13 мая 2011 г.
Районта Аслă Çĕнтерÿ 66 çул тултарнă ятпа çăмăл атлетсен "Ямаш-Шăхасан" чупăвне ирттересси ырă йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кăçал вăл 38-мĕш хут иртрĕ. Унта 100 яхăн спортсмен хутшăнчĕ. Çĕнтерÿçĕсене чысланă çĕре Федераллă казначействăн Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçи И.Клюкова тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пулчĕç.
Чупу çĕнтерÿçисем – К.Корткова (Канаш), В.Николаев (Энтрияль), М.Иванов (Вăтапуç), А.Семенова (Энтрияль), К.Павлова (Шаккăл), И.Белов (Вăтапуç), Т.Белкина (Юмансар), А.Иванов (Етĕрне хули), Т.Александрова (Энтрияль), В.Павлов (Ешкилт).
А.ВИТАЛЬЕВ.