13 мая 2011 г.
Афганистан, Чечня çĕрĕсенче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă монумент умĕнче Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе ирттернĕ митинга фронтовиксем, тыл ĕçченĕсем, воин-интернационалистсен, Чечняри событисенче пуçĕсене хунисен ашшĕ-амăшĕ, кадетсем хутшăннă.
– Аслă вăрçăран, Афганистанри тата Чечняри вăрçăсенчен таврăнайманнисен ячĕсене пирĕн яланах асра тытмалла. Вĕсем Тăван çĕршыв умĕнче панă тупа сăмахĕсене çирĕп тытнă, çар тивĕçне пурнăçланă, – тенĕ хула администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Мясников митинга уçса.
Салам сăмахĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, республика комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов, çапăçусене хутшăннисем тухса калаçнă. Вăрçă ветеранĕсемпе, çар конфликчĕсене хутшăннисемпе активлă ĕçлекенсене наградăсем панă. Пуçĕсене хунă салтаксен амăшĕсене, арăмĕсене чечек çыххисем парса чыс тунă, монумент умне чĕрĕ чечексем хунă.
Канашра Афганецсен скверĕ Мухтав Мемориалĕ тата вакунсем юсакан заводран фронта тухса кайнă, пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă палăк пекех сăваплă вырăн пулса тăчĕ.