулнă Ольга Ивановна Талля, Юрий Михайлович Артемьев профессор, академик, Чăвах халăх артисчĕ Геннадий Павлович Медведев... Врачсемпе учительсен, инженерсен, спортсменсен, çар çыннисен шучĕ те çук. Пурте вĕсем Сиккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, çунатланса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне вĕçнĕ, унта ĕçлесе пурăнаççĕ.
Сиккассисем, тутарсемпе кÿршĕллĕ пулнăран-и, питĕ чĕрĕ халăх. Хăйсен ĕçне пуçаракансем – предпринимательсем – мĕн чухлĕн тата. Вĕсем ялти халăха вăхăтлăх ĕç вырăнĕпе те пулин пулăшма тăрăшаççĕ. Кунпа пĕрлех культура шайĕ те чылай çÿллĕ шайра. Паллах, ял тăрăхĕн центрĕ пулни те хăйĕн витĕмне кÿретех. Ача сачĕ, шкул, ача-пăча музыка шкулĕ, библиотека, участок больници ял çыннисен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ. Культура çурчĕ пирки уйрăм калаçу.
Сиккассинчи культура çурчĕн ĕçченĕсем сцена çине тухсан уяв е урăх мероприяти ăнăçлă иртесси куç кĕрет. Мĕншĕн тесен вĕсем пĕр номер кăна кăтартмалла пулин те питĕ тĕплĕ хатĕрленеççĕ. Ĕçе ячĕшĕн кăна тума пĕлмеççĕ. Ял-йышăн культура шайне ÿстерес, ялти халăхăн канăвне пурнăç ыйтнипе тан тивĕçтерес тесе чунпа, чĕрепе çунса тăракансем пуçтарăннă кунта. Илемлĕ пултарулăхпа кану центрне Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ирина Андреева ăнăçлă ертсе пырать. Малтан ку лава нумай çул хушши Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Бабанов туртнă. 1972 çулта халăх хорĕ ята çĕнсе илнĕ коллектив паян кун та халăх умне пысăк йышпа тухать. Ăна Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роза Шоркина ертсе пырать. Роза Петровнăна эпĕ пĕчĕк чухне "Сиккасси шăпчăкĕ" тетчĕç. Хăйĕн хăватлă сассипеле вăл паян шăнтса, вĕрилентерсе ярать, Ирина Анатольевнăпа иккĕшĕ юрлама тухсан асамласа хураççĕ тейĕн. Тава тивĕçлисем пĕрре кăна мар кунта. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ тепĕр ĕçченĕ – Сергей Шпаков. Вăлах баянист, гитарист, юрăç, пĕр сăмахпа, виртуоз... Вячеслав Шпаков – композитор, оранжировщик, сценарист, художник, юрăç... Алексей Мурзуков юлашки çулсенче районта тĕп конферансье пулса тăчĕ тесен те тĕрĕсех. Халăх умне тухса чĕлхене çÿпĕлемесĕр тĕрĕс калаçасси çăмăл мар. Унсăр пуçне юрламалла, хут купăса та тăсса ямалла. Тата кашниех çемйисемпе районти, республикăри конкурссене хутшăнса хăйсен пултарулăхне ăнăçлă кăтартаççĕ. Григорий Шевкен сăвăç калашле, саламлаççĕ те, асамлаççĕ те Сиккассинчи культура ĕçченĕсем. Вĕсем – чăн-чăн профессионалсем.
Иртнĕ çул пысăк юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн культура çурчĕ çĕнĕ сăн-сăпат илчĕ. Çутă, илемлĕ, хăтлă, ăшă кунта. Кĕрсен тухас килмелле мар. Ĕçлекенĕсем килен-каяна тарават кĕтсе илсе ăсатаççĕ: директортан пуçласа урай çăвакан таранах. Ара, директортан пуçласа урай çăвакан таранах артистсем-çке. Мероприятисем çÿллĕ шайра иртнĕрен халăх йышлă пуçтарăнать, çавăнпах укçа-тенкĕ те чылай пухăнать. Унпа вара культура ĕçченĕсем хăйсен вăйĕпех нумай ĕç тăваççĕ.
Çĕнтерÿ уявĕ умĕн Сиккассинчи культура çурчĕ "тĕслĕх кăтартакан илемлĕ пултарулăхпа кану центрĕ" ята илчĕ. Çав ятпа центрта пысăк уяв пулчĕ. Хăнасен пысăк ушкăнĕ килчĕ. Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçи Анатолий Кибеч, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Артемьев, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Константин Никоноров, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Николай Поверный тата ыттисем. Вĕсем пурте ялта культура вучахĕ ялкăшсах çуннишĕн савăннине палăртса салам сăмахĕсем каларĕç, парнесем пачĕç. Татьяна Васильевна Ирина Андреевăна тĕслĕх культура çурчĕ пулнине çирĕплетекен свидетельство пачĕ. К.Мифтахутдинов депутат тренажер залĕ валли тренажер комплекчĕ, ялти предпринимательсем Галина Кирюковăпа Сергей Яковлев кашниех тренажер, спорт инвентарĕ, Николай Поверный депутат теннис сĕтелĕ парнелерĕç. Райадминистраци ертÿçи Владислав Софронов культура çуртне видеоплеер, Н.Поверныйпа С.Яковлева ял пурнăçне аталантарассине пысăк тÿпе хывнăшăн район администрацийĕн Тав çырăвне пачĕ.
– Туртать тăван яла. Çулсем хистеççĕ-тĕр. Кунта килсен каяс килмест. Хамăр ялтан тухнă паллă çынсене асра тытатăп. Килетпĕр те каятпăр çĕр çине – пурăннă вăхăтра пархатарлă ĕçсем туса хăвармалла. Кунчченхи кун-çулăма Сиккасси ялĕн ятне ярас марччĕ тесе пурăнса ирттертĕм, – терĕ уяв хăни Юрий Михайлович Артемьев хăйĕн кĕнекисене парнеленĕ май.
Малашне культурăпа кану центрĕнче тренажер залĕ те ĕçлеме пуçлать. Çапла вара ял-йышăн, уйрăмах çамрăксен, пушă вăхăта усăллă ирттерме майсем çителĕклĕ. Аслă ăрури пек паллă ăсчахсем, спортсменсем çитĕнмеллех пирĕн тăрăхра. Ку енĕпе ял тăрăхĕн администрацийĕ те нумай тăрăшать.
Сиккассисене мухтаса пĕтернĕ кунта тесе хамăр ялсем ÿпкелешсе те илĕç-и тен. Эпир вĕсенчен урăхларах çав, несĕлсем пире ĕçченлĕх ытлашшипех панă пулсан та хăюсăрлăха, сăпайлăха пула кăмăл-туйăма ирĕке яраймастпăр. Хăть çамрăк ăру чĕрĕрех, пуçаруллăрах пултăрччĕ, вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тутăрччĕ. Вĕсенче – пуласлăх.
И.ВЛАДИМИРОВА.